Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

танах (тĕпĕ: тан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗрпе танах пулса ларнӑ кӑткӑ сасартӑк пӗр урине ҫӗклесе сывлӑшра выляткаларӗ.

Муравей, которого только что сравнял с землей вонючий сапог, вдруг поднял лапку и пошевелил ею в воздухе.

Утарта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑвах пӗлетӗн, пӗр танах Халь пирӗн пурнӑҫ ӑраскалӗ: Паян вӑл ӑшшӑн йӑл кулкалӗ, Ыран кӗтмен ҫӗртен юнтарӗ Е чӗрене хурпа ҫунтарӗ.

Помоги переводом

XXXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Ун пек ан шутла, юратакан ҫынпа яланах ҫапла пулать: малтан эсӗ ӑна хӑвӑнтан чаплӑ ҫын тесе шутлатӑн, кайран, хӑнӑхатӑн та, хӑвӑнпа пӗр танах туятӑн.

Помоги переводом

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пирӗн ялта пурӑнатӑн пулсан, колхозра ӗҫлетӗн пулсан, эс пуринпе пӗр танах

Помоги переводом

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Раҫҫейри ытти халӑхпа танах чӑвашсем те ҫӗршыв историйӗнче ҫутӑ йӗр хӑварнӑ.

Наряду с другими народами России чувашский народ вписал много ярких и содержательных страниц в летопись страны.

Олег Николаев Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/11/04/ole ... nogo-edins

Ку вӑл халӑх юнӗнче, халӑхшӑн сывланипе танах.

Помоги переводом

«Кавал вӑййи» ҫирӗп йӑлана кӗрессе шанаҫҫӗ // Т.ДОРОФЕЕВА-МИРО. http://gazeta1931.ru/gazeta/9750-kaval-v ... se-shanacc

Пурнӑҫ таппипе танах пыраҫҫӗ-ха вӗсем.

Помоги переводом

Лайӑх ашшӗ-амӑшӗ - пурнӑҫ тӗрекӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/lajax-ashshe-amas ... ereke.html

Киржачри йывӑҫ кӗперпе танах Чулхулана хирӗҫ, Атӑлӑн тепӗр енче, вырнаҫнӑ Борти проект йышӑнма пултарнӑ пулӗччӗ.

Наравне с деревянным мостом в Киржаче, мог бы конкурировать проект в Бору, расположенный напротив Нижнего Новгорода, по другую сторону Волги.

Йывӑҫ кӗперсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32584.html

Фармакологи — медицина никӗсӗ, вӑл анатомипе пӗр танах.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Юрать-ха килте арҫын нумай пулсан вӑрман хӑртнӑ ҫӗрте арҫынсем ӗҫлеҫҫӗ, темиҫе эрне хушшинче вӗсем пысӑк лаптӑках кӑклама ӗлкӗреҫҫӗ; арҫын сахал йышра вара ҫитӗннӗ-ҫитӗнмен хӗрсен те аллисене хӑрт, пуртӑ, кӳсек тытма лекет, вӗсем те арҫынсемпе танах юман кӗрешӗ йӑвантараҫҫӗ, тем пысӑкӑш тункатасене хиреҫҫӗ.

Помоги переводом

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пирӗн ҫырулӑх авалхи арабсенпе танах пулнӑ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— А пӗркенчӗкӗ тата, тюльрен тунӑ пулмалла, кӗпи аркипе танах вӑрӑм.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Пуйӑспа танах ҫитрӗмӗр, екконӗ-манӗ.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӑвӑрах ӑнланатӑр: хӗре шхунӑсем тӑрӑх сӗтӗрсе ҫӳресси — ку икӗ рульпе пынипе танах, анчах вӑл кунта пӗччен мар.

Сами понимаете, таскать девушку на шкуне, — это значит править двумя рулями, но тут она не одна.

XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ара, хӑваласа янин сӑлтавӗсене ыттисене ӑнлантарса памасӑр Асманирен уйрӑлаймастӑн, каравана кавар пирки евитлени вара — кӑвайта типӗ вӑрманта сапаласа сӳнтернипе танах.

Ведь нельзя выгнать Асмани, не объяснив другим причин изгнания, а оповещать караван о заговоре — это все равно что тушить костер, разбрасывая его в сухом лесу.

VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Чӑваш Республикинче уйрӑм харпӑрлӑха, патшалӑх харпӑрлӑхне, муниципаллӑ е ытти тӗрлӗ харпӑрлӑха, экономикӑри ӗҫ-хӗл ирӗклӗхне, таварсем, пулӑшу ӗҫӗсем тата укҫа-тенкӗ ирӗклӗ куҫса тӑнине пӗр танах йышӑнаҫҫӗ тата хӳтӗлеҫҫӗ, ӗҫре пӗр-пӗринпе тупӑшма май туса параҫҫӗ.

В Чувашской Республике признаются и защищаются равным образом частная, государственная, муниципальная и иные формы собственности, свобода экономической деятельности, свободное перемещение товаров, услуг и финансовых средств, гарантируется поддержка конкуренции.

Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije

Вӑл манпа пӗр танах.

Он был одного роста со мной.

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Вӑй ҫитерейменнине пӗлсе вӑл хирӗҫлемерӗ, анчах тӑпрана ыттисемпе танах вӑй хурса та хавхаланса йӑтать.

Зная сам, что не справится с этим, он не протестовал, но уносил грунт так же энергично и бодро, как все.

XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Унӑн лару-тӑрӑвӗн чӑнлӑхне никам та ан чухлатӑр тесе вӑл пӳлӗме питӗрчӗ те вӑрра шырама тухса кайрӗ; «Хобота» тӗплӗ пӑхса тухрӗ, — унта Гемас та, Франк та ҫук; унтан порт ҫумӗнчи пӗр кӗтеселле пӑрӑнчӗ, — кунта ӗҫме-ҫиме ҫурчӗ ҫиччӗ танах.

Заперев комнату, чтобы никто не знал истину его положения, Давенант вышел на поиски вора и, тщательно осмотрев «Хобот», где не было ни Гемаса, ни Франка, отправился к одному углу около порта, где находилось семь питейных заведений.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Давенант Галеран кунта ҫуккишӗн хӑрушла кулянать, — вӑл кӑнтӑрла ҫитеспе ҫеҫ килет, — ҫак ҫынна курни халӗ уншӑн туслӑн ӑс панипе танах ахӑр.

Давенант страшно жалел, что нет Галерана, который являлся не раньше полудня, — видеть этого человека теперь было для него равно дружескому напутствию.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней