Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тепӗр сăмах пирĕн базăра пур.
тепӗр (тĕпĕ: тепӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫывӑх вӑхӑтра Первомайскинче те хоккеистсем валли тепӗр площадка уҫӑлӗ, вӑл ялти вӑтам шкул ҫумӗнче пулмалла.

В ближайшее время в Первомайском откроется еще одна площадка для хоккеистов, она будет около средней школы.

Первомайскисен те чаплӑ хоккей коробки пулӗ // Авангард. «Авангард», 2019.06.07

Мӗн тепӗр хут ҫынсен чӗрисене ыраттармалла?

Зачем еще раз делать больно человеческим сердцам?

Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12

Анчах тепӗр ҫул урӑхларах пуласса шанас килет.

Но хочется верить, что в следующем году будет по-другому.

Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12

(Ак сире чӗлхе аталанманнин тепӗр ҫирӗплетӗвӗ: «отмазка» - вырӑс пуплевӗнче ҫӗнӗ сӑмах, пирӗн вара ун пекки ҫук.)

(Вот вам еще подтверждение неспособности языка развиваться: "отмазка" - в русской речи новое слово, у нас же такого нет.)

Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12

Акӑ сире тепӗр алтса хунӑ шӑтӑк.

Вот вам еще одна вырытая яма.

Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12

Тата 10 ҫултан вӑл йыш тепӗр 20 процента чакӗ.

Ещё через 10 лет их численность ещё на 20 процентов сократится.

Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12

Ман шутпа, тепӗр 10 ҫултан чӑвашла калаҫакансен йышӗ чӗрӗке яхӑн чакать.

По моим соображениям, еще через 10 лет численность говорящих по-чувашски уменьшится примерно на четверть.

Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12

Предпринимательсен прависене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй должноҫне туса хуни ҫавнашкал тепӗр тӗрӗс утӑм шутланать.

Следующим логичным шагом станет введение должности Уполномоченного по защите прав предпринимателей.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн президенчӗ Валентин Балахничев палӑртнӑ тӑрӑх Чӑваш ҫӗрӗ ҫитӗнӳсемпе ҫӗнтерӳсен символӗ пулса тӑчӗ, Шупашкар вара пысӑк шайри ӑмӑртусем ирттермелли питӗ лайӑх вырӑн пулнине тепӗр хут ҫирӗплетрӗ.

Как отметил президент Всероссийской федерации легкой атлетики Валентин Балахничев, чувашская земля стала символом успеха и побед, а Чебоксары зарекомендовали себя отличной площадкой для проведения соревнований высокого уровня.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Халӗ тепӗр, чӑннипех те ҫивӗч тӑракан ыйтӑва – халӑх ӗҫке ерсе пынине – татса пама вӑхӑт ҫитрӗ.

Теперь настала пора взяться за решение еще одной серьезной проблемы - проблемы алкоголизации населения.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Ҫул шайне хӗрарӑмсемшӗн 35 ҫул, арҫынсемшӗн 40 ҫул таран чакарасси малашлӑхра тумалли тепӗр утӑм шутланать.

В перспективе следующим шагом станет снижение возрастных рамок до 35 лет для женщин и до 40 лет для мужчин.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Тата тепӗр сӑлтав вӑл – муниципалитет заказӗн тытӑмне централизациленине чакарни, муниципалитетсенче полномочиллӗ органсем пулманни, ҫакӑ бюджет тухӑҫлӑхне кӑна мар, ҫавӑн пекех муниципалитет контракчӗсен пахалӑхӗ тата вӗсене пурнӑҫламалли срок ҫине те япӑх витӗм кӳрет.

Еще одна причина – децентрализация системы муниципального заказа, отсутствие уполномоченных органов в муниципалитетах. Это отрицательно сказывается не только на бюджетной эффективности, но и на качестве и сроках исполнения муниципальных контрактов.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Вӗсемех кун йӗркине ҫирӗплетеҫҫӗ, пурнӑҫӑн тӗрлӗ сферинче патшалӑх политикине тепӗр хут пӑхса тухма хистеҫҫӗ.

Эти реалии формируют повестку дня, вынуждают пересматривать государственную политику в различных сферах жизнедеятельности.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Сӑмах май, Владимир Александрович аса илтернӗ тӑрӑх, кунашкалли, урӑлтаркӑчсене хупни, Октябрьти революци хыҫҫӑн та пулнӑ, анчах ҫак утӑм тӗрӗс маррине кайран большевиксем те ӑнланса илнӗ - асӑннӑ учрежденисене тепӗр хут йӗркеленӗ.

Помоги переводом

Ӗҫкӗ ырӑ тумасть // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

- Хатӗрлев тапхӑрӗнчи тепӗр утӑм - хуҫалӑх кӗнеки.

— Один из этапов подготовки — хозяйственная книга.

Тĕрĕс сăмах чул ватать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Ҫакӑн пек хӗрӳ ӑмӑртусем хыҫҫӑн вӑй-хал кӗнине туяҫҫӗ спортсменсем, финиша ҫитсен вара «иккӗмӗш сывлӑш» ҫавӑрса яраҫҫӗ те халь тесен халь вӑрман тавралла тепӗр ҫавра тума хатӗр.

Помоги переводом

Улттăн пулнă вĕсем… // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 13-14№, 2016.02.26

Ак халь тата тепӗр спорт ӑмӑртӑвӗнчи сӑнсене курма май килчӗ.

Вот сейчас на глаза попались снимки из другого спортивного мероприятия.

Чӑваш ялавӗ е минретӳ политики // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2664.html

Ҫавӑнпах-тӑр Игорь Моляков эсер-депутат сессие уҫнӑ-уҫман унӑн кун йӗркине улшӑну кӗртес шутпа тавлашу пуҫарчӗ: пахчаҫӑсене пулӑшмалли саккун кирлӗ-мӗн, Правительство ҫуртӗнче тунӑ мунча ыйтӑвне тепӗр хут тишкермелле.

Наверное поэтому депутат-эсер Игорь Моляков сразу же после открытия начал спор с намерением внести в повестку дня изменения: мол, нужен закон о помощи огородникам, заново изучать банный вопрос в Доме правительства.

«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Патшалӑх Канашӗнчи тепӗр «эсер» те, Леонид Лукин депутат, «Справедливая Россия» фракципе сывпуллашма шут тытнӑ.

Помоги переводом

«Эсерсем» «ЕдРона» куçаççĕ // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Тепӗр ҫулах вӗсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе 50 ҫул ҫитнӗ тӗле икӗ ял хушшинче палӑк вырнаҫтараҫҫӗ.

Помоги переводом

Ял халӑхӗ савӑнать… мӑнукӗсем – мӑнаҫланаҫҫӗ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 2016.02.16

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней