Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӗпхӳпе Самар хушшинчи чугун ҫула Белебее ҫити тасатнӑ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Кун пек йӑлана Соня килӗштермен: ҫӑл шывӗпе пит-куҫне ҫул ҫинчи тусанран ҫуса тасатнӑ кӑна.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ӗлӗк пасар площачӗ пулнӑ вырӑна халӗ палласа та илмелле мар: ҫатма пек шӑлса тасатнӑ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Феопемпт Анисимович майри ахаль те селедкине сӗт ҫине ярса ҫӗр каҫа ҫемҫетнӗ пулнӑ, пӗр шӑмӑ пӗрчи хӑварми иртсе тасатнӑ тинӗс пуллине.
8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Тин ҫех ҫуса тасатнӑ сак ҫумне чӗлӗм каяшӗ сӑмала пекех ҫыпӑҫрӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Хуҫа пасартан таврӑнасса кӗтсе, вӑл паҫӑрах пӗр ҫӗклем шыв ӑсса килнӗ, выльӑх валашкине те ҫуса тасатнӑ, аслӑк ҫинчен тип утӑ та антарса хатӗрленӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Юлашки хут эпир Элкей Михалине Хусанти большевиксен заданине пурнӑҫланӑ вӑхӑтра, Кремле юнкерсенчен тасатнӑ чухне куратпӑр.
Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.
Тӗплӗн шаккаса тасатнӑ кавирсем, алӑк хӑлӑпӗсемпе камин решеткисен йӑлтӑркка пӑхӑрӗ, апатланмӑшри тата ҫывӑрмӑшри чечексем, — пӗтӗм япала Моргиана пӑхасса кӗтсе пурӑнма тытӑннӑ тейӗн.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— Ӗҫсе тултартӑн эппин? — ҫилӗллӗн каласа хучӗ Розита кӗпине эрех тумламӗсенчен тасатнӑ май.— Напилась-таки? — злобно сказала Розита, стирая с платья брызги вина.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Аллинче самаях йывӑр чӑматанпа сумкка пулсан та, пӗтӗм кӑмӑлтан савӑнса утрӗ хӗрарӑм бульдозерпа хырса тасатнӑ ансӑр ҫулпа.
II // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Вӑл тасатнӑ тӑваткал лаптӑка тата кӳлӗ енчен хупланакан пысӑках мар пӳрте курать.Он видел квадратную, расчищенную площадку и легкое здание, скрытое со стороны озера стеной бамбука.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Кунта вӑрман, малалла вара лайӑх тасатнӑ, капмар сад тӑсӑлать.Здесь был лес, а дальше шел огромный, отлично расчищенный сад.
XI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Пысӑк та ирӗк пӳртре ӑшӑ пулчӗ, лайӑх тирпейлесе тасатнӑ пӳртре темӗнле тутлӑ апат шӑрши, — ӑшаланӑ хур е сысна ашӗ шӑрши илӗртсе тӑрать.
ХII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Пирӗн ӑнӑҫлӑ кунсем чылай… — пуллине тӗплӗн тасатнӑ май хуравларӗ Ботредж, — инкек-синкек пуҫлансан вара… мӗн ӗҫлени тарама, мур патне…
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Нихӑшӗн те ҫиес килмест, ҫавӑнпа та тасатнӑ мӑйӑрпа тата типӗтнӗ улма-ҫырлапа ҫырлахрӗҫ.Есть никто не хотел, а потому были поданы только чищеные орехи и сушеные фрукты.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Бухтӑна кӗнӗ ҫӗрте арккӑ — ҫакӑнса тӑракан хысак; пин-пин ҫул каяллах ӑна хумсем чӳхе-чӳхе тасатнӑ ахӑр, тен, ҫӗр чӗтревӗ хыҫҫӑн ҫакӑн пек ҫакӑнса юлнӑ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 276–284 с.
Пичӗ гримпа пудрӑран тасатнӑ хыҫҫӑн ҫилпе кушӑхнӑн, имшерленнӗн туйӑнать, тути шуранка.Лицо Элды, очищенное от грима и пудры, с побледневшими губами, выглядело обветренным и похудевшим.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.
Шыв хӑвӑрт, лӑпкӑн юхать; ҫырансен хура мӗлкисем юхӑм ҫуррине тӗксӗмлетеҫҫӗ, варри вара хӗвел ҫинче тасатнӑ пӑхӑр пек йӑлтӑртатать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Урайне шӑлса тасатнӑ, сӗтел-пукана хӑтлӑрах вырнаҫтарнӑ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 74–80 с.
Ирхине, Нэф пӑшалне тасатнӑ вӑхӑтра, Пек картишне тухрӗ те пӗрене ҫине вырнаҫрӗ, йӗри-тавралла пӑхкаларӗ.Утром, когда Нэф занялся чисткой ружья, Пек вышел во двор и сел на бревно, осматриваясь.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.