Поиск
Шырав ĕçĕ:
8. Ҫавӑнпа ӗнтӗ уява кивӗ кӑвас чустипе, ҫылӑхпа ултав кӑвас чустийӗпе, тӑвас мар, тутлӑлла ҫӑкӑрпа — тасалӑхпа, чӑнлӑхпа — уяв тӑвас.
1 Кор 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
67. Унӑн ашшӗ, Захария, Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланса пророкла каланӑ: 68. Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри мухтавлӑ: Вӑл килчӗ те Хӑйӗн халӑхне хӑтарчӗ; 69. Хӑйӗн Давид чури килӗнчен пирӗн валли хӑватлӑ Ҫӑлакана кӑларчӗ — 70. ҫакӑн ҫинчен Вӑл Хӑйӗн авалхи сӑваплӑ пророкӗсем урлӑ пӗлтернӗ, 71. пире хамӑр тӑшмансенчен, хамӑра курайман ҫынсен аллинчен хӑтарма пулнӑ; 72-73. Хӑйӗн сӑваплӑ халалне, Авраам аттемӗре тупа тунине астуса, Вӑл пирӗн аттемӗрсене ырӑлӑх тума пулнӑ: 74. эпир ӗнтӗ, тӑшмансен аллинчен хӑтӑлса, хӑрамасӑр, 75. пурӑнас кунӑмӑрсем тӑршшӗпех Уншӑн, Ун умӗнче тасалӑхпа, тӳрӗлӗхпе ӗҫлесе тӑрӑпӑр.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.