Поиск
Шырав ĕçĕ:
Урамӑн тепӗр енче ачасем пухӑннӑ та кам инҫетерех сикме пултарасси ҫинчен тавлашаҫҫӗ.На другой стороне улицы столпились ребята и спорили, кто дальше прыгнет.
6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ҫыран хӗрринче Мишӑпа Нюра хӗрсех кам маларах ҫитни ҫинчен тавлашаҫҫӗ; пӗрремӗш вырӑна, паллах, Нюра тухнӑ.На берегу Миша и Нюра уже яростно спорят, кто первый добежал до воды, но первенство явно за Нюрой.
Паллашӑр, тархасшӑн! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Тавлашаҫҫӗ, харкашаҫҫӗ, анчах никам та каймасть.
Вӗҫев // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Тавлашаҫҫӗ, кӑшкӑраҫҫӗ, пӗр-пӗрне ӗнентереҫҫӗ!
3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Йывӑр кӗрӗкӗсем ҫынсене ҫавӑрӑнкалама чӑрмантарса ҫӗр ҫумнелле авӑнтараҫҫӗ; сӑмахлассине купецсем ӳркенсе сӑмахлаҫҫӗ, ҫиленнӗ чух вара тавлашаҫҫӗ; ҫавна вӗсем юри тӑваҫҫӗ, эпир чӗрӗ-ҫке! тесе пӗр-пӗрне кӑтартасшӑн ҫеҫ тӑваҫҫӗ пулӗ тетен.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫапах вӑл кӑнтӑрла яланах килте апатланать, апат хыҫҫӑн хальчченхи пекех диванлӑ пӳлӗме вырнаҫса ларать те шавах Катьӑпа темле вӑрттӑнлӑх ҫинчен калаҫать; анчах мана — вӗсен калаҫӑвӗсене хутшӑнманскере — илтӗнни тӑрӑх шутласан, вӗсем хӑйсем вуланӑ романсенчи геройсем ҫинчен, ҫав геройсен хушшинчи кӗвӗҫӳпе юрату ҫинчен кӑна пуплеҫҫӗ; ҫакнашкал калаҫура мӗнех интереслентерет-ха вӗсене, мӗн килӗшнипе ҫавнашкал кӑмӑллӑн кулаҫҫӗ-ха вӗсем, хӗрӳллӗн тавлашаҫҫӗ — нимӗн те ӑнланмастӑп.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Коммунистсем, ватӑ, лайӑх коммунистсем, пӗр-пӗринпе килӗшме пултараймаҫҫӗ, тавлашаҫҫӗ, тен, пӗр-пӗрне курайми те пулаҫҫӗ, тесе вӑл ниепле те шутлама пултарайман.
3 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Сӑмах майӗн каласан, эпӗ ҫакна час-часах асӑрханӑ ҫынсем спорта мӗн тери сахалтарах ӑнланаҫҫӗ, ун ҫинчен ҫав тери хытӑрах тавлашаҫҫӗ.Между прочим, я часто замечал: чем меньше люди понимают в спорте, тем решительней судят о нем.
52 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Анчах тухтӑрпа ҫапла, хӗрсе кайнӑ чуна сивӗтсе яракан калаҫусем ирттернӗ хыҫҫӑн та, Коля хулара пур ҫӗрте те ҫынсем пӗр-пӗрин ҫине шиклӗн те тӗксӗмӗн, темскер илтсе пӗлес килнӗн пӑхкаланине туять тата курать те: пурте канӑҫне ҫухатнӑ, темскер пуласса кӗтеҫҫӗ, пурнӑҫран аякра тӑракан ҫынсенчен виҫҫӗшӗ, чи хытӑ шавлакан хаҫата ҫырӑнса илнӗ те, шухӑша кайнӑ политиксем пек пулса тӑнӑ, пасар тӑрӑх васкавлӑн унӑн-кунӑн уткаласа ҫӳреҫҫӗ, пӗр-пӗринпе тӗл пулса, хӑйсем тавра хисеплӗн те тимлӗн итлесе тӑракан ҫынсен ушкӑнӗсене пуҫтара-пуҫтара, икшер сехет хушши хаяррӑн тавлашаҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Темскер ванчӑкне урипе хытӑ тапса ярса таҫта ҫитиех ыткӑнтарчӗ те вӑл, ҫилӗллӗн кухньӑналла утрӗ, лере Фелицатӑпа кухарка тем кӑшкӑрса тавлашаҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Хӗрсе кайсах тавлашаҫҫӗ пролетариатӑн восстанине хирӗҫ, Ленинӑн, партин шухӑшӗпе ниепле те килӗшмеҫҫӗ.Яростно спорили против восстания пролетариата, не соглашались с великим замыслом Ленина, партии.
Умӗн // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Учительсем иккӗленеҫҫӗ, тавлашаҫҫӗ: май пур-и ылтӑн медаль пама ҫакса вӗлернӗ ҫыннӑн шӑллӗне?Учителя сомневались и спорили: возможно ли брату казнённого дать золотую медаль?
Сывӑ пул, Чӗмпӗр! // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Батарея командирӗсем кашни пусӑм ҫӗршӗн чӑрсӑррӑн тавлашаҫҫӗ: огневойсем валли вырӑн ҫитмест.Командиры батарей отчаянно спорили за каждый клочок земли: нехватало места для огневых.
XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӗсен хыҫӗнче ракетӑсен вучӗсем ялкӑшаҫҫӗ, ҫурхи хӗвел пуянлӑхӗпе вӗсем ҫиллисене шӑнараймасӑр вӑйсӑррӑн тавлашаҫҫӗ.А за ними вихрились огни ракет, в бессильной злобе соревнуясь с весенним богатством солнца.
XIV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӗсем тавлашаҫҫӗ, вӗриленеҫҫӗ, килӗшменнисене кӳрентереҫҫӗ, кулаҫҫӗ, ҫилленеҫҫӗ.
9 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Вӑл кнопкӑна пусрӗ те, хӗсӗк клеткӑран тухнӑ пекех, пӗчӗк коробкӑран ирӗке икӗ сасӑ сиксе тухрӗҫ, вӗсем пӗрне-пӗри пӳлсех пӗр-пӗринпе тавлашаҫҫӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Гарикпе иксӗмӗр те вӗсем тавлашаҫҫӗ пулӗ терӗмӗр, ҫавӑнпа хӑвӑртрах утрӑмӑр.Мы с Гариком одновременно подумали, что они ругаются, и прибавили шагу.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
— Кашни минутрах тавлашаҫҫӗ, пӗр-пӗрне уйӑрса урӑх ӗҫе лартма ыйтаҫҫӗ.— Спорят каждую минуту и все просят разъединить их на работе.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӗсем пӗр-пӗринпе тавлашаҫҫӗ: Таня — тарӑхса, Федосов — шӳт туса.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Кӗтмелли пӳлӗмре тулли ҫын; пӗрисем лараҫҫӗ, теприсем ура ҫинчех пӗр-пӗринпе калаҫса тӑраҫҫӗ, секретарь сӗтелӗ хушшинче ларакан лӳппер хӗрарӑмпа тавлашаҫҫӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.