Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл шыв юхӑмне хирӗҫ кӑштах тайӑлнӑ та пӗрмаях, пуҫ тайнӑ пек, тайкаланать.Он наклонился навстречу течению и все время покачивается, словно кланяясь.
Эсӗ вӗренсе ҫитӗн // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Пуҫне хулпуҫҫийӗ ҫине тайнӑ, сылтӑм аллине — пистолет, сулахай аллине халь ҫутман пӗчӗкҫӗ электричество хунарӗ тытнӑ Кларк крыльца ҫинче пӗр хускалмасӑр тӑчӗ, шухӑшӗпе вара тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр: ҫӗмӗрӗлчӗк пукансем, ҫӗрме пуҫланӑ карҫинккасем, хура бутылкӑсем, ҫурӑлнӑ чӳлмексем лартса тултарнӑ коридор тӑрӑх ҫӳрерӗ.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ивинӑн тата аристократсен ушкӑнӗпе (вӗсене пурте ҫапла калатчӗҫ) эпӗ туслашаймарӑм, мӗншӗн тесен, хам халь аса илнӗ тӑрӑх, эпӗ вӗсем умӗнче хама ютшӑнуллӑн та тӳрккес тытрӑм, вӗсене хӑйсем пуҫ тайнӑ чухне кӑна пуҫ тайрӑм, манпа паллашни вӗсене, ахӑртнех, кирлех те пулман.
XXXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн кӑштах пӗкӗрӗлчӗкрех ҫурӑмӗ ҫине тата вӑл ҫӗре ҫитиех тайӑлса пуҫ тайнӑ чух ман умма темле пӑхӑнуллӑраххӑн курӑнакан путушӗ ҫине пӑхса, эпӗ Дмитрие халичченхинчен те вӑйлӑрах юратма пуҫларӑм, хам пӗрехмай ҫапла шухӑшларӑм: «Хамӑрӑн йӑмӑксем пирки эпӗ мӗн шутлани ҫинчен ӑна каламалла-ши е ҫук-ши?»
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хам кам иккенне систерес шутпа эпӗ кӗленче ӑшӗнче выртакан темле кӗмӗл япала ҫине пӑхрӑм, ку porte-crayon пулнине, вӑл вунсакӑр тенкӗ тӑнине пӗлсен, ӑна хутпа чӗркесе пама ыйтрӑм, вара укҫа тӳлерӗм, лайӑх чӑпӑксем, табак юнашарти табак магазинӗнче тупма пулассине пӗлтӗм те, сут тӑвакансене иккӗшне те сума суса пуҫ тайнӑ хыҫҫӑн, хул айне картина хӗстерсе, урама тухрӑм.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑйсен аллисенчи япалисене пытарса пӗтерсен вара бай Косе пуҫ тайнине хирӗҫ пуҫ тайнӑ, хӑнана апат лартасран хӑтӑлас тесе, вӑл унпа ӑшшӑн калаҫа пуҫланӑ:
Алтӑр-Косе тата Шигайбай // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 21–26 с.
Ҫак вӑхӑтра Косе кибиткӑна кӗнӗ те хуҫисене хисеплесе пуҫ тайнӑ.В это время Косе вошел в кибитку и почтительно поклонился хозяевам.
Алтӑр-Косе тата Шигайбай // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 21–26 с.
Вӑл пӗчӗк пӳртрен тухнӑ та хана пуҫ тайнӑ.
Ӑслӑ Жиреншепе хитре Карашаш // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 12–20 с.
Унӑн ҫинҫешке те курпун кӗлетки ҫинче ваткӑллӑ ҫӗтӗк-ҫатӑк пальто йывӑррӑн усӑнса тӑрать, мӑйӗ вӑрӑм, хӑй вара, ура айӗнче мӗн курнине пурне те пуҫ тайнӑ пек, пысӑк пуҫне темле тӗлӗнмелле суллантарса утать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Вӗсем сала тӑрӑх пынӑ чух ватӑ стариксемпе карчӑксем ҫӗре ҫитиех пуҫ тайнӑ, ачасем кӑшкӑрса-макӑрса хапхасем хыҫне пытаннӑ, ҫамрӑк хӗрарӑмсем ҫав тери хӑраса чӳрече витӗр пӑхнӑ; пӗр темле хӑюллӑ йытӑ, ҫынсем ҫакӑн пек ушкӑнпа пынишӗн ҫилленнӗскер, вӗрсе ҫул ҫине чупса тухнӑ, анчах Титпа староста ун ҫинелле калама ҫук хаяррӑн ыткӑннӑ та, вӑл хӳрине лӑпчӑтса аяккалла тапса сикнӗ, чи юлашки авӑн айне пытансан тин лӑпланнӑ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
— Сирӗн хӑвӑрӑн кӑмӑлӑр мӗнле пулать ӗнтӗ, мӗн чухлӗ тӳлемелле тӑватӑр, батюшка, пирӗн, хресченсен, ӗҫӗ — эсир хушнине туса пырасси кӑна, — тенӗ Буонаротти старикӗ, вара мужиксем, сахал тӳленӗшӗн хӑйсене намӑс пулассинчен хӑтарма ыр кӑмӑл тытнӑшӑн тав туса, каллех ҫӗре ҫитиех пӗшкӗнсе пуҫ тайнӑ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Паллах ӗнтӗ, пирӗн гувернер Вовенаргпа Гельвеци умӗнче пуҫ тайнӑ, Жан-Жака каҫса кайсах вуланӑ, ҫӗр ҫинче пӗртанлӑхпа тӑванлӑх пуласси ҫинчен ӗмӗтленнӗ, анчах та ку ӑна хӑйӗн Дрейяк текен янӑравлӑ хушамачӗ умӗн ҫемҫетекен сыпӑк — «де» лартма (ҫакна тума унӑн тивӗҫ ҫук пулин те) кансӗрлемен.
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
— Ҫак сӑмахсемпе вӑл ывӑлӗн ҫуллӑ пуҫне пӗкнӗ та хӑй те пуҫ тайнӑ.
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Вӑл пуҫне тайнӑ, унтан пысӑк шурӑ чул шӑхӑрса сывлӑша касса кайнӑ.Он наклонился, и большой серый булыжник, свистя, прорезал воздух.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Тӗнчене парӑнтаракансем, вӗсем кунта та, тыткӑнра та, хӑйсене уйрӑм тытнӑ, сӑнчӑрланӑ, ҫӗтӗк-ҫатӑк тӑхӑннӑскерсем, вӗсем килкарти тӑрӑх ҫӳренӗ чухне пӗр-пӗрне мӑнаҫлӑн пуҫ тайнӑ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Ҫӳллӗ те илемлӗ итальянец, хӗрлӗрех-кӑвакрах ряса тӑхӑннӑскер аудиенцисен кабинетӗнче Филипп король умӗнче хисеплӗн пуҫне тайнӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Мигель кӑмӑллӑн пуҫ тайнӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Курткӑллӑ хресчен пуҫне тайнӑ та вӑрӑм сухалне хывса илнӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
— Эсир, Гиль юлташ, кашни чӑхха пуҫ тайнӑ пек кӑна илсе пыратӑр машинӑна, — тет Владимир Ильич.— Вы, товарищ Гиль, машину ведёте, будто каждой курице реверанс делаете, — сказал Владимир Ильич.
Пӑр юрланӑ чух // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Юлашкинчен комендант мӑнкӑмӑллӑн пуҫ тайнӑ пек туса ответ панӑ та, хӑй пӳлӗмнелле иртсе кайнӑ.Наконец комендант отвечал небрежным кивком и проходил мимо, к себе.
4 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.