Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сӳнтерчӗ (тĕпĕ: сӳнтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Таранова хӑйне те ыйхӑ аптратма пуҫларӗ, вӑл вара васкамасӑр хывӑнса ҫутӑ сӳнтерчӗ те шифоньер хыҫӗнчи кравать ҫине кайса выртрӗ.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сурса пӗтерчӗ те юмӑҫ кӑмпине шывлӑ курка ҫине ярса сӳнтерчӗ.

Помоги переводом

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шофер шалти ҫутта сӳнтерчӗ те машинине тапратрӗ.

Помоги переводом

Ҫирӗм саккӑрти Антун // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 57–59 с.

Варарахран, вилӗ-чӗрӗ ҫаврӑнса, чӑрӑш ӗлкиллӗ йывӑҫ патне пычӗ, сӳнтернӗ зажигалкине пӗрре чӗртрӗ, тепре сӳнтерчӗ, унтан упаленсе, йывӑҫӑн аялти лӑпсӑркка тураттисен айне кӗрсе кайрӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӑштахран зажигалкине лап! сӳнтерчӗ, тепӗртакран каллех чӗртрӗ те тавралӑха тӗпчеме пуҫларӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр сулахай ал тӳрчӗ тӑрӑх йӑпӑртатакан ҫӗрурана (кун та ыйхи вӗҫнӗ-ши?) силлесе вӑнк аяккалла ывӑтса ячӗ, вара кӑвайт вучӗ «шӑл витеймен», мӑкӑрланакан ҫунӑксене, вутпуҫҫисене, кӑвар сӗлкӗшне турчӑкалатнӑ алли-урипе пӗр ҫӗре пуҫтарса, урипе таптаса сӳнтерчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫитсен, зажигалкине ҫутрӗ, пӗр супка хӗлӗн-ҫӑвӗн пурнӑҫ тӗсне упраса пурӑнакан «чӗрӗ тӗнчен» ӗлкипе, иленкипе киленсе тӑчӗ, унтан «вутне» сӳнтерчӗ те, ҫӗре тӗкӗнсех усӑннӑ аялти тураттисене лӑшлаттарса сиркелесе, чӑрӑш кутне упаленсе кӗчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Зажигалкине чӗртрӗ, ӑна ҫавӑнтах сӳнтерчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫапла хытса тӑркаласан зажигалкине сӳнтерчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр зажигалкине сӳнтерчӗ, вара, ҫыран хӗрринчи вӗтӗ чулсене пӑнчӑлт-пӑнчӑлт ӳкерсе, пӗр урипе хӑй тӑракан ҫӗртен вирлӗн каялла тапса ячӗ те хирӗҫле ҫырана тӳп! сиксе каҫрӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Каҫхи урам шавӗ ерипен лӑпланса тавралӑхри ытлашши ҫутӑсене сӳнтерчӗ.

Помоги переводом

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Акӑ, Марук тӗттӗмленнӗ-тӗттӗмленменех ҫутта сӳнтерчӗ те выртрӗ, анчах ҫывӑрса каяймарӗ.

Помоги переводом

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Амӑшӗ ҫине тӑрсах хистенине пула Лена ҫутта сӳнтерчӗ те ҫывӑрма кӗрсе выртрӗ.

Помоги переводом

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вучахри кӑвара сӳнтерчӗ, хуран айне питлӗхпе хупларӗ.

Помоги переводом

Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.

Летчик пирусне ик-виҫӗ хут ӗмсе илчӗ те сӳнтерчӗ, темӗн аса илнӗ пек, шухӑша кайрӗ.

Помоги переводом

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Чунӗ тарӑхнипе, кӑмӑлӗ-шухӑшӗнче мӗн пуррине арӑмне каласа парса кӑштах та пулин йӑпанасшӑнччӗ, анчах Лукарье яланхи пекех пӗр сӑмах чӗнмесӗр кӗтсе илни ун шухӑшне сӳнтерчӗ.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кузнецов пирусне сӳнтерчӗ.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье лампӑна вӗрсе сӳнтерчӗ те Микулана мӑйӗнчен ыталаса илчӗ.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Якур лампӑна сӳнтерчӗ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Озеров-ксҫӗнни хунарне сӳнтерчӗ, мунчапа алкум алӑкӗсене лайӑх хупса хӑварчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней