Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Пӗтӗм чӗререн тав тума тивӗҫлӗ пултӑр эсир ку ӗҫшӗн, Ирина Вячеславовна, — аллинчен чуптуса тав турӗ Слюсарев Ожегов арӑмне.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Тавах, пысӑкран та пысӑк тав сире, — терӗ купса.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 305–309 с.
— Сире тавах ӗнтӗ куншӑн, калама ҫук тав тӑватӑп!
XXVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Унтан Дмитрий Геннадьевичпа Олег Степанович ял хастарӗсене – пуҫарулӑх бюджетне активлӑ хутшӑннисене тата ытти тӗрлӗ пулӑшу кӳнисене – Михаил Григорьевич Сидорова, Юрий Валерьевич Емельянова, Олег Германович Краснова, Степан Владимирович Кузьмина, Юрийпе Михаил Григорьевич Павловсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Тав хучӗсене, Виталий Владимирович Кузьмина, Иван Григорьевич Павлова, Юрий Геннадьевич Андриянова, Михаил Геннадьевич Максимова, Стас Григорьевич Егорова, Алексей Михайлович Иванова Кӗлкеш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн Тав хучӗсене парса хавхалантарчӗҫ.
Ҫӗнӗ клубӑн алӑкӗ уҫӑлчӗ // А.Николаева. «Хӗрлӗ ялав», 2021.09.03, http://gazeta1931.ru/gazeta/8072-khal-khran-ta-numaj-kilet-34
Ҫакӑнта мана ирӗкре пурӑннӑ чухнехи праҫниксем аса килчӗҫ: хаваслӑх, кулӑ, чечексем, юрӑсем, музыка; ҫынсен уҫӑ кӑмӑлпа кулакан пит-куҫсем, ачасене парнесем парасси, каҫхине — тулли сӗтел тавра ларса тухнӑ ҫывӑх ҫынсем, тӑвансем хушшинче пӗр-пӗрне тав курки ҫӗклесси; шалт тӑвасси, ташӑсем — пурте аса килчӗҫ.
Хӗрлӗ ялавсем // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Спартак хӑйӗн аллисене ҫавӑнтах туртса илчӗ те: — Пусмӑртисен ӗҫне пулӑшнӑшӑн тав тӑватӑп сана, хастарлӑ хӗр, хисепленӗшӗн тав тӑватӑп. Анчах эпир чуралӑха пӗтерес тетпӗр, ҫавӑнпа чи малтан чуралӑх йӑлисене пӗтерес пулать… — терӗ хыттӑн.
XIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Пичче каланӑччӗ ҫав, асаннӳ ҫакӑн чухлӗ кӑмпа сире тем пек тав тавӗ, тесе.Дядя так и говорил, что бабушка спасибо скажет, когда грибы увидит.
Манӑн асанне // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Антон Прокофьевич пур енчен те ырӑ кӑмӑллӑ ҫын; сӑмахӑн пӗлтерӗшӗ таранах ырӑ кӑмӑллӑ вӑл, калӑпӑр: парать ӑна пӗр-пӗр Миргородри аслӑ ҫын мӑйне ҫыхма тутӑр е аялтан тӑхӑнмалли кӗпе-йӗм, вӑл тав тӑвать; кам та пулин ӑна ҫӑмӑллӑн сӑмсинчен чиртсе илет-и — вӑл уншӑн та тав тӑвать.
VI сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Манӑн пурнӑҫа циркра ҫӑлнӑшӑн тав тунинчен ытларах эпӗ сана хамӑр ӗҫшӗн тав тӑватӑп.
IV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Тав сана, чирлешке ҫынна та туххӑмрах чӗрӗлӗх вӗрсе кӗртме нимӗскерне те чӗптӗм хӗрхенмен хӑватлӑ уй-хир, тав сана, ачам-пӑчама хӗвел хӗлхемӗ парнеленӗ ен!
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫӗнӗ ҫынсем, подноспа канфет йӑтса, аттене тав тума пырсан, сенкер хӑюллӑ калпак тӑхӑннӑ Маша пире те кашнинех хулпуҫҫинчен чуптӑвать тата тав тӑвать, эпӗ ҫав вӑхӑтра унӑн ҫӳҫӗнчен роза помадин шӑрши сарӑлнине ҫеҫ туятӑп, пачах пӑлханмастӑп.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анне, хӑй качча тухнӑ хыҫҫӑн, ҫирӗм ҫул хушши ӗҫленӗшӗн тата хӑйне парӑнса пурӑннӑшӑн ырлӑхпа тав тӑвас шутпа Наталья Савишнӑна чӗнсе илет те, хӑй ӑна мӗн тери тав туни, юратни ҫинчен чи ҫепӗҫ сӑмахсемпе каласа, Наталья Савишнӑна ирӗклӗх парасси ҫинчен ҫырнӑ герблӑ хут листи тыттарать, малашне вӑл пирӗн ҫуртра ӗҫлесен те, ӗҫлемесен те ҫулсеренех виҫҫӗршер тенкӗ пенси илсе тӑрассине пӗлтерет.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кайран вӑл тав тунипе хӗр именнӗ; куншӑн Алексей тава тивӗҫлӗ, тенӗ вӑл хӑй ӑшӗнче.Потом она смущалась, выслушивая благодарность паренька: она относила ее на счет Алексея.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
«Тав, тав кучченеҫшӗн, тавтапуҫ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Чӗререн тав тӑватпӑр, ӗмӗр манас ҫук! — пулӑҫа тав турӗ Беридзе.Большое спасибо, вовек не забудем! — благодарил рыбака Беридзе.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Турра тав, турра тав!»
ХСI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
— Гаррис мистер, — тавӑрчӗ Уэлдон миссис, — шел пулин те, эсир пире тӳрӗ кӑмӑлпа пулӑшнӑшӑн эпир сире тав тума ҫеҫ пултаратпӑр, анчах ӗненӗр, пӗтӗм чӗререн тав тӑватпӑр.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Сире кӑмӑлтан пулӑшнӑ ҫынна вӑхӑтра тав тума май килмерӗ пулсан, ун патне тав сӑмахӗсем ҫырнӑ ҫыру ямалла.
10. Ҫырусем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Туя килмен, анчах парне ярса саламланӑ ҫывӑхра пурӑнакан ҫынсем патне ҫамрӑк мӑшӑр хӑнана кайса парнешӗн тав тӑвать, инҫетрисем патне туй хыҫҫӑнах тав туса ҫыру ҫырса ярать.
Мӑшӑрланни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
«Николай Гавриловича эпӗ ҫав тери тав туни ҫинчен калӑр, — тенӗ вилес умӗн Некрасов, — эпӗ ӑна чӗререн тав тӑватӑп.«Скажите Николаю Гавриловичу, — просил умирающий, — что я очень благодарю его.
Пысӑк виҫе // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.