Поиск
Шырав ĕçĕ:
Феня ҫине пӑхнӑ та вӑл тӗлӗннӗ: епле вӑхӑт ирттерме пултарнӑ-ха вӑл ҫав кашни ҫынпах — юратмасӑр, савмасӑр, сума та сумасӑр — ӗҫсе-ҫиме, ҫӗр выртма хатӗр хӗрарӑмсемпе?
V // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Малтанхи кун «тӑснӑ алӑпа» ҫуршар пӑт пилӗк минут йӑтса тӑратӑп, тепӗр кун ҫирӗм пӗр кӗрепенкӗ, виҫҫӗмӗш кун ҫирӗм икӗ кӗрепенкӗ, малалла та ҫакнашкал, ҫапла майпа юлашкинчен кашни алӑра тӑватшар пӑт йӑтса тӑма пуҫлатӑп, кил-ҫуртри тарҫӑ-тӗрҫӗсем хушшинче манран вӑйли пулмасть; вара кам та пулин кӗтмен ҫӗртен мана кӳрентерме шут тытсан е пике ҫинчен сума сумасӑр калаҫсан, эпӗ ӑна ҫапла, ахаль кӑна, кӑкӑрӗнчен ҫинҫе саслӑ, вӗрсе каламалли «пускачаллӑ» музыка инструменчӗ ярса тытатӑн, хӑрах аллӑмпа икӗ аршӑна яхӑн ҫӗклетӗп, вара хам вӑя туйтарма кӑна тытса тӑратӑп та яратӑп; анчах, сӑмах май каласан, ку та лайӑх мар; ҫук, ним те мар, эпӗ ӑна усал тумастӑп вӗт, хам вӑя кӑна…»
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл кӑшкӑра-кӑшкӑра, нимӗн чухлӗ те сума сумасӑр, пӳрнипе Петр еннелле тӗртсе кӑтартнӑ, вара, ӑна итлесе, ыттисем пурте цыгансем евӗрлӗ, килсӗр-ҫуртсӑр, вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрекен йӑх евӗрлӗ пулса тӑнӑ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Унӑн ытти хирӗҫӗвӗсем е тавлашуллӑ та ӗнентерсе парайми сӑмахсем, тӗслӗхрен, сирпӗнтерес меслете хирӗҫленӗ пеккисем, е пачах та сума сумасӑр каланӑ хирӗҫӳсем.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Пӗр вӗреннӗ инженер та вӗсен шухӑшӗсене сума сумасӑр иртсе кайма пултараймасть, — хулӑн кӗнекине пуҫӗнчен ҫӳле ҫӗклесе, мӑнкӑмӑллӑн ответлерӗ Грубский.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Эпир управленире ӗҫлекенсене сума сумасӑр алӑ сулма хӑнӑхнӑ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Хӑнасем валли сӗт ытларах пуҫтарӑнтӑр тесе, вӑл ӗнине вунӑ кун сумасӑр тӑнӑ.И чтобы набрать для гостей больше молока, он десять дней не доил коровы.
Сӑвакан ӗне // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Кусем вӗт авторитета сума сумасӑр, чина, ӗҫри стажа манса кайса ҫапаҫҫӗ.А эти критикуют, не щадя авторитета, ни чина, ни стажа, ни должности.
Пуҫлӑх ҫын // Николай Евстафьев. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 110–112 с.
Пӗри, Маруҫ Леонтьева иртнӗ уйӑхра Саратов каччипе мӑшӑрланчӗ те унпа пӗрле хулана тухса кайрӗ, ҫавна пула колхозӑн ҫирӗм ӗнине виҫӗ кун сумасӑр усранӑ; ал ҫитмен, дояркӑсем сахал.
Юлашкисем... // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Вӗсем пурте сунчӑк пысӑкӑш сап-сарӑ шлепкесемпе ҫӳреҫҫӗ, сюртуксемпе жилетсем тӑхӑнмаҫҫӗ вара; пӗр-пӗрне сума сумасӑр Билл, Бак, Хэнк, Джо, Энди тесе чӗнеҫҫӗ, сӑмахсене тӑсса, мӑраннӑн калаҫаҫҫӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Чӑн та чӑн тенӗрен, хай пуянӑн суя сӑмахне чисти чӑна кӑларсан кӑна, ку ҫӗнӗ пуянӗ, ҫукран пур пулнӑскер, каллех халӑхсем енне ҫавӑрӑнса ларсан: «Итлӗр-халӗ, ватӑсем, пуянсем, ӗлӗк, эпӗ ҫук ҫын чухне, сире темӗн тӗрлӗ тӗрӗсне кала-кала параттӑм, эсир уп чухне манӑн ӑслӑ сӑмахӑмсене сума сумасӑр, шанмасӑр, манах ухмах тесе вӑрҫаттӑр; халӗ эпӗ сирӗн пек пуян пулсан, сирӗнпе пӗрле сӗтел хушшинче калаҫса ларнӑ чухне, сире суя суйса каланӑ сӑмахсене те эсир: «Пулӗ те ҫав, ах вӑл епле пит вичкӗн шӑллӑ шӑши пулнӑ-ши?» – тесе, чӑна кӑларса тӗлӗнсе ларатӑр», – тет вӗсенчен кулса.
Иван Юркин // Вичкӗн шӑллӑ шӑши. https://vulacv.wordpress.com/2019/04/30/ ... %88%d0%b8/
- 1