Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

татрӗ (тĕпĕ: тат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ухмах! — касса татрӗ ӑна аманнӑ капрал.

Помоги переводом

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ку сан ӗҫӳ мар! — касса татрӗ ӑна виҫҫӗмӗшӗ, хӑнчӑр куҫлӑ лутра арҫын.

Помоги переводом

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫук! — сӑмахӗпе касса татрӗ ӑна хусах.

Помоги переводом

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакӑ Аҫтӑрхан шухӑшне татрӗ.

Помоги переводом

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аптранипе Унерпи Сӑмах татрӗ ҫимӗкре Хурӑнташпа, пӗлӗшпе Сухатӳри ӗҫкӗре:

Помоги переводом

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Шурӑ юр ӳккелеме тапратсан, арӑм пат татрӗ те хучӗ:

Помоги переводом

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

Манӑн шухӑшсене темӗн татрӗ.

Помоги переводом

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫав хӗлӗхе вӑл икке татрӗ те пукане пичӗ ҫине хӗреслесе хучӗ.

Помоги переводом

Пукане // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Учительница каччӑран «мӗн пулма пултарнӑ вара унта?» — тесе ыйтасшӑнччӗ, анчах Магаев сасартӑках лӑпчӑнса, «тӑм муклашкиленсе», унран куҫне тарӑнах ӳкернине кура, класра чӑрмавлӑ пӑшӑл-пӑшӑл та шӑтӑр-шӑтӑр ҫӗкленесрен шикленсе, калаҫӑва татрӗ те аяккалла пӑрӑнса утрӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

«Пурпӗрех сана тупатӑп, эс те туп мана!» — сасӑпах шарт! татрӗ вӑл, вара пуҫне ярт! ҫӗклерӗ…

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

«Качтаки» ӗнтӗ ку, кам пултӑр урӑх? — шартах татрӗ вӑл хальхинче, иккӗленӳрен вӑрт пӑрӑнса, мӑш та мӑш сывлакаласа.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Йывӑҫа Ула Тимӗр, пехле-пехле, тӗпӗнчен ҫӗҫӗпе касса илчӗ, унтан, тӑршшӗне хӑлаҫ тӑршшӗ хӑварса, шӑнӑрӗ ҫирӗпленме ӗлкӗреймен тӑррине касса татрӗ, тураттисене иртрӗ, вара пулас «шампура» кӑвайт патне илсе пычӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Ҫук, — шартах татрӗ вӑл ӑшӗнче юлашкинчен, — ку эпӗ Сосновкӑран таврӑнӑҫла машинӑпа килнӗ ҫул мар.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эсӗ те текех килсе ан ҫӳре кунта, — ҫирӗппӗн касса татрӗ вӑл, Ларисӑна куҫран тӳррӗн пӑхса.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Эсӗ ҫӗнӗ контролер пӗлменнипе усӑ курасшӑн пулнӑ, — ҫирӗппӗн касса татрӗ Ревлен Петрович.

Помоги переводом

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Сире хӗрлӗ кӗтесе чӗнеҫҫӗ, — мастер шухӑшне татрӗ Лида сасси.

Помоги переводом

10 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Тепӗр хут калатӑп, вӗҫерт алӑсене, — ҫирӗппӗн касса татрӗ хӗр.

Помоги переводом

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Мӗнле, халӗ те эсӗ мана ҫакӑнта Санюкпа ӑнсӑртран тӗл пултӑм, тесе ӗнентересшӗн-и? — ҫивӗччӗн касса татрӗ Марук.

Помоги переводом

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Марине чустине унарӗ, пӗчӗк-пӗчӗк татрӗ.

Помоги переводом

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

— Эй, кур-ха, манӑн ав мӗн чухлӗ халӑх пухрӗ, — унӑн шухӑшне татрӗ пусӑ патӗнчен таврӑннӑ кӳршӗ хӗрарӑмӗ.

— Эй, погляди-ка, сколько публики собрал мой-то, — прервала ее думы соседка, вернувшаяся от колодца.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней