Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем хӑваласа ҫитчӗр тесессӗн, пирӗн майӗпенрех юрттарас пулать…
Ҫул ҫинче // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 3–10 стр.
Унталла каяс тесессӗн, кам пӗлет, мур татӑкне те ҫитсе ҫапӑнӑн.
Ҫул ҫинче // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 3–10 стр.
Хум силлени сахалтарах витӗм кӳтӗр тесессӗн карапа мӗнлерех тумалла?Как определить, какой нужно строить корабль, чтобы он минимально реагировал на качку?
Вунпиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
— Вӑл, тем тесессӗн те — вӑл! — ҫинех тӑрать Витя.
17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Анчах тем тесессӗн те, эпӗ вожатӑй-ҫке, вӗренессе те кӑҫал саккӑрмӗш пӗтерсе тӑххӑрмӗшне куҫрӑм.Но, в конце концов, я как-никак была все-таки вожатой и перешла сейчас уже в девятый класс.
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ма тесессӗн эсӗ, пирӗн шутпа, киревсӗр хӑтланатӑн.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ӑна пӑхни — мана пӑхнипех вӑл, мӗншӗн тесессӗн, эпӗ ӑна ҫак пурнӑҫ майланса ҫитсенех качча илесси ҫинчен татӑклӑнах шухӑшласа хунӑ, — терӗм.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Тем тесессӗн те, ҫакӑ хӗр ачана эпӗ пӗрре мар тӗл пулнӑ, тен, нумаях та пулмасть пуль, халӗ анчах пуль…
4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Санӑн ҫыруна, эсӗ Миронов хӗрне Марья Ивановнӑна качча илме пирӗнтен ирӗк тата пиллӗх ыйтса ҫырнӑскерне, ҫак уйӑхӑн 15-мӗш кунӗнче илтӗмӗр, сана хам енчен пиллеме тата ирӗк пама шутламастӑп та ҫеҫ мар, тата сан патна ҫаврӑнса ҫитсе, ҫавӑн пек иртӗхнӗшӗн сана, офицер чинӗнче тӑратӑн пулин те, ачана ӑса кӗртнӗ пекех вӗрентес тетӗп; мӗншӗн тесессӗн эсӗ, сана, хӑвӑн пек пуҫтахсемпе дуэльсем тума мар, тӑван ҫӗршыва сыхлама панӑ хӗҫе ҫакса ҫӳреме тивӗҫлӗ маррине кӑтартрӑн.
Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ку мана тӳрех темле, ытти чухнехинчен пысӑкрах хыпар пӗлтерессе кӗтсе илме хатӗрлентерчӗ, мӗншӗн тесессӗн ку таранччен ҫырусене яланах анне ҫыраканччӗ, атте юлашкинчен ҫеҫ пӗр-икӗ йӗрке хушса хураканччӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Эпӗ ӑна выляса ятӑм, мӗншӗн тесессӗн манӑн ҫавӑн пек тӑвас килчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ара, каяс тесессӗн кайӑрах эсир….
Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Пит пӗлес тесессӗн, эп вӑл шӗвекпе пачах та иртӗнместӗп, пур чухне кӑна кӑштах, ячӗшӗн тенӗ пек ӗҫкелетӗп.Если хочешь знать, я алкоголем не балуюсь, выпью пару рюмок, для приличия, и всё.
Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Пухас тесессӗн, эпӗ пин сӑвӑс та пухма пултараттӑм.
6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Анчах ӑна та ирӗлсе-ванса ан пӗттӗр тесессӗн типӗ ҫанталӑкра кӑна татма юрать.
Сентябрь // Георгий Орлов. https://vulacv.wordpress.com/2018/09/27/ ... %be%d0%b2/
тавар туянас тесессӗн электрон енчӗксене укҫа куҫарма ан васкӑр, чылай чухне ултавҫӑсем ҫак схемӑпа усӑ кураҫҫӗ, хӑйсене сутуҫӑ тесе пӗлтереҫҫӗ.
Ултавҫӑсем татах улталаҫҫӗ // А.АХМЕЕВ. «Каҫал Ен», 09.06.17
Аппаҫӑм, шӑллу ачаш ӳсрӗ тесессӗн, тархасшӑн, ан ӗнен.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Паянхи кун тӗрлӗ проект, пулӑшу сӗнет патшалӑх ҫемьесене, вӗсемпе усӑ курас тесессӗн, паллах, хаҫат-журналпа туслӑ пулмалла е вырӑнти администрацинче ҫӗнӗлӗхсем пирки ыйтсах тӑмалла.
Ачасен йышӗ ӳсет, тӑлӑхсен шучӗ чакать // Маргарита ИЛЬИНА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№
– Халӑх ыйтӑвӗсене ӑнланас тесессӗн чиновниксен вырӑна тухса ҫӳремелле.
Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26
7. Иудейсем ӑна хуравласа каланӑ: пирӗн саккун пур, пирӗн саккун тӑрӑх, Ӑна вӗлермелле, мӗншӗн тесессӗн Вӑл Хӑйне Турӑ Ывӑлӗ вырӑнне хурать, тенӗ.
Ин 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.