Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сӑмсаран (тĕпĕ: сӑмса) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл пӳрте кӗнӗ ҫӗре хуняшшӗпе хунямӑшӗ яланхи пекех ушупуҫҫи сакки ҫинче: пӗри — чӗлӗмне паккаса, тепри сӑмсаран тапак шӑршласа лараҫҫӗ.

Помоги переводом

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унӑн сӑмсаран та ҫӑвартан юн тапса тухнӑ, кӑштах тайкаланса тӑнӑ хыҫҫӑн вӑл хӑрнӑ йывӑҫ пек тӗшӗрӗлсе аннӑ.

Помоги переводом

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Вӑрманти пек кӗрсе тӑтӑр Ун шӑрши те сӑмсаран.

Помоги переводом

Милӗк // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 51–53 с.

Аптранипе пуҫне пӑркаласа пӑхать, пӑрушӗ тата, ку хӑйпе вылять тесе пулас, каллех тӑртаннӑ сӑмсаран ярса илет.

Помоги переводом

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кам кӑтӑкларӗ ӑна сӑмсаран?

Помоги переводом

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Хӗл хӑй аллипех тыткалать, хӑлхаран хыпалать, сӑмсаран чӗпӗтет.

Помоги переводом

Кукрашка // Апаш ачи. «Капкӑн», 1970. — 4№ — 3 с.

Пит ҫума кайнӑ чух мана сӑмсаран шаклатса илчӗ, ҫурӑмран лӑп-лӑп-лӑп ачашларӗ.

Помоги переводом

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Анчах вӑл, эпӗ каласа пӗтерсен, мана шӗвӗр пӳрнипе сӑмсаран тӗртсе илчӗ.

Помоги переводом

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Владимир Лукич ҫынсене сӑмсаран пӑхса хаклакан ҫын мар.

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ҫав пуклак сӑмсаран илмесен, камран тӗслӗх илмелле тет вара пирӗн?

Помоги переводом

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Ӑна кӗрсен, сисрӗм: пит-куҫа пӗчӗк пӑр таткисем тирӗнсе тулнӑ, питрен юн тумлать, сӑмсаран та юн шӗркесе аннӑ, куҫ чӑтма ҫук ыратать.

Помоги переводом

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Сӑмсаран юн антӑр та, паян пурпӗрех ҫитетӗп ҫынсем патне!

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Миҫе хутчен пуҫхӗрлӗ тӑрӑнса сӑмсаран юн кӑларман-ши тата?

Помоги переводом

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫанталӑк шартлама сивӗ; пӑр сӑмсаран ҫил шӑхӑрса вӗрет; паспа пӗркеннӗ йывӑҫсем шарт та шарт! туса ҫурӑлаҫҫӗ; ҫерҫи вӗҫнӗ ҫӗртех шӑнса ӳкет.

Помоги переводом

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Кунта шывӗ те юнашарах, вырӑнӗ те хӳтӗ, пӑр сӑмсаран вӗрекен ҫилсем ҫапаймаҫҫӗ тата — хӗвел пичӗ, — терӗ ҫамрӑк агроном.

Помоги переводом

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫӑварпа сӑмсаран пӑс ҫӗкленет.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Кӗркунне вӑл манӑн сӑмсаран юн кӑларнӑччӗ…

Помоги переводом

Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Сӑмсаран, ҫӑвартан мазок илчӗҫ.

Помоги переводом

Коронавируспа чирлеместпӗр, вӑл пире пурпӗрех ҫӗнеймест тесе шутлатпӑр, анчах… // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/02/04/%d0%ba%d0% ... %bf%d1%83/

Ак ҫапла, — вӑрӑммӑн ӗмсе илсе, пирус тӗтӗмне сӑмсаран кӑларса кӑтартрӗ Мӗкӗте.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Эп тӗтӗмне сӑмсаран кӑларма пӗлеп…

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней