Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗр эрнерен ҫӑвӑнса тасалнӑ ҫеҫенхир улшӑнчӗ, ҫамрӑкланчӗ те ҫӗнӗ ҫутӑ сӑрсемпе сӑрланчӗ.Прошла неделя, и умытая степь преобразилась, помолодела и покрылась свежими красками.
XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑл хӑйӗн садлӑ та пусӑллӑ килӗ ҫинчен текех шухӑшланӑ, шухӑшне Анфисӑна кала-кала панӑ, ҫав шухӑш унӑн пурнӑҫне ҫӗнӗ туйӑмсемпе, тӗлӗнмелле йӑмӑх сӑрсемпе илемлетнӗ.
IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Унпа юнашар, хӗвеле хура пӗлӗт карса илнӗ пек, Андриан Аверьянович — районти килӗшӳсӗр работник, пур енчен те ӑна тӗксӗм, усал сӑрсемпе сӑрланӑ: куҫӗсем те тӗксӗм, темле кирпӗч тӗслӗ, пичӗ те шыҫӑннӑ, куҫхаршийӗсем хаяррӑн пӗрӗннӗ, костюмӗ те ун ҫинче михӗ пек ларать, калаҫасса та вӑл сӑмсапа, кичем те хӑшӑлтатса калаҫать.
XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Завхоз, нумай пулмасть вӑрманхозра прораб пулса ӗҫленӗскер, «в», «г», «д» саспаллиллӗ тезиссене ҫав тери вирлӗ пурнӑҫа кӗртме тытӑнчӗ, икӗ кун хушшинче кантура пӗрене-хӑмасемпе, известьпе, цементпа, кирпӗчпе, сӑрсемпе тултарсах лартрӗ.
VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пур аппаратсем ҫинче те лак ялтӑртатнӑ, тӗрлӗ ҫутӑ сӑрсемпе ялтӑртатнӑ, тӗрлӗ ҫутӑ сӑрсемпе сӑрласа якатнӑ йывӑҫ ялкӑшса тӑнӑ, хытӑ туртса карнӑ ҫунаттисем те ялтӑртатнӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Чипер хӗр Марьяна, хӑюллӑ казак Лукашка, ватӑ сунарҫӑ Ерошка образӗсене Толстой асран кайми сӑрсемпе сӑнласа кӑтартса парать.
Л. Н. Толстойӑн «Казаксем» повеҫӗ // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 2 с.
Мӑнтӑр лашасем, ҫутӑ сӑрсемпе ула-чӑла сӑрласа пӗтернӗ таврически хыҫлӑ ҫунана ҫӑмӑллӑн шутарса, малалла ыткӑнчӗҫ.
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Юратнӑ вӑл шурӑ питлӗ, хура куҫлӑ, хӗрлӗ туталлӑ хеттей хӗрӗсене ялт-ҫутӑ та самантрах хыпса ялкӑшакан илемӗшӗн, — ҫак илем, нарцисс чечекӗ пек, питӗ ир хӳхӗммӗн ҫуралать те ҫавнашкалах хӑвӑрттӑн шанса сӳнет; пӗтреке хытӑ ҫӳҫлӗ, ал тунисене чӑнкӑрти ылттӑн сулӑсем, хулпуҫҫийӗсене ылттӑн кӑшӑлсем, ура пакӑлчакӗсене, пӗр-пӗринпе ҫинҫе вӑчӑра вӗҫҫӗн ҫыхӑнтарса, сарлака браслетсем тӑхӑннӑ, кӗре, ҫӳллӗ, вӗри филистим пикисене; ҫепӗҫ, пӗчӗк, пиҫӗ, ним ӳпкевсӗр амморей хӗрупраҫӗсене, — юратури шанӑҫлӑхпа пӑхӑнулӑхӗ вӗсен каларӑшсене кӗрсе юлнӑ; хӑйсен куҫӗсене сӑрсемпе вӑрӑмлатакан та ҫамкипе питҫӑмартасем ҫине кӑвак ҫӑлтӑрсем шӑтӑклакан Ассири хӗрарӑмӗсене; Сидонӑн лайӑх юрлама, ташлама, ҫаплах хӑнкӑрмаллӑ параппан аккомпанеменчӗ майӑн арфӑпа, лютньӑпа тата флейтӑпа выляма пултаракан, пӗлӳ илнӗ, хаваслӑ та ҫивӗч ӑслӑ хӗрӗсене; юратура ывӑнма пӗлмен те ухмаха тухсах кӗвӗҫекен сарӑ ӳтлӗ египтянкӑсене; хӗрӳлӗх тути-масине пит лайӑх чухлакан вавилонянкӑсене, — тум айӗнчи ӳчӗ вӗсен мрамор пекех яп-яка, мӗншӗн тесен вӗсем ун ҫинчи ҫӑм пӗрчисене хӑйне уйрӑм пастӑпа пӗтерсе тӑраҫҫӗ; ҫӳҫӗсемпе чӗрнисене вут пек хӗрлӗ сӑрлакан та шальварпа ҫӳрекен Бактри пикисене; чӗмсӗр, вӑтанкӑҫ маовитянкӑсене, — вӗсен тулли кӑкӑрӗсем ҫуллахи чи шӑрӑх каҫ та сулхӑн; вутла ҫунса тӑракан ҫӳҫлӗ, тӗттӗмре ҫутатакан ҫав тери шурӑ ӳтлӗ тимсӗртерех те перекетсӗртерех аммонитянкӑсене; йӗтӗн ҫӳҫлӗ, сенкер куҫлӑ, ӳт-тирӗнчен ачашлӑх шӑрши ҫапса тӑракан черченкӗ хӗрарӑмсене, — вӗсене Баальбек урлӑ ҫурҫӗртен турттара-турттара килнӗ, чӗлхине те вӗсенне Палестинӑра пурӑнакансенчен никам ӑнланакан пулман.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Йӑмӑх сӑрсемпе сӑрланӑ анатоми таблицисем хӑрушшӑн туйӑнаҫҫӗ.Страшные и вместе с тем поразительно яркие анатомические таблицы.
XXX. Хатӗрлемелли класра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Тип-тикӗс Хӗрлӗ площадь ҫине тӗрлӗ тӗслӗ сӑрсемпе ҫуртсем, газонсем, аллейӑсем ӳкерсе тултарнӑ.На серой глади Красной площади разноцветными красками намалеваны дома, газоны, аллеи.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫӳлтен аялалла анса тата сылтӑмран сулахаялла каҫса ҫаврашкана хӗресле пайлакан икӗ ҫинҫе йӗр ҫав вырӑнсене нумай йышши сӑрсемпе ӳкернӗ картина пекех туса кӑтартнӑ.
21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ӑна та, ыттисем пекех тирпейлӗн, симӗс плащ-палатка сарнӑ, пуҫ вӗҫӗнче ҫавнашкалах пиртен тунӑ алшӑллипе витнӗ япаласен миххи тӑнӑ; анчах алшӑлли ҫинче виҫкӗтеслӗ икӗ ҫыру тата нумай тӗслӗ сӑрсемпе пичетленӗ «Красноармеец» журналӑн номерӗ выртнӑ, — вӗсене фронтри почтальон Кузьминский ҫук чух илсе пынӑ.
4-мӗш сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
А. Волков вулакана тӗп геройпа паллаштарнӑ чух ун ҫав тери хӑйне майлӑ шалти тӗнчине, ӗмӗчӗ-тӗллевӗсене, хӑй таврашӗнчи ҫынсем ҫине мӗнле пӑхнине тата хӑйне хӑй мӗнле хакланине, археологсем чавса кӑларнӑ пӗр-пӗр динозавр шӑммисен кӗлеткине тӗпченӗ пек, ҫав тери туллин те пуҫтарӑнуллӑн, кун пек феномен хӑҫан та пулсан Чӑвашра тепре ҫуралӗ-и-ха тенӗн сӑнать, ҫӑра сӑрсемпе пусӑм туса ӳкерет.
Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8
Тен, вулакансенчен чылайӑшӗ прототипа хӑйсен куҫӗпе кулленхи пурнӑҫра курманран, А. Волков кӑшт ӳстеререх, ҫӑрарах сӑрсемпе ӳкерсе кӑтартман-ши ректор сӑнарне тесе шутлама та пултарӗ.
Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8