Поиск
Шырав ĕçĕ:
4. Эй Турӑҫӑм! кӗллӗме илтсем, манӑн сӑмахӑмсене тӑнласам: 5. мана ют ҫынсем тапӑнчӗҫ, пусмӑрҫӑсем ман чунӑма шыраҫҫӗ; вӗсен умӗнче Турӑ ҫук.
Пс 53 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. ху вара Эпӗ вӗрентнине кураймастӑн, Ман сӑмахӑмсене хыҫна пӑрахатӑн; 18. вӑрра курсассӑн, унпа килӗштеретӗн, аскӑн ҫынсемпе хутшӑнатӑн; 19. ҫӑварна усал сӑмах калаҫма каратӑн, чӗлхӳ ултавлӑ хавха тӗвӗлет; 20. тӑванна ҫисе калаҫса ларатӑн, аннӳ ывӑлӗ ҫинчен элек саратӑн; 21. ҫавӑн пек турӑн эсӗ, Эпӗ чӗнмен пулсассӑн эсӗ Мана ху пек тесе шухӑшлаттӑн. Тӑрӑ шыв ҫине кӑларӑп сана, [ҫылӑхусене] куҫу умне тӑратӑп. 22. Эй Турра манакансем, ӑнласа илӗр ҫакна, Манӑн сире пӗтерсе тӑкмалла ан пултӑр — хӑтаракан пулмӗ. 23. Мана кам мухтав парнийӗ кӳрет, Мана ҫавӑ хисеплет, кам хӑй ҫул-йӗрне астуса пырать, ҫавна Эпӗ Турӑ ҫӑлнине кӑтартӑп» тет.
Пс 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй Ҫӳлхуҫа, манӑн сӑмахӑмсене илтсемччӗ, манӑн шухӑшӑмсене ӑнласа илсемччӗ.
Пс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ах, манӑн сӑмахӑмсене ҫырса хурсанччӗ! кӗнеке ҫине ӳкерсенччӗ вӗсене, 24. тӑхлан вӗҫлӗ тимӗр ҫырапа чул хӑма ҫине ӗмӗрлӗхе касса ҫырсанччӗ!
Иов 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ывӑлӑм, манӑн сӑмахӑмсене асрах тыт, чӗрӳнтен ан тухчӑр вӗсем.Помни же, сын мой, заповеди мои, и да не изгладятся они из сердца твоего!
Тов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ман умӑмра вӗсем Товиян ырӑ кӑмӑлӗ ҫинчен те асӑнатчӗҫ, ман сӑмахӑмсене вара ун патне ҫитерсех тӑратчӗҫ.19. Даже о доброте его они говорили при мне, и мои слова переносились к нему.
Неем 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Иудея патшине, хӑвӑра Ҫӳлхуҫаран ыйтма янӑскерне, калӑр: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ эсӗ илтнӗ сӑмахсем пирки ҫапла калать: 27. ҫак ҫӗр ҫинчен, унта пурӑнакансем ҫинчен каланӑ Манӑн сӑмахӑмсене илтнӗ хыҫҫӑн санӑн чӗрӳ ҫемҫелчӗ, эсӗ Турӑ умӗнче йӑвашлантӑн, Ман умӑмра йӑвашлантӑн та ҫири тумтирне туртса ҫуртӑн, Ман умӑмра йӗрсе ӳкӗнтӗн, ҫавӑнпа Эпӗ сана илтрӗм, тет Ҫӳлхуҫа.
2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Иудея патшине, хӑвӑра Ҫӳлхуҫаран ыйтма янӑскерне, калӑр: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри эсӗ илтнӗ сӑмахсем пирки ҫапла калать: 19. Эпӗ ҫак ҫӗр ҫинчен, унта пурӑнакансем ҫинчен каланӑ Манӑн сӑмахӑмсене, «вӗсене сехметпе ылхан ҫитӗ» тенине, илтнӗ хыҫҫӑн санӑн чӗрӳ ҫемҫелчӗ, эсӗ Ҫӳлхуҫа умӗнче йӑвашлантӑн та ҫири тумтирне туртса ҫуртӑн, Ман умӑмра йӗрсе ӳкӗнтӗн, ҫавӑнпа Эпӗ сана илтрӗм, тет Ҫӳлхуҫа.
4 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӳлхуҫа вара мана каларӗ: вӗсем [сана] мӗн калани аван; 18. Эпӗ вӗсене хӑйсен тӑванӗсем хушшинчен сан пек Пророк кӑларса парӑп, Унӑн чӗлхи-ҫӑварне Хамӑн сӑмахӑмсене хывӑп, Вӑл вӗсене Эпӗ мӗн хушнине пӗтӗмпех каласа тӑрӗ; 19. кам та кам [ҫав Пророк] Ман ятӑмран калакан сӑмахӑмсене итлемесӗр тӑрӗ, Эпӗ унран шыраса илӗп; 20. анчах та Эпӗ калама хушманнине Ман ятӑмран каламашкӑн чӑрсӑрланса урӑх турӑсен ячӗпе калаҫакан пророка вӗлерме тытса парӑр.
Аст 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫак Манӑн сӑмахӑмсене хӑвӑр чӗрӗр варрине, хӑвӑр чунӑр варрине хывӑр, вӗсене эсир астутаракан паллӑ пек курӑнса тӑмашкӑн хӑвӑр аллӑр ҫумне ҫыхӑр, вӗсем сирӗн ҫамкӑра ҫыхмалли хӑю пулччӑр; 19. вӗсене хӑвӑр ывӑлӑрсене вӗрентӗр, вӗсем ҫинчен килӳнте ларнӑ чухне те, ҫулпа пынӑ чухне те, ҫывӑрма выртсассӑн та, ир тӑрсассӑн та кала-кала кӑтарт; 20. вӗсене хӑвӑн ҫуртун алӑк сулли ҫине, хапху ҫине ҫырса хур; 21. тӳпе ҫӗр тӗлӗнче мӗн ӗмӗр тӑрӗ, сирӗн кунҫулӑр та, сирӗн ачӑрсен кунҫулӗ те Ҫӳлхуҫа хӑвӑр аҫӑрсене тупа туса пама пулнӑ ҫӗр ҫинче ҫавӑн чухлӗ вӑрӑма пыччӑр.
Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Анчах сыхлан, чунна тимлӗн упра, ху куҫупа курнӑ ӗҫсене манса ан кай, мӗн ӗмӗрӳ тӑршшӗпех вӗсем сан чӗрӳнтен ан тухчӑр; вӗсем ҫинчен эсӗ хӑвӑн ывӑлусене, ывӑлун ывӑлӗсене каласа пар, 10. ху Хорив тӑвӗ патӗнче [пуху кунӗнче] Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче тӑни ҫинчен каласа кӑтарт; ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: Ман патӑма халӑха пух, Эпӗ вӗсене Хамӑн сӑмахӑмсене пӗлтерӗп; ҫав сӑмахсене итлесе вӗсем хӑйсем ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Манран хӑраса тӑма вӗренӗҫ, ачисене те вӗрентӗҫ, терӗ.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.