Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сулхӑна (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун чух, ҫуллахи шӑрӑх кун, кухня валли вутӑ ҫурса ӗшеннӗ Ваҫук, меллӗ самантпа, кӑнтӑр тӗлӗнчи кану вӑхӑчӗпе усӑ курса, сулхӑна — интернатӑн хӑлтӑр-халтӑр сарайне — вутӑ шаршанӗ хыҫне кӗрсе выртнӑччӗ.

Помоги переводом

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Мускав енчен пуйӑс час ҫитес ҫуккине пӗлсе, пирӗн Хумкка та сулхӑна, иртсе каякан пуйӑссем лайӑх курӑнакан ҫӗре, вырнаҫса ларчӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӳллӗ йывӑҫсем айӗнчи чӗрӗ сулхӑна вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн чӗпӗтсе пӗҫертекен вӗри сывлӑш капламӗ килсе кӗрет.

Помоги переводом

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

— Халех пӗр-пӗр йывӑҫ айне, сулхӑна ларса кансан та пӑсмасть те, — терӗ йӗкӗтсенчен пӗри, мӑнтӑртараххи.

Помоги переводом

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сулхӑна выльӑхӗ те, этемӗ те хавас.

Помоги переводом

Ҫул // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вӑл акаци тӗмӗ айне, сулхӑна, халатне сарса ларнӑ та хаҫат вулать.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ытти ҫамрӑксем те, чупа-чупа килсе, сулхӑна выртрӗҫ.

Помоги переводом

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сахарӑн лӑпсӑркка ҫӑра туратлӑ йӑмри айне, сулхӑна, хӗрарӑмсем пухӑнса ларнӑ.

Помоги переводом

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хурӑнташ-тӑвансем тӗл пулса пӗр-пӗрне сывлӑх сунаҫҫӗ, пӗрле пуҫтарӑнса сулхӑна кайса лараҫҫӗ те уяв пуҫланиччен сӑмаха шӑкӑл-шӑкӑл шӗкӗлчеҫҫӗ, паян хӑшӗ мӗнпе чапа тухма пултарни ҫинчен тӗшмӗртсе калаҫаҫҫӗ.

Помоги переводом

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Крыльца ҫинчи сулхӑна шурӑ пуҫлӑ хура йытӑ тухса выртнӑ.

Да на крыльце, высунув красный длинный язык, лежит черная, с белой головой собака.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сыснасем сулхӑна саланса пӗтсен Салакайӑк та хӗвел питне тӳнсе катӑш пулать.

Когда свиньи разбредутся в холодок, Салагаик тоже идет вслед за ними.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӗр часрах сулхӑна.

Заходи, заходи скорей в холодок.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хурлӑхан тӗпӗ пуҫне чикнӗ те каҫхи сулхӑна кӗтсе ла-рать.

Кусты смородины поникли, с нетерпением ждут ночной прохлады.

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кану вӑхӑтӗнче ҫынсем сулхӑна тӗмӗсем айне ларса апат тӑваҫҫӗ.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл Чечекпие сулхӑна вырттарчӗ те ҫывӑрма хушрӗ.

Помоги переводом

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ҫапла каласа Ятламас чӑлана тухрӗ те унтан сулхӑна типме хунӑ икӗ кӗсле йӑтса кӗчӗ.

Помоги переводом

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӳрех ман пата ыткӑнчӗ, алӑран ҫуласа илчӗ те урапа айне, сулхӑна, тӑсӑлса выртрӗ.

Он бросился ко мне, лизнул мою руку и растянулся в тени под телегой.

Булька // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 16–18 с.

Вӗсене ҫӑткӑнла ҫӑтса ячӗ; малтанах ҫакӑ выҫлӑхне хӗтӗртсе янӑн туйӑнчӗ, ҫак туйӑмпах сулхӑна выртрӗ те — тутлӑрах, сӗтеклӗрех апат пирки ӗмӗтленсе ассӑн сывла-сывла нӑшӑклатрӗ.

Он жадно проглотил их, лишь разозлив сначала, как показалось ему, голод, и лег в тени, вздыхая о более плотной пище.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 350–355 с.

Сулхӑна пӗлмен каҫхи вӑхӑтсенче кӑшт-кашт йӑпанкаласа ҫӳремешкӗн пӗр вырӑн ҫеҫ уйӑрса панӑ, ку вырӑн — хуҫкаласа пӗтернӗ, тусанпа витӗннӗ акациллӗ бульвар тата хулан ҫавӑн йышшиех типсе хӑрнӑ сад-пахчийӗ.

Лишь одно место было отведено для скудных развлечений в вечера, не знающие прохлады, — бульвар из обломанной, покрытой пылью, акации и такой же чахлый городской сад.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Эпӗ шыв ӗҫсе тӑрантӑм, сулхӑна выртрӑм та йӗри-тавра пӑхса ҫавӑрӑнтӑм.

Я напился, прилег в тень и взглянул кругом.

Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней