Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Ну, мӗн тӑвас-ха, мӗн тӑвас?» — ыйтнӑ яланах хӑй ӑшӗнче Воропаев, асӗнче Сережкӑн Мускаври пурнӑҫне аса илсе тата ӑна, ҫав пурнӑҫа, хӑйӗн тинӗс хӗрринче пулас пурнӑҫӗпе танлаштарса.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Тӗрӗс танлаштарса каларӑн, ачам.
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Профессор кӗнекепе пергамент хутне илчӗ те, вӗсене пӗр-пӗринпе танлаштарса тишкерме тытӑнчӗ.Профессор между тем взял книгу и пергамент и начал их сравнивать.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
— Сывӑ-и, комиссар юлташ, — терӗ вӑл, ҫуна патне ҫывхарса пырсан, хӑй лашин уттине ҫуна кӳлнӗ лашасен уттипе танлаштарса.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Хӑйӗн тусӗсемпе паллаканӗсенчен кама кӑна унпа танлаштарса пӑхман вӑл, пурте унран япӑх пек туйӑннӑ ӑна.Кого бы из своих друзей и знакомых она ни сравнивала с ним, все казались ей хуже его.
6. Иртен те ир пулаканни // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Танлаштарса та пӑхнӑ.
4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Пачах та ҫемҫетмен пусӑсемпе танлаштарса пӑхнӑ-и?
4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Хӑйӗн ӗлӗкхи пурнӑҫне хальхипе танлаштарса пӑхса, хӑй, пӗччен ватӑ хӗрарӑм, халӗ ӗлӗкхи пекех пулӑшусӑр тӑрса юлас ҫуккине, хӑй пӗччен пулманнине лайӑхах, ӑнланнӑ вӑл.
10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Тахҫан иртнӗ ҫулсенче те ҫакӑн пек нянька пуласси унӑн кӑмӑлне тивӗҫтереймен, анчах халӗ вӑл Степана пӗлнӗ, чӑн-чӑн юратӑвӑн тулли туйӑмне пӗлнӗ, вара хӑйӗн хальхи пурнӑҫне ирӗксӗрех ӗлӗкхипе, Степана Василипе танлаштарса пӑхнӑ та Степаншӑн татах хытӑрах тунсӑхланӑ.
8. Степан ҫуртӗнче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Хулпуҫҫине маттуррӑн каҫӑртса, вӑл, хӑйӗн вӑйне Василий вӑйӗпе танлаштарса пӑхма шутланӑ пек, ӑна хӗсӗк куҫӗсемпе сӑнаса пӑхрӗ.
5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Танлаштарса кӑтартмалла пулчӗ пулсан, ӑна акӑ мӗнпе танлаштарма пулать: вӑл пирӗн хура тӑпраллӑ ҫӗрти садсенче тин ҫеҫ ӗрчетме пуҫланӑ ҫамрӑк та кӑтра улмуҫҫи пек ӗнтӗ; е татах та каласан, вӑл «хуҫасем» тытса тӑнӑ лаша ӗрчетекен заводсенчи лайӑх пӑхса ҫитӗнтернӗ, яп-яка пысӑк ураллӑ, тин ҫеҫ ҫӳретме пуҫланӑ виҫ ҫулхи ачаш лаша пек ӗнтӗ…
XIV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Манра Вильям ҫырӑвӗсем те пур, кӑмӑл тӑвӑр, пӗр-ик йӗрке ҫырса пама хушӑр ӑна, танлаштарса пӑхӑпӑр…
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Кӗсйинчен вӑл кивӗ ҫырусем туртса кӑларчӗ, малтан вӗсене, унтан старик халь ҫырнине пӑхрӗ, ҫапла вӑл темиҫе хут та танлаштарса тӗрӗслерӗ:
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Накладнойпа танлаштарса тӗрӗслетӗп эп вӗсене.
1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Паганель сывлӑшри юхӑмсем ҫинчен сӳпӗлтетет; хӑйне тимсӗлсе итлекен Роберта вӑл ҫилсем ҫинчен питӗ кӑмӑла килекен халлапсем ярса парать, пиклона торнадӑпа тата ҫиллӗ тӑвӑлсемпе танлаштарса кӑтартать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Тепӗр кун, ҫывӑрса тӑрсан, ҫулҫӳревҫӗсем океан темӗн пысӑкӑш шыв курӑкӗсемпе витӗнсе выртнине курчӗҫ; вӑл курӑксемпе ӳссе кайнӑ темӗн пысӑкӑш пӗве пекех курӑнса выртать, Паганель ӑна пампассемпе танлаштарса хучӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Майор питӗ лӑпкӑн ишет, аллисене пӗтӗм вӑйпа виҫеллӗн танлаштарса малаллах кайса пырать, ун ҫине пӑхсан, ишме вӗрентекен учитель те ӑмсанма пултарӗ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Анчах вӑл манӑн шухӑш мар, ӑна пирӗн ҫӗршыв ҫынни, чапа тухнӑ, мӗнпур йӑваш ҫынсенчен мӑнкӑмӑллӑ Шатобриан ҫапла танлаштарса каланӑ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Вӗҫекен фламингӑна ухӑ йӗппипе танлаштарса пӑхни вӑл тӗрӗс мар.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Унӑн ячӗ — «Британи»: ку ак ҫак хута акӑлчанла ҫырнипе танлаштарса пӑхсан та курӑнать.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.