Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

таврана (тĕпĕ: тавра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каччӑ, пӗчӗк ача пек савӑнса кайнӑскер, пӗр чечек патӗнчен теприн патне чупрӗ, вӗсен ешерекен пурнӑҫне вӑхӑтсӑр татма хӑяймасӑр, пӗшкӗне-пӗшкӗне сӑнарӗ, таврана сарӑлакан ырӑ шӑршипе киленчӗ.

Помоги переводом

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пазухин, малти лава хуса ҫитсе, Наталья Лаврентьевнӑпа юнашар кӗрсе ларчӗ, тилхепене аллине илчӗ те ура ҫине сиксе тӑчӗ, лашасене тата хытӑрах хӑваласа, пӗтӗм таврана илтӗнмелле янраттарса, юрласа ячӗ:

Помоги переводом

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кӗсле Матви пӳртлӗх пӗрене вӑрмантан алӑ вӗҫҫӗн сӗтӗрсе кӑларнӑ чух аманни ҫинчен часах таврана хыпар сарӑлчӗ.

Помоги переводом

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кӗҫех каланча тӑрринчи репродуктортан мӑнаҫлӑ кӗвӗ таврана янӑраса каять.

Помоги переводом

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Анӑҫ тӗксӗмленчӗ, хушӑран-хушӑ ҫеҫ пӗтӗм таврана ҫутатса типӗ ҫиҫӗм вылять.

Помоги переводом

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

Таврана ытармалла мар ырӑ шӑршӑ сарӑлнӑ.

Помоги переводом

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Таврана каҫ сӑнӗ ҫапать.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Таврана сӗт шӑрши тапса тухнӑ.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Пӗтӗм яла, таврана тӗлӗнтермелли туй тумарӗҫ вӗсем.

Помоги переводом

Санюк патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халиччен Чӑваш Яшми ялӗнче каҫ пулнӑ-пулманах хуткупӑс сасси янӑрама пуҫлаканччӗ, унта та кунта балалайкӑсем тӑнкӑртатни хӑлхана ачашлатчӗ, таврана хӗрсен хаваслӑ юррисем чӗтренсе-чӳхенсе сарӑлаканччӗ.

Помоги переводом

Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗр-икӗ эрне хушшинчех вӑл, сабантуйсенче кӗрешсе, темиҫе хутчен паттӑра тухать те, кӗҫех унӑн чапӗ таврана сарӑлать.

Помоги переводом

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Механизаторсем таврана каҫ сӗмӗ ҫапичченех ӗҫлерӗҫ», - палӑртрӗҫ хӑмӑшсемпе мачамӑшсем.

Помоги переводом

Уяртсанах - уй-хире // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11391-uy ... h-uj-khire

Хӗл ларчӗ, ҫулсене кӗрт хӳсе кайрӗ, вырӑссем ку таврана пысӑк йышпа килсе ҫӳреймерӗҫ (малтан шутласа хунӑ тӑрӑх, ӗҫ шанчӑклӑ пултӑр тесе наместник ҫур пин ҫар йӗкӗчӗ пама пулнӑччӗ).

Помоги переводом

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мӗнле килме пӗлтӗн-ха ку таврана, Нургали? — аллисене ун пуҫӗ ҫине хучӗ ашшӗ, унтан ӑна хӑй патнелле туртса ҫупӑрласа илчӗ.

Помоги переводом

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каҫармалла пултӑр пӗр-пӗрне, унсӑрӑн пирӗн таврана инкек йӑтӑнса килет.

Помоги переводом

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Таврана пиҫнӗ какай шӑр-ши сарӑлнӑ — ку хурансем чылайранпа вӗреҫҫӗ пулас.

Помоги переводом

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑссене тӗл пулнӑран хӑпартланса кайнӑскер, Северьян вӗсемпе чылайччен калаҫрӗ, вӗсем ку таврана ӑҫтан килнине те ыйтса пӗлчӗ.

Помоги переводом

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эсир ку таврана Ту енчен сыхланисӗр пуҫне тепӗр ӗҫ тӑватӑр — ҫӗнӗ хула тунӑ сӗрте ӗҫлеме Ту енчи ҫӗр-шывран халӑх тӑрататӑр…

Помоги переводом

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Куҫӗсем пӗтӗм таврана сӑнаса кӑна тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кучак хан утлӑ ҫарӗпе кайса килчӗ, ӑна та кӗртмен вӑл таврана.

Помоги переводом

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней