Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Этемӗн хӑйне хӑй сыхлас пулать, ӗҫ патне мӗнле ҫулпа пымаллине ҫирӗп пӗлес пулать…— Человек должен себя беречь для своего дела и путь к своему делу твердо знать…
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Хӑван кӑмӑлу пур пирки, — терӗ трибун малалла, префекта пӳлсе, — эсӗ ҫӗр салтакпала Геркулес хапхи патӗнче юлма пултаратӑн, унта эпӗ тӑратнӑ легионерсемпе пӗрле хапхана сыхлас пулать.
X сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Ҫак ҫапкаланчӑксен пӗр каварлӑхне пӗтермешкӗн пӗр план ҫеҫ йышӑнма юрать: хӗҫ-пӑшал усракан залсене хытӑ сыхлас, шкул хапхисене питӗрес те вӗсене сыхласа тӑрас, гладиаторсене тарма парас мар, ҫавӑнпа хулана каймалли мӗнпур ҫулсемпе урамсене пӳлсе лартас.
X сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Анчах пӗр сӗнӳ парасшӑн: ҫакӑн пек сивӗ чух хӑвӑра-хӑвӑр сыхлас пулать, ахалӗн сӑмсасӑр та юлма пултаратӑр.Только замечание должен сделать: в такой мороз нужно следить за собой, а то и без носа останетесь.
Хӗл сивви // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.
Старикпе Марысьӑна ҫумӑртан сыхлас тесе, Вавжон выртакан вырӑн тӗлне хӑйӗн чатӑрне карса хучӗ.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Ҫапах та, его святейшествӑна ҫапла пӗлтерӗр: ҫемьери нимӗнле телейсӗрлӗх те манӑн пӗтӗм вӑя пирӗн аслӑ чиркӗве сыхлас ӗҫшӗн парассине чарма пултараймасть.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Ку генерал Крым центрӗнчи коммуникацисене партизансем тапӑнассинчен сыхлас ӗҫе туса тӑнӑ.Этот генерал ведал охраной коммуникаций центрального Крыма против партизан.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Пирӗн ҫарсем наступлени пуҫласа янине кура тӑшман ҫыран хӗррине сыхлас ӗҫе вӑйлатма пултарать, ҫавӑнпа та эпӗ асӑрханулӑх тӗлӗшпе мӗн кирлине пурне те тӗплӗн тума шутларӑм.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Мире каллех сыхлас пулать.
Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
«Великая Германия» танкисчӗсемпе Гитлера хӑйне сыхлас ӗҫре усӑ кураҫҫӗ..»Танкисты «Великой Германии» используются для личной охраны Гитлера…»
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Коммунистсен парти государствӑна сыхлас ӗҫе алла илнӗ те, халӑх вӑй-хӑватне мобилизацилесе, тӑшмансене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.Коммунистическая партия взяла в руки оборочу государства и страна отбилась от врагов.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Унтан вӗсем ҫав хӗрессене, хӑйсен ачисене куҫӑхасран сыхлас тесе, вӗсен мӑйӗ ҫине ҫакаҫҫӗ.А потом они вешают их на шею своим маленьким детям от дурного глаза.
XI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Хутшӑнакансен хушшинче Илле Иванов шурналҫӑ та палӑрнӑ, ӑна чӑваш чӗлхине сыхлас тӗлӗшпе ҫырнӑ статьяшӑн айӑпланӑччӗ.
Шупашкарти тата Мускаври вӑрҫа хирӗҫ ирттернӗ акцисенче чӑваш ялавӗ те палӑрнӑ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах
Пулӑ сыхлас енӗпе ӗҫлекен обществӑлла инспекторсем.
Вӑтӑр тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Ӑна ҫӳп-ҫап турттармалли ҫӗнетнӗ логистикӑна, ҫут ҫанталӑка сыхлас енӗпе йышӑннӑ саккунсен требованийӗсене, хальхи ҫӳп-ҫап вырӑнӗсем тулса ҫитнине шута илсе хатӗрлесе ҫитермелле.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/events/events/2021-god ... bliki-g/33
Хӗллехи вӑхӑтра трубопровода шӑнса ларасран сыхлас тесе, пӗтӗм трасса тӑршшӗпех, икӗ метр тарӑнӑш ҫӗр алтса, ӑна ҫӗр айне тумалла.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Алексей, задание тӗплӗн шухӑшласа пӑхса, ӑна проект тӑвакансене пачӗ, лешсем, вара пӑр ҫинчи ҫулпа ҫыхӑнса тӑракан ӗҫсене: купаланнӑ пӑрсене тасатас майсене те, ҫула юр хӳсе каясран сыхлас майсене те, пысӑк япаласене — трубасене, локомобильсене, оборудовани пайӗсене турттармалли майсене те — пурне те тӗплӗн туса пачӗҫ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Сыхлас пулать, ой, Советӑн ҫӗршывне…
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Госпожа Ульянова, — пуҫларӗ вӑл мӑнаҫлӑн, — эпир, урӑхла каласан, Самарти арҫын гимназийӗн дирекцийӗ, учительсемпе класс наставникӗсем, сире ҫӗнӗ инкексенчен сыхлас тесе, пӗтӗм чунтан тӑрӑшатпӑр.
Питӗ лайӑх кӗнекесем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Сыхлас пулать.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.