Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сӑптӑрнӑ (тĕпĕ: сӑптӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сыватма пӗлмесен те, чирлӗ ҫынсенчен мӗн май килнӗ, ҫавна сӑптӑрнӑ: чӑвашсем хушшинче пурӑннӑ В. К. Магницкий этнограф калашле, вӗсем киремете чӳк тума «картишӗнчи мӗнпур выльӑха илсе тухма та килӗшнӗ».

Помоги переводом

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Ҫакна тума ҫамрӑк такашӑн хуҫи пӗр пӗлми, сӗлкӗш пулса ыйха сӑптӑрнӑ чух меллӗрех пулнӑ.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Вӑрмана сунара ҫӳрет тесе унран ҫулсеренех сӑсар укҫи сӑптӑрнӑ.

За то, что ходит он в лес на охоту, ежегодно платит куний налог.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл ӑна пулӑшасса шаннӑ, анчах лешӗ улталанӑ, укҫа сӑптӑрнӑ.

Он надеялся на ее помощь, но она обманула, оставила его без денег.

Юмӑҫа 140 пин тенкӗ куҫарса панӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31274.html

Сӗм ҫӗрле вара, ҫурҫӗр тӗлӗнче, провинцире вырнаҫнӑ пӗчӗкҫӗ хула хӑй ҫутисене сӳнтерсе вилнӗ пек ыйха сӑптӑрнӑ вӑхӑтра, юлан утсем виҫшерӗн йӗркеленнӗ ретсемпе Быховри гимнази картишӗнчен тухма пуҫлаҫҫӗ.

А в волчью, глухую полночь, когда маленький провинциальный городишко, затушив огни, спал беспросыпно крепко, со двора быховской гимназии, по три в ряд, стали выезжать всадники.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ҫынсене ҫаратнӑ, процентсем сӑптӑрнӑ, хӑв та вӑрланӑ, ӳкӗнсем!

— Людей разорял, процент сымал, сам воровал, кайся!

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл Генӑпа пӗрле Йӑрар ҫырмисем тӑрӑх пайтах чупнӑ, йӑпӑлтак сӑптӑрнӑ.

Помоги переводом

Воркутана вӑркӑнтӑм... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2009,04,18

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней