Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сӗрӗм тиврӗ-и?
Ялти эмелҫӗсем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 71–80 стр.
Сывлӑшра купӑста яшкипе самовартан тухса тӑракан сӗрӗм шӑрши кӗрет.
Кулак йӑви // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 27–33 стр.
Сӗрӗм тивнӗ вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн, уйӑхра пӗрре е икӗ хутчен пулса иртет, мӗншӗн тесен ӑшша ахалех мӑрьерен кӑларса яма юратмаҫҫӗ, кӑмакара «Роберт-шуйттан» оперӑри евӗр ҫулӑм вылянӑ чухнех юшка хупаҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах сӗрӗм тивни час-часах пулкалать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тен, тепӗр чухне, мӗнле те пулин ӑнсӑртлӑхпа, сӑмахран, пуртре пулнисенчен пурне те, пӗчӗккинчен пуҫласа пысӑккисем таранах, сӗрӗм тивсен, вӑхӑта ҫапла ирттересси улшӑнать пулӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Сана, Маша, ӗнер сӗрӗм тиврӗ пулӗ? — тенӗ Прасковия Петровна.«Ты верно, Маша, вчерась угорела», — сказала Прасковья Петровна.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ачасене час-часах пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене аса илтерсе тата «хӗрлӗ автан» алхасма пикенсен хӑйсене мӗнле тыткаламаллине вӗрентсе тӑрӑр: - май пулсан хваттертен е ҫуртран тухма тӑрӑшмалла, кӳршӗсене инкек пирки пӗлтермелле; - ашшӗ-амӑшне е ҫывӑх ҫыннисене шӑнкӑравламалла; - хваттертен тухма май ҫук пулсан балкон ҫине тухмалла е ҫулӑмран инҫе пӳлӗме тарса пытанмалла, алӑксене хытӑ хупмалла, аслисене шӑнкӑравласа пӗлтермелле, пулӑшу ыйтса чӳречерен кӑшкӑрмалла; - енчен те сӗрӗм картлашка площадкинчен кӗрет пулсассӑн, алӑка уҫмалла мар, аслисене шӑнкӑравламалла е балкон ҫине тухса «Пушар! Пулӑшӑр!» тесе кӑшкӑрмалла.
Пурнӑҫ - чи хакли // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.05
— «Ах, сӗрӗм тивсе вилнӗ вӗт вӑл!»
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— «Верочка, сана сӗрӗм тиврӗ-им?» — эпӗ чӗнместӗп.
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Парижра вара ҫук ҫын хӗрӗсем хӑйсене сӗрӗм тивертсе вилеҫҫӗ.