Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сывлӑшра (тĕпĕ: сывлӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Илемлӗ тӗнчере пурӑнас килнине, ҫурхи уҫӑ сывлӑшра пурте пӗрле хутшӑнса кирлӗ ӗҫ йӗркелесе ирттерме кӑмӑл пуррине Аксарин тӑрӑхӗнче пурӑнакансем ҫирӗплетрӗҫ.

Помоги переводом

Таса урамсенче пурӑнма кӑмӑллӑ // О. ЕФРЕМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/30/ta ... urnma-kmll

Ҫакӑ ҫамрӑксем уҫӑ сывлӑшра сахалтарах ҫӳренипе, телефонпа тата компьютер умӗнче ытларах ларнипе ҫыхӑннӑ, - уҫӑмлатрӗ Людмила Николаевна.

Помоги переводом

Чи сыввисем элита ҫар чаҫӗсене кайӗҫ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/chi-syivvisem-eli ... kajec.html

Ҫӗҫӗ, сывлӑшра ҫиҫӗмле йӑлтӑртатса илсе, таҫталла вӑркӑнса каять, унӑн хуҫи, ҫавапа ҫулса пӑрахнӑ пек, тӳп ҫаврӑнса анать.

Помоги переводом

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вилнисене асӑнса пӗр минут чӗнмесӗр тӑни ӗҫ вырӑнӗсенче, вӗренӳ кабинечӗсенче, акт тата спорт залӗсенче е уҫӑ сывлӑшра иртме пултарать.

Помоги переводом

Пушкӑртстан Республикинче фашизмпа кӗрешсе вилнисене асӑнса пӗр минут чӗнмесӗр тӑнипе чыслаҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... la-3755168

Модель сывлӑша 13 метр ҫӳллӗше ҫити хӑпарнӑ, вӑл 20 ҫеккунт таран сывлӑшра вӑхӑт ирттерме пултарнӑ.

Модель поднималась в воздух на высоту до 13 метров, продолжительность полётов составляла до 20 сек.

Энрико Форланини // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D0%BD%D ... 0%BD%D0%B8

«Сывлӑх» ҫӗршыва ҫулҫӳреве вӗҫленӗ май ачасем библиотекарьсемпе пӗрле ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тунӑ: пирӗн сывлӑхшӑн зарядка тумалла, тасалӑха пӑхӑнмалла, тӗрӗс апатланмалла, уҫӑ сывлӑшра уҫӑлса ҫӳремелле, спортпа туслашмалла.

Помоги переводом

Пишпӳлекре ачасем "Сывлӑх" ҫӗршывра ҫулҫӳревре пулнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/syvl-khl-pur ... ln-3714260

Юпа ҫумӗнче сӗвӗнсе тӑракан Левене тӑрук ӑшӑ пулса каять, хӗллехи уҫӑ сывлӑшра та ҫулла ешерекен фацели чечекӗн сенкер шӑршийӗ кӗнӗн туйӑнать.

Помоги переводом

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Прожекторсен ҫутинче тин кӑна ҫунӑ юр пек шуррӑн курӑнакан ракета, яш ҫӗкленсе, сывлӑшра ҫеккунтан темиҫе пайӗ чухлӗ асар та писер ҫатӑртатса тӑрать, кайран, хӑйне аялтан темле асамлӑ вӑй пырса тапнӑн, ярр хӑпарса каять тӳпенелле.

Помоги переводом

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Радио саракан хаваслӑ кӗвӗ-ҫемӗ, Шӑнкӑрч Усланторовӑн туйӑмӗсене айӑн-ҫийӗн ҫавӑрса, сывлӑшра вӑй вылять:

Помоги переводом

Эпилог // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Вӑййа уҫӑ сывлӑшра ирттернӗ, ӑна Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсен кунне тата Ҫемье ҫулталӑкне халалланӑ.

Игра была проведена на свежем воздухе и приурочена к Году семьи и Дню защитника Отечества.

Ача садӗнче "Зарница" иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... tn-3659010

Хӗҫ сывлӑшра ҫиҫӗм евӗр хӑвӑрт ункӑ туса ҫаврӑнса илнӗ те арман хуҫи ывӑлӗн сулахай хулпуҫҫийӗ ҫине шӑхӑрса аннӑ…

Помоги переводом

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Унӑн конструкцийӗ 18 метр ҫӳллӗше ҫитекен 55 ҫирӗплетнӗ тата 54 сывлӑшра ҫакӑнса тӑракан аркӑран тӑрать.

Его конструкция состоит из 55 закреплённых и 54 парящих арок, достигающих в высоту 18 метров.

Умбракл // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A3%D0% ... 0%BA%D0%BB

Юнаса ҫӗкленнӗ туя сывлӑшра тӑп хытса тӑчӗ.

Помоги переводом

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Отпуска тухнӑ хыҫҫӑн вӑрманта уҫӑ сывлӑшра кӑшт канас, терӗм…

Помоги переводом

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Сывлӑшра ҫунӑк шӑрши сисӗнет.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Уҫӑ сывлӑшра кӑкӑр тулли сывласа ҫулать Хура Ҫимун.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эх, мӗн тери аван уҫӑ сывлӑшра кӑвак пӗлӗт айӗнче ҫемьепе шӑкӑлтатса калаҫса ларма!..

Помоги переводом

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Кил-йыш кӑмӑлӗ пулмасан е камӑн та пулин каласа парас килмесен вара «асаилӳ музейӗн» пулӑмӗсем е экспоначӗсем уҫӑлтарма маннӑ сывлӑшра тусанпа хупланса кичеммӗн пӑнтӑхса лараҫҫӗ…

Помоги переводом

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Тӑпра муклашкисем сывлӑшра тусанла вӗҫеҫҫӗ.

Помоги переводом

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Урапа сывлӑшра вӗҫнӗн ҫапкаланать.

Помоги переводом

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней