Поиск
Шырав ĕçĕ:
3. Эпӗ ӳтӗме эрехпе килентерме шутларӑм, чӗреме ӑслӑлӑх ертсе пынӑ хушӑрах ухмахла-ҫӑмӑлттайла та савӑнас, этем ывӑлӗсемшӗн мӗн лайӑххине курас, ҫӗр ҫинче вӗсем хӑйсен кӗске ӗмӗрӗнче мӗн тума тивӗҫлине пӗлес терӗм.
Еккл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Кулӑ пирки: «ку ухмахлӑх!» терӗм, савӑнӑҫ пирки: «ку мӗн тӑвать-ши?» терӗм.2. О смехе сказал я: «глупость!», а о веселье: «что оно делает?»
Еккл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Каларӑм вара ӑшӑмра: «сана савӑнӑҫпа тӗрӗслесе пӑхам-ха, ырӑлӑхпа килен-ха» терӗм; анчах ҫакӑ та — харамлӑх!1. Сказал я в сердце моем: «дай, испытаю я тебя весельем, и насладись добром»; но и это - суета!
Еккл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Куртӑм та ҫакна — шухӑша кайрӑм, куртӑм та — ӑнланса илтӗм: 33. «тата кӑштах ҫывӑрӑн, кӑштах тӗлӗрӗн, аллуна лӑш ярса, тата кӑшт йӑваланса выртӑн — 34. вара, иртен-ҫӳрен пек, сан патна ҫуклӑх килсе ҫитӗ, вӑрӑ-хурах пек, чухӑнлӑх ҫитсе кӗрӗ» терӗм.
Ытар 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫав арӑм яш ачана ярса тытрӗ, чуптуса пӗтерчӗ, вӑл — кӗҫҫе пит — ҫапла каларӗ ӑна: 14. «эпӗ канӑҫлӑх парни кӳтӗм: паян эпӗ хам сӑмах панине туса ҫитертӗм; 15. ҫавӑнпах сана хирӗҫ тухрӑм, шыраса тупас терӗм, акӑ — тупрӑм сана; 16. выртас вырӑнӑма вителӗкпе, тӗрлӗ тӗслӗ ҫивиттипе — Египет таварӗпе — капӑрлатрӑм; 17. ҫывӑрмалли пӳлӗме смирна, алоэ тата корица сапса ырӑ шӑршӑ сартӑм; 18. кӗр ман патӑма, мӗн ирччен савӑшса киленӗпӗр, тӑраниччен юратупа савӑнӑпӑр; 19. упӑшкам килте ҫук: инҫе ҫула тухса кайнӑ; 20. хӑйпе пӗр енчӗк кӗмӗл илчӗ; киле уйӑх тулнӑ тӗле таврӑнать» терӗ.
Ытар 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эй Ҫӳлхуҫа, эпӗ Сана тархасларӑм: Эсӗ — манӑн тарса хӑтӑлмалли вырӑнӑм, чӗррисен ҫӗрӗнчи пайӑм, терӗм.5. Я воззвал к Тебе, Господи, я сказал: Ты прибежище мое и часть моя на земле живых.
Пс 141 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫана каларӑм: Эсӗ — манӑн Туррӑм; эй Ҫӳлхуҫа, тархаслакан сассӑма илтсемччӗ! терӗм.7. Я сказал Господу: Ты Бог мой; услышь, Господи, голос молений моих!
Пс 139 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
57. Эй Ҫӳлхуҫа, эпӗ ҫапла каларӑм: манӑн пайӑм — Санӑн сӑмахна уяса пурӑнасси, терӗм.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ӑнран кайнӑ вӑхӑтра каларӑм: пур ҫын та ултавҫӑ, терӗм.
Пс 115 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ах, эсир халӗ Унӑн сассине илтес пулсанччӗ: 8. «чӗрӗре Мерива патӗнче, пушхирте Масса кунӗнче хаярлатнӑ пек ан хаярлатӑр, 9. унта Мана сирӗн аҫӑрсем сӑнарӗҫ, Мана сӑнарӗҫ-тӗрӗслерӗҫ, хӑйсем вара Манӑн ӗҫӗме курчӗҫ. 10. Ҫав ӑру Мана хӗрӗх ҫул вӗчӗрхентерчӗ, вара каларӑм: ку — чӗри аташакан халӑх; вӗсем Манӑн ҫулсене пӗлмерӗҫ, терӗм, 11. ҫавӑнпа Эпӗ ҫиллӗмпе тупа турӑм: вӗсем Манӑн канӑҫлӑхӑма кӗреймӗҫ, терӗм».
Пс 94 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эпӗ каларӑм: эсир — турӑсем, эсир пурсӑр та — Ҫӳлти Турӑ ывӑлӗсем; 7. пӗрех эсир те ытти ҫынсем пекех вилетӗр, кирек хӑш пуҫлӑх ӳкнӗ пекех ӳкетӗр, терӗм.
Пс 81 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Анчах халӑхӑм Манӑн сасса итлемерӗ, Израиль Мана пӑхӑнмарӗ; 13. ҫавӑнпа Эпӗ вӗсене хӑйсен тӳрккес кӑмӑлӗ хыҫҫӑн кайма ирӗк патӑм, хӑйсем шухӑшланӑ пек ҫӳреччӗр терӗм.
Пс 80 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ӗнтӗ каларӑм: «Ҫӳлти Туррӑн сылтӑм алли улӑшӑннӑ — манӑн асапӑм ҫакӑ» терӗм.11. И сказал я: "вот мое горе - изменение десницы Всевышнего".
Пс 76 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. [Вара ҫапла шухӑшларӑм:] апла чӗреме кӑлӑхах тасатмарӑм-ши, хам айӑпсӑррине кӑтартма аллӑма кӑлӑхах ҫумарӑм-ши, 14. кунсерен хама кӑлӑхах амантмарӑм-ши, ирсерен хама кӑлӑхах питлемерӗм-ши? терӗм.
Пс 72 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Каларӑм вара: «кӑвакарчӑн ҫуначӗ пек ҫунат кам парӗ-ши мана? вӗҫсе кайӑттӑм та ларса канӑттӑм; 8. аякка вӗҫсе кайӑттӑм та пушӑ хирех юлӑттӑм; 9. ҫавраҫилтен, ҫил-тӑвӑлран тарса пытанӑттӑм» терӗм.
Пс 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпӗ каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа! хӗрхенсем мана, чунӑма сыватсам: эпӗ Сан умӑнта ҫылӑха кӗтӗм, терӗм.5. Я сказал: Господи! помилуй меня, исцели душу мою, ибо согрешил я пред Тобою.
Пс 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑн чухне каларӑм: хамах пыратӑп, терӗм; ман ҫинчен кӗнекере ҫырса хунӑ: 9. эй Туррӑм, эпӗ Санӑн ирӗкне туса тӑрасшӑн, Санӑн саккуну — чӗрем варринчех, терӗм.
Пс 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Каларӑм: чӗлхемпе ҫылӑха кӗрес марччӗ тесе хамӑн ҫулсене астуса тӑрӑп; усал ҫын умӑмра тӑнӑ чухне чӗлхе-ҫӑварӑма чаруллӑ тытӑп, терӗм.
Пс 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эпӗ каларӑм: [тӑшманӑмсем] эпӗ пӗтнине курса ан савӑнайччӑр; ман ура такӑнсассӑн вӗсем ман умӑмра ан мухтанайччӑр, терӗм.
Пс 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Пӗрех Сана ҫылӑхӑма пӗлтертӗм, йӗркесӗр ӗҫӗме пытармарӑм; «ирсӗр ӗҫӗме Ҫӳлхуҫана каласа парам» терӗм, Эсӗ вара мана ҫылӑхӑм айӑпӗнчен каҫартӑн.
Пс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.