Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сывласа (тĕпĕ: сывла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ийя, — ассӑн сывласа хуравларӗ Ҫтаппан.

Помоги переводом

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Михал Петрович, инкек куҫа курӑнса килмест тесе ахаль каламан ваттисем, — ассӑн сывласа пуҫарчӗ вӑл сӑмахне.

Помоги переводом

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Платун ҫӑмӑлраххӑн сывласа ячӗ…

Помоги переводом

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерук пулӑшнипе питлӗхе мӑйӗнчен кӑларса пӑрахсан, ҫӑмӑллӑнрах сывласа ячӗ.

Помоги переводом

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах, кумӑшӗ пысӑк асап тӳснипе, макӑрсан ун кӑмӑлӗ пушшех хуҫӑласран хӑраса ассӑн сывласа илчӗ те: — Ах, кума… Ҫӗр ҫинчен тӑр-ха… Шӑнса сывмарлансан тем курса ларӑн! — терӗ ҫепӗҫҫӗн.

Помоги переводом

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сантӑр ним шарламасӑр йывӑррӑн сывласа илчӗ.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха Анук вӑйсӑрланнине сисрӗ, пӗр вӑхӑт чӗнмесӗр тӑчӗ, вара юриех ассӑн сывласа илем пекки турӗ.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Илтнӗ, ара, илтнӗ! — ассӑн сывласа хуравларӗ тепри.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл куракансен хушшинче ларакан паттӑрсене куҫӗпе шыраса тупрӗ те, лешсем кирек хӑш самантра та хута кӗме хатӗррине сиссе, ҫӑмӑлраххӑн сывласа ячӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӑшт хӑнӑхсан, ҫӑмӑлраххӑн сывласа, пристань еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эпӗ, кин… — ассӑн сывласа илчӗ те Ҫтаппан хӑй шухӑшне пытармасӑр каласа пачӗ:

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Нетӳк аппа тарӑннӑн сывласа илчӗ те: — Сурӑхсем пурте пур-и? Хурсен йышне чакармарӑн пуль? — тесе ыйтрӗ.

Помоги переводом

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Чӗлхене шӑртпа хыртара-хыртара шӑрчӗ-мӗнӗ тӑрӑшса ҫӑтса ятӑм, унтан тарӑннӑн сывласа ятӑм.

Помоги переводом

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Йывӑррӑн сывласа, Ирина пукан ҫине лаплатса ларчӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Наташа, ҫакӑнта мӗн пулса иртнине хӑраса та тӗлӗнсе сӑнаса тӑраканскер, вӑрӑммӑн сывласа илчӗ те калаҫма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Монтер хаш-ш сывласа илчӗ те стена еннелле ҫаврӑнса выртрӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫав арҫын хӑрушсӑрлӑх техникин чӑн-чӑн инженерӗ пулнӑ, — ассӑн сывласа илчӗ Хӗветӗр.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Мирун нимӗн те ӑнланмарӗ, йывӑррӑн сывласа илчӗ:

Помоги переводом

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

— Йӑкӑнат Дубов калаҫать пирӗнпе, — терӗ вара ассӑн сывласа.

Помоги переводом

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Улатӑр хӗрӗ аса килчӗ, — хашш сывласа, пианино хупӑлчине шаплаттарса хупрӗ Миша.

Помоги переводом

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней