Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑвах аса ил: ҫӗре кам каялла тавӑрса пачӗ ӑна?
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫук, укҫана тавӑрса памасӑр ниҫта та каймастӑп! — шӑл витӗр сӑптӑрчӗ те Ҫтаппан вӗҫертсе илнӗ сылтӑм аллипе официанта тӗксе ячӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Богданов цирк хуҫи патне чупса пычӗ те: — Сударь, эсир кӗрешӗве чарма пултараймастӑр!.. — хирӗҫ тавӑрса хучӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Эсир мӗн, цирка килме вӗреннӗрен урусене тӑсса ларатӑр-и? — тавӑрса хучӗ те Костя хӑйне кӑтартнӑ вырӑна пырса ларчӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫтаппан хирӗҫ тавӑрса калама сӑмах тупаймарӗ, ним шарламасӑр айккинелле пӑрӑнчӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫав вӑхӑтра хама мӗн пулнине халӗ те ӑнланаймастӑп — чӑтаймасӑр пӗр ҫӑкӑр татӑкне тавӑрса хунӑ ҫанӑ хушшине хӑвӑрт кӑна чикрӗм хутӑм!
Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.
Ҫаннисем вӑрӑмччӗ, ӗҫлеме меллӗ пултӑр тесе темиҫе хутчен те тавӑрса хутӑм.
Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.
Лашана тавӑрса ҫӗнӗрен кӳлме тиврӗ: пӑлханнипе урине туртана каялла тавӑраймарӗ.
Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.
Никамран та укҫа кивҫен ан илӗр, тавӑрса пама йывӑр пулӗ.И не берите ни у кого деньги в долг, могут возникнуть затруднения с их возвращением.
43-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Этем пуҫӗ шутласа кӑларма май ҫук хайхи танлаштарусене вара йӑлтах мана, свидетеле, тавӑрса пачӗ.
Ыратман пуҫа — тимӗр тукмак // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 47–48 с.
Пӗр остановка кӑна кайнӑччӗ, ҫаннисене хул тӗпне ҫити тавӑрса янӑ, аллисем ҫине тӗрлӗрен ҫӗлен-калтасем йӗплесе ӳкернӗ, вӑтӑр ҫулалла ҫитнӗ патвар этем, «халӑха пӑлхатса пыран» тесе, ӗнсерен ярса илчӗ те троллейбусран вӗлт! кӑна сирпӗтсе антарчӗ мана.
Хӑй ирӗкӗпе чӗлхесӗрленнӗ этем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 26–27 с.
1807 ҫулта, Наполеон Испанипе Португали ҫине тапӑнса кӗнӗ чухне, утрава Британи оккупациленӗ, 1814-мӗш ҫулта ӑна Португалие тавӑрса панӑ.
Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0
1807–1814 ҫулсенче, Наполеон вӑрҫи вӑхӑтӗнче, утрава Аслӑ Британи оккупациленӗ, ун хыҫҫӑн ӑна Португалине тавӑрса панӑ.
Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0
Шарламасӑр тӑракан Дубов хумханнине, тарӑхнине кӑтартас мар тесе хӑйне ҫирӗпрех тытма тӑрӑшрӗ, министр заместительне лӑпкӑн тавӑрса каларӗ:
53 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
— А-ах, ҫав пылак вӑхӑта каялла тавӑрса килес килет пулӗ-ха, — мазутпа вараланнӑ аллине ҫӗтӗк таткипе сӑтӑркаларӗ Ҫинахван.
35 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ҫӗршыв валли ҫанӑ тавӑрса йывӑҫ хатӗрлеме тытӑнтӑмӑр.
33 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Якку ӑста ӗҫлет, йывӑҫа хӑвӑрт касса ӳкерчӗ, пӑчка Дубова тавӑрса пачӗ.
11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Мӗнпе тавӑрса парӑпӑр-ши?..
Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Унтан «туяннӑ» ачана ашшӗ-амӑшне тавӑрса параҫҫӗ.
Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Часах урӑлчӗҫ, лашасене колхоза хӑварса ҫӗр ҫыннисене ӗнисене каялла тавӑрса пачӗҫ.
Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.