Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сӑмахпа (тĕпĕ: сӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр сӑмахпа каласан, спорта кӑмӑл тӑвакансене валли кӗлетке-ҫурӑма хускатма анчах мар, ятарлӑ ӑмӑртусене ирттерме те меллӗ.

Помоги переводом

Регионта юлашки виҫӗ ҫул хушшинче футболла вылямалли уйсемпе стадионсене 14 уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/regi ... tbolla-vil

Пӗр сӑмахпа каласан, ҫак ӗҫсем пӗтӗмпех халӑх ырлӑхӗшӗн пулса пыраҫҫӗ.

Помоги переводом

«2020 ҫултанпа эпир управлени тытӑмне улӑштартӑмӑр – ҫынсемпе тата та тачӑрах ӗҫлеме пуҫларӑмӑр», – тесе палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/2020 ... shtartamar

Сирӗн, ҫыравҫӑсен, чӗлхӗр ҫивӗч — кама мӗнлерех сӑмахпа вӗлермеллине витӗр пӗлетӗр».

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Килтӗрех: унпа калаҫма кӑмӑллӑ, хӑш-пӗр чухне ытлашши ҫивӗч сӑмахпа шиклентерсе те пӑрахать ӗнтӗ, ҫапах та кӑмӑллӑ.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Мана ҫавнашкал хитре сӑмахпа савӑнтарать хӑш-пӗр чух арӑмӑм.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ун пеккисене сӑмахпа каласа ӳкӗте кӗртме ҫук — «Капкӑнра» ҫырсах намӑс кӑтартмалла-тӑр.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Нит» сӑмаха «кӑмӑл» сӑмахпа улӑштарнӑ!

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сӗнтӗрвӑрри муниципалитет округӗнче 100 ҫулти Татьяна Кирилловӑна та киле пырса ӑшӑ сӑмахпа тата Раҫҫей Гвардин Чӑваш Республикинчи управленийӗн ҫар оркестрӗ шӑрантаракан юрӑсемпе саламларӗҫ.

Помоги переводом

Ветерансене оркестр саламларӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61066

Вӑл йӗркеленӗ центрти хастарсем ӗҫпе те, ырӑ сӑмахпа та аслӑ ӳсӗмри ҫынсене хавхалантараҫҫӗ.

Помоги переводом

Ватӑсен кил-ҫурчӗсене тирпейлеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61065

Пӗр сӑмахпа каласан, хамӑр ума лартнӑ тӗллевсене вӑхӑта вӑраха тӑсмасӑр тӗплӗн пурнӑҫламалла, яваплӑха туймалла, тухӑҫлӑха ӳстерессишӗн ҫине тӑрсах ӗҫлемелле.

Помоги переводом

«Раҫҫей 24» эфирта – Чӑваш Ен ҫирӗп аталанӑвӗ ҫинчен // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/28/racc ... ave-cinche

Юрать, пӗр урамра пурӑнакансем хевте парса пулӑшса пыраҫҫӗ, сӑмахпа та тӗрев параҫҫӗ.

Помоги переводом

Пулӑшма хатӗрскер // Е.БАРИНОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d1%80/

Темиҫе ҫӗр тӗслӗ шухӑш килет пуҫа: тӑван ҫӗршывшӑн усӑллӑ пуласшӑн, ҫынсене телей кӳресшӗн, виличчен епле те пулин нумайрах пархатарлӑ ӗҫ туса хӑварасшӑн, пӗр сӑмахпа каласан, — илемлӗн пурӑнасшӑн.

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ӑшӑ та сӑпайлӑ сӑмахпа лӑпкарӗ вӑл хӗр чӗрине.

Помоги переводом

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Эпӗ хамӑн симфонире вӑрман шавланине, вӑл тӗлӗрнине, унта шӑпчӑксем юрланине кӑна та мар, пӗр сӑмахпа каласан, унӑн тулаш илемне ҫеҫ мар, унӑн шалти илемне те кӑтартма тӑрӑшрӑм, ҫав вӑрман витӗр истори тӑршшӗпе этем епле утса тухнин паттӑрлӑхӗ те курӑнтӑр, терӗм.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Пирӗн шанчӑк, пирӗн ӗмӗтсем, эпир кӗтни, юлашкинчен ҫакна пӗтӗмпех пӗр сӑмахпа калас пулсан (ҫав сӑмах — туйӑм) — пирӗн икӗ ҫыннӑн пӗрле пӗрлешнӗ пӗр туйӑмӗ кашни тӗлпулу хыҫҫӑн чакма кӑна мар, ӳснӗҫем ӳссе кӑна пынӑ…

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Пӗр сӑмахпа каласан, эпӗ ҫав хӗрарӑма нимӗнпе те пулӑшаймарӑм…

Помоги переводом

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

«Ытти те, ытти те» тенине вара икӗ-виҫӗ сӑмахпа ӑнлантарса параймастӑн…

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Пуху вӑл — пуху, унта ҫынсем ҫинчен асӑрханарах калаҫмалла-тӑр, вӗсен пурнӑҫӗнче халӑх умӗнчех сӑмахпа тӗкӗнмелле марри те пур.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Сӑмахпа эсир авӑ мана кукӑр алӑллӑ усал каварҫӑ туса хутӑр, анчах доказательствӑсӑр сире кам ӗненӗ?

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Сӑмахпа тинӗс пӗвелеме те пулать теҫҫӗ.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней