Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

текен (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсир кайра пырать текен строительство управленийӗнче тӑватӑ бригада хуҫалӑх меслечӗпе туллин усӑ курма хӑнӑхса ҫитессишӗн тӑрӑшать, тепринче вара, малтинче, — пӗрре те ҫук.

Помоги переводом

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Турунов пирки «этем мар, копер тукмакӗ…» тенине илтнӗ хыҫҫӑн тепӗр икӗ кун иртсенех ҫакскер, Аликов, трафарет туса хатӗрлет те, унпа усӑ курса, леш хайхи ӳкерчӗкпе сӑмахсене (сӑвай ҫапакан копер тукмакӗпе «Эпир завод лартатпӑр…» текен сӑмахсене ӗнтӗ) бригадӑри ҫынсен курткисем ҫине сӑрла-сӑрла лартать.

Помоги переводом

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Чӑваш Ен пурӑнма чи лайӑх вырӑн текен шухӑша эпир тахҫантанпах калатпӑр.

Помоги переводом

Предпринимательлӗх центрӗ Чӑваш Ен пулма пултарӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/26/pred ... lma-pultar

Раҫҫейри предпринимательсен центрне Чӑваш Енре йышӑнас текен шухӑша республикӑри бизнес-пӗрлешӳре вӑй хуракансем Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ вӑхӑтра пӗлтернӗ.

Помоги переводом

Предпринимательлӗх центрӗ Чӑваш Ен пулма пултарӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/26/pred ... lma-pultar

«Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр» текен чӗнӳ пурне те пӗр тӗвве ҫыхрӗ.

Помоги переводом

Пур – пӗрле, ҫук – ҫурмалла // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d0%bf%d1%8 ... %bb%d0%b0/

Анчах чӑвашлатнӑ чухне те «ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас» текен ваттисен сӑмахӗ пирки манса каймалла мар ман шутпа.

Помоги переводом

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

«Канӑҫлӑ = Канлӗ (1–3)» текен вырӑн та пур…

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхинчи сингармонизма пӑхӑнман сӑмахсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6303.html

«Ялта пурӑнас текен хӑйне валли хӑй пӳрт ларттӑр, ҫавӑ кӑна шанчӑклӑ.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫав Хыҫалкас текен урамра ӳссе ҫитӗннӗ Таранов.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Чунпа ҫамрӑк ҫын ватлӑха парӑнма пӗлмест», текен каларӑша ҫак маттур хӗрарӑм ҫинченех каланӑн туйӑнать.

Помоги переводом

Унӑн пуянлӑхӗ – куҫ тулли ачисем // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... %b5%d0%bc/

Унӑн тутисем ҫуркаланнӑ, пӗр кӗтессине хаяр шатри текен шатрасем тухнӑ.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Анчах ҫав пӗтӗмӗш текен сӑмах, ӑна ӑнлану енӗпе илсе пӑхас пулсан, пӗр пӗлтерӗш пулин те, пӗр япала мар, темӗн чухлӗ вак япаларан пухӑнса пулать».

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Пуҫра час-часах: «Нумаях пымасть пуль ӗнтӗ, эпӗ пӗтсех ларатӑп пулмалла», — текен шухӑш ҫуралатчӗ, анчах эпӗ ӑна, те унран хӑранипе, те вӑтаннипе, — шухӑш вырӑнне мар, шухӑш мӗлки вырӑнне кӑна йышӑнаттӑм.

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Огарев капитализм обществинчен социализма революцисӗрех куҫма пулать текен анӑҫри социалист-утопистсене питленӗ; ӗҫ халӑх пурнӑҫне тепрен лайӑхлатас тесен, революци кирлӗ, тенӗ вӑл.

Помоги переводом

Н.П.Огарев // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 87 с.

1840 ҫулта унӑн, пусмӑрти халӑха чун-чӗререн хӗрхенсе, ӑна ирӗке кӑларасчӗ текен шухӑш-туйӑмпа ҫырнӑ сӑвӑлла произведенийӗ пичетленсе тухнӑ.

Помоги переводом

Н.П.Огарев // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 87 с.

Вӑл халӑхри чӑн-чӑн талантсене хӑй ҫумне пуҫтарӗ, ҫапла манпа искусство пурнӑҫпа тачӑ ҫыхӑнса тӑмалла текен ыйту тата хӑвӑртрах пурнӑҫа кӗрӗ.

Помоги переводом

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Искусствӑри профессионалсенчен хӑш-пӗрисем, ҫавӑн пекех тат художествӑллӑ пултарулӑха хутшӑнакансенчен хӑшӗ-пӗрисен художествӑллӑ пултарулӑха профессилле искусствӑпа ҫыхӑнтармалла текен шухӑша тӗрӗсех ӑнланмаҫҫӗ.

Помоги переводом

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Петрянкина урӑххи иккӗлентернӗ: мӗншӗн-ха машина номерӗ умӗнхи саспаллисем ик ҫӗрте ик тӗрлӗ, мӗншӗн ҫак хӑйне майор текен ҫын милиципе ҫар ҫыннисен тумӗсене хутӑштарса тӑхӑннӑ?!

Помоги переводом

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

1941 ҫулхи июлӗн 6-мӗшӗнче Бессарабири Трони текен вырӑн таврашӗнче тӑшман пехотине батальон ытла пӗтерчӗ.

Помоги переводом

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Мускавра халь тухма тытӑннӑ «Краткая Литературная Энциклопедия» текен кӗнекере, пӗрремӗш томра, ун ҫинчен ҫапла пӗлтернӗ:

Помоги переводом

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней