Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ас ту! — ҫын вырӑнне картсах шӳт «шӑмми хыптаратӑп» эпӗ хама куҫӗпе витӗрлекен, сӑмсине йӑпӑш-япӑш ҫулакан анчӑка.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Сӑмсине ҫунӑк шӑрши кӑтӑклакаларӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Вар тӗпне анса ҫитрӗ ҫеҫ, ури лаппи йӑпӑрр! путса анса кайрӗ, хыҫҫӑнах сӑмсине йӗклентерекен кӑмӑскӑ шӑршӑ кӳ! пырса ҫапрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ачасем ярӑнаҫҫӗ вӗт, манӑн та ярӑнас килет, — сӑмсине нӑшӑк-нӑшӑк туртрӗ вӑл.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ӑҫтан килсе кӗчӗ пирӗн фермӑна ҫав путсӗр хӗр, амӑшӗ те усалччӗ те, ку вара унран та ирттерет, сӑмсине чиксе пӑхман шӑтӑк хӑвармасть вӗт.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Марине амӑш сӑмсине, тутине хыпашласах пӑхрӗ.
Хуйхӑ // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 85-86 с.
— Каллех ман Бебишор сӑмсине уснӑ-и? — упӑшки сӗвенерех выртакан ҫемҫе пукан урлашки ҫине пырса ларчӗ Элеонора.— Опять мой Бебишор повесил носик? — Элеонора присела на ручку кресла, в котором развалился ее муж.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
— Мӗн ҫав хӗрлӗ йытӑ, ҫирӗн хушша сӑмсине чикет?
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
— Мӗншӗн ман Бебишор сӑмсине уснӑ вара? — ыйтрӗ вӑл аллине унӑн хулпуҫҫийӗ ҫине хурса.— Отчего мой Бебишор повесил нос? — спросила она, положив ему руку на плечо.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Сӑмсине асӑрханса хыпашланӑ май Федораш кулам пекки турӗ пулин те, унӑн куҫӗсенче куҫҫуль тумламӗсем курӑнчӗҫ, кулма хӑтланнӑ тути чалӑшрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Те хӗвеле хирӗҫ пӑхнӑран, те яланхи йӑлипе чеен кулкаланӑран, вӑл ҫырӑ куҫӗсене хӗснӗ, хурчканни пек шӗвӗр сӑмсине уснӑ, ҫӳхе тута хӗррисене пӗркелентернӗ.
VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Сӑмсине шыва чикнипе мамӑкӗ йӗпенет те каллех ӑна каялла туртса тӳрлетсе лартать.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.
Вӑл Парамун сӑмсине кӑтӑклать, анчах апат ҫиес килмест.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
Сӑмсине ҫӳҫен пӗрчи кӗнӗрен-ши, ҫывӑракан ял вӑранса каймалла тулхӑрса илчӗ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Тепӗр ирхине выльӑх-чӗрлӗхне пӑхма тухсан, турӑ шыва кӗрес умӗнхи шартлама сивӗ Сантӑр сӑмсине ҫӑтӑр чӗпӗтсе илчӗ, ҫанҫурӑмне ҫӳҫентерчӗ.
XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Нихӑшӗнне те сӑмсине е тути-ҫӑварне ҫапса ҫӗмӗрмен.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӑпарту сӑмсине уйӑрса хунӑ ҫӗрех Ҫтаппан кӑлпасси касса хучӗ те: — Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, Татьяна. Эпир мӗн ҫинине эсӗ те ҫи. Эпир мӗн ӗҫнине эсӗ те ӗҫ. Эпир тутӑ, эсӗ те тутӑ пул. Йывӑр тӑпру ҫӑмӑл пултӑр. Чуну сӗтлӗ кӳлӗре ҫӳретӗр, — тесе пӑшӑлтатрӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫӑкӑр сӑмсине вӗсем кайран та ҫурмаран пайласа ҫиетчӗҫ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Малтанхи хут вӗсем ҫӑкӑр сӑмсине Татьяна Ҫтаппана качча килсен, хӗрсе туй пынӑ вӑхӑтра пайласа ҫинӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫтаппан хӑпарту сӑмсине ҫурмаран касҫа уйӑрчӗ те пӗр татӑкне Татьяна чӗрӗ чухне ларнӑ вырӑн тӗлне хучӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.