Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тавралӑха (тĕпĕ: тавралӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вырма тапхӑрӗнче агитбригадӑпа йӗтемсене, хирсене ҫитетпӗр, илемлӗ юрӑ-кӗвӗ тӑван тавралӑха саланать вара.

Помоги переводом

Пӗччен – пыл ҫиме, йышпа ӗҫ тума аван // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Шартлама сивӗ хӗл ӳт-тире тумтир витӗр чӗпӗтекен, ҫырмасене витнӗ пӑра шатӑртаттарса ҫуракан хаяр хӑвачӗпе мӗнпур тавралӑха ыталаса пӑрса илчӗ.

Помоги переводом

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Куҫ тӑраниччен пӑхать Иван тӑван тавралӑха: ҫурҫӗр енчи вӑрманлӑ тусене, ҫырмари ват йӑмрасене, чӑнкӑ ҫырана, пӑрпа карӑнма пуҫланӑ ҫырмана…

Помоги переводом

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫулран аякка пӑрӑнса, тавралӑха сӑнаса выртрӗҫ.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ку сирӗн умри тавралӑха улӑштарӗ кӑна мар, лару-тӑрӑва ҫӗнӗлле курма та май парӗ.

Новая тропинка на вашем пути изменит не только внешний вид окружающей среды, но и принесёт новое виденье ситуации.

46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тавралӑха тӗттӗм хупларӗ.

Помоги переводом

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Тата — асфальтлӑ ҫулӑн икӗ айӑккипе лартса ҫитӗнтернӗ, тавралӑха илем кӳрекен те мӗн пур чӗр чуна та кайӑк-кӗшӗке кирлӗ таса кислород кӑларакан йывӑҫсемпе киленме.

Помоги переводом

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Пӗр хушӑ куҫ хуралса килчӗ, тавралӑха вӑрӑм чатӑр карчӗ тейӗн.

Помоги переводом

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Ӑҫта ҫитнине пӗлес тесе пуҫа ҫӗклерӗм те тавралӑха сӑнатӑп.

Помоги переводом

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Аслӑк тӑрри е йывӑҫ вулли — ачашӑн нимӗн те мар, чакаланать те чакаланать: ҫӳлтен тавралӑха сӑнас килет унӑн.

Помоги переводом

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Тавралӑха каҫ сӗмӗ ҫапрӗ.

Помоги переводом

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Тавралӑха тӗп сакайӗнчи пек тӗттӗм карса илнӗ, куҫран йӗппе чиксен те курӑнмасть.

Помоги переводом

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Атӑла лайӑхрах курса юлас, унӑн вӑй-хӑватне ӑша хывас тесе ҫывӑхра ӳсекен яштака шурӑ хурӑн ҫумне таянчӗ, вырӑса та чӑваша, ҫармӑса та тутара малалла тӗрлӗ хулари вырӑссене ҫывӑх юхан шыва, тавралӑха сӑнарӗ.

Помоги переводом

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Унтан тавралӑха сӑнарӗ: аван-ҫке тӑван тӑрӑхра!

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Вӑл ӑслӑ куҫӗсемпе пӳлӗми тавралӑха пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫӑкӑр заводӗнчен каҫхи тавралӑха саланакан техӗмлӗ шӑршӑ чун-кӑмӑла ачашларӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пику Руйву: Мадейрӑн чи ҫӳллӗ вырӑнӗ (тинӗс шайӗнчен 1861 м ҫӳллӗшӗнче), кунтан тӗлӗнтермӗш тавралӑха сӑнама май пур.

Пику Руйву: самая высокая точка Мадейры (1861 м над уровнем моря), чудесные виды на окрестности.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Ҫул тӑршшӗпех тавралӑха тимлӗн сӑнаса пычӗ Раман.

Помоги переводом

50 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тавралӑха самаях каҫхи сӑн ҫапнӑ ӗнтӗ, сывлӑш уҫӑ.

Помоги переводом

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кунти тавралӑха Раман лайӑхах пӗлмест.

Помоги переводом

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней