Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Уяртнӑ хыҫҫӑнах ретсем хушшине кӑпкалатма тухсан, чусталаннӑ тӑпра сӑтӑрӑлса калчана тӑпӑлтарать.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.
Ҫак чӗлхене шкулта вӗренни ман пуҫӑмра сахал юлнӑ пулин те, эпӗ ҫапах ҫур сехете яхӑн вуласа ларсан, уйрӑм сӑмахсем тӑрӑх сӑтӑрӑлса пӗтнӗ йӗркесене тавҫӑрса илсе, ҫак ҫырӑва Юрий Вальда кадета пурӑнӑҫра пулӑшма ыйтса Кореньков ятлӑ полковник патне ҫырса панине ӑнланса илтӗм.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Часах ак кинемей кӗлетрен ӗхлетсе тухрӗ, ҫине вӑл таткаланнӑ пускӑчлӑ авалхи йӗнер ҫӗкленӗ, йӗнерӗ ҫинче пистолетсем чикмелли сӑтӑрӑлса пӗтнӗ сӑран йӗнӗсем пур, тахҫан хӑмач тӗслӗ пулнӑ пӑхӑр тӳмеллӗ ҫурӑмсарлӑхне ылттӑнпа тӗрсе ҫӗлетнӗ.
II сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Пиҫиххи ҫинчи сӑтӑрӑлса пӗтнӗ пистолет кобурӗ, кнопкӑсемпе тӳмеленӗ целлулоидлӑ планшет, тӗссӗрленнӗ петлицӑсемпе галунсем эпӗ тӗрӗс шухӑшланине ҫирӗплетеҫҫӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Паллах ӗнтӗ, вӗсем хушнипе ыррӑн ҫӳреме калиткерен тухмалла-ҫке, вӗлтрен витӗр тухса, ху хырӑмун ҫиелти тирне ҫурса ярасса пӑхмасӑр юман тӗкме урлӑ сӑтӑрӑлса каҫни вара…
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Те улхашсем сисесрен шикленсе, те урӑх сӑлтавпа сасси унӑн пыр тӗпӗнчен сӑтӑрӑлса тухса ҫӑтӑртатрӗ.
XXXI. Йӗпетнӗ ҫул // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Элентей, пӗр чӑрманса тӑмасӑр, ашшӗ кӗсйинчен сӑтӑрӑлса пӗтнӗ сарӑ енчӗк туртса кӑларчӗ, пур пек укҫине шутласа, енчӗкне тӗпелти сӗтел ҫине ҫиллессӗн ҫӗклесе ҫапрӗ: ҫыхман енчӗкри укҫа, пӑхӑр авӑрлӑ ҫӗҫӗ тӗлне лексе, саланса кайрӗ.
Пролог // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Унта, лаптак гранит чулӗ ҫинче, ҫурри сӑтӑрӑлса пӗтнӗ хайхи икӗ саспалли куҫа курӑнах кайрӗҫ, — ҫав икӗ саспалли хӑюллӑ та тӗлӗнмелле ҫулҫӳревҫӗн ячӗпе хушаматне пӗлтерекен малтанхи саспаллисем пулчӗҫ.
XXXIX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Иккӗмӗш страницӑн тепӗр енче вӑл чӗрнил тумланӑ хура ҫаврашка пеккине тӗл пулчӗ; анчах тинкеререх пӑхсан, унта ҫурри сӑтӑрӑлса хуралнӑ темиҫе паллӑ тӗл пулчӗ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Вӑл ура тупаннех ҫитекен вӑрӑм, сӑтӑрӑлса пӗтнӗ сӑхман тӑхӑннӑ, лутӑрканнӑ ҫаврака шлепки айӗнчен сарӑрах сайра ҫӳҫ пайӑрки усӑнать.
VI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Эпир халь эрни-эрнипе мунчалапа сӑтӑрӑлса ҫӑвӑнсан та тасалаймӑпӑр.
IV сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Ун ҫинче тӗрленӗ ашӑк, ҫӳллӗ йӗнер, тӗк минтер, ҫап-ҫутӑ ҫуталичченех сӑтӑрӑлса пӗтнӗ ҫемҫе сӑран буркӑна тӗркесе йӗнер ҫумне ҫакнӑ, буркӑн ярапи-шерепийӗсене, кӑкӑра илемлетнисене кӗмӗлтен тунӑ.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Татьяна сӗтел ҫине лартма апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ хушӑра Кондратьев пӗрмаях ҫӳлӗк умӗнче тӑрса кӗнекесем пӑхрӗ, — кунта вӗсене пит хӗсӗк: кивелнӗ пиншак тӑхӑннӑ пек сӑтӑрӑлса пӗтнӗ хупӑллӑ хулӑм кӗнекесем айккисемпе пӗчӗк брошюрӑсене хӗрхенмесӗр хӗсеҫҫӗ; ҫӗнӗ те хаклӑ, илемлӗ хупӑллӑ кӗнекесемпе юнашар ҫав тери саралса кайнӑ тата лӳчӗркенсе пӗтнӗ листасем тӑраҫҫӗ; хӑшпӗр тӗлте ылттӑн саспаллисемпе ҫырнӑ кӗнекесем хӗвел пек йӑлтӑртатаҫҫӗ, вӗсем ҫийӗнче тӗрлӗ ҫулсенче тухнӑ журналсен купи выртать.
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫав сӑтӑрӑлса пӗтнӗ курткӑшӑнах ун пек истори пулса тухасса кам шухӑшлама пултарнӑ?Кто бы мог подумать, что из-за какой-то потертой куртки выйдет такая история?
IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Унӑн пӗтӗм костюмӗ, сӑтӑрӑлса пӗтнӗскер пулин те, ҫирӗп пулнӑ, ӑна питӗ килӗшне, вӑл, унӑн хыткан ҫан-ҫурӑмне пытарса, шӑм-шакне сарлакарах кӑтартнӑ, кӗлеткине ҫар ҫыннӑнни пек тунӑ.
III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
- 1