Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тапрансанах (тĕпĕ: тапран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл хӗвӗшӳ тапрансанах, учӗ патне чупса пырса, тӗрӗс аллипе йӗнер пӗкечинчен ярса тытнӑ пулнӑ, анчах урипе йӑрана ҫине тӑнӑ кӑна — йӗнерӗ ут хырӑмӗ айнелле шуса кайнӑ.

А он, значит, когда поднялася томаха — к коню, черк целой рукой-то за луку, и только ногой — в стремю, а седло — коню под пузо.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Позициллӗ вӑрҫӑ тапрансанах казаксен полкӗсене улах кӗтессене кайса чикрӗҫ те, халӗ вӗсене, кирлӗ вӑхӑт ҫаврӑнса киличчен, унта тытса тараҫҫӗ.

С той поры, как только началась позиционная война, казачьи полки порассовали по укромным местам и держат под спудом до поры до времени.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫавна вӑрланӑ чухне вӗсем темӗнле те хӑтланчӗҫ: кашни минутрах пӗр-пӗрне шӑп пулма чӗнсе пӳрнисене тутисем патне тытрӗҫ, ҫук кинжал аврисене аллисемпе яра-яра илчӗҫ, хаяррӑн пӑшӑлтатса пӗр-пӗрне ҫапла хушса тӑчӗҫ: «Тӑшман тапрансанах, ӑна ҫӗҫӗпе аври таранах яшт чикмелле, мӗншӗн тесен вилӗ ҫын каласа кӑтартаймасть», — терӗҫ.

Из этого они устроили целое приключение: то шикали друг на друга, то вдруг останавливались и прикладывали палец к губам, то клали руку на воображаемую рукоятку кинжала, то отдавали глухим шепотом приказания насчет того, что если «враг» зашевелится, то «вонзить ему кинжал в грудь по самую рукоятку», потому что «мертвецы не выдадут тайны».

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней