Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сукмаксене (тĕпĕ: сукмак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл таврари вӑрман хӗррисене, сӑртлӑ уй-хирсене, тахҫан-авалхи ялсене типӗ те тӗпренсе тӑракан юрпа шӑлса лартрӗ; вӑл, юрпа витсе хунӑ тӗнчере ҫынсене ҫӗнӗ ҫул-йӗрсем тутарасшӑн пулнӑ евӗр, ҫулсемпе сукмаксене пӗтӗмӗшпех пӗтерсе хучӗ.

Сухими, сыпучими снегами она наглухо замела здешнее полесье и холмистые поля с небольшими древними деревеньками; она уничтожила все дороги и тропы, будто хотела, чтобы люди проложили себе какие-то новые пути в заснеженном мире.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Фашистсем отряда йӑлтах тенӗ пек пур енчен те хупӑрласа, ҫӳлти тӗнчене каякан сукмаксене пӳлсе лартсан, комсомолецсем отряда пулӑшма шухӑшлани ҫинчен, кирлӗ пулсан, отрядшӑн вилме те хатӗрри ҫинчен командованине пӗлтерчӗҫ.

Когда фашисты почти окончательно замуровали и отрезали от внешнего мира отряд, комсомольцы решили предложить командованию свои услуги и, если надо, погибнуть, но выручить отряд.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Вара поэзи театрӗ мӗн тутӑ каланине те, ҫӗнӗ пусӑм тӑвас тесен урари миҫе тӑлла касса татма, ҫул ҫине тухмалли нушаллӑ сукмаксене шырама тивнине те ӑнланса илӗпӗр.

Помоги переводом

«Ыр шухӑш яланах ҫӗнтерӗ йывӑрлӑха пӑхмасӑрах...» // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/4896-%C2%AB% ... C2%BB.html

Хамӑр ҫурт таврашӗнчи садра пур сукмаксене те лайӑх пӗлеттӗмччӗ эпӗ.

Все тропинки сада, покрывавшего отлогость против наших домов, были мне известны.

Июнӗн 15-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

4. Ҫавӑн ҫинчен Исаия пророк сӑмахӗсенӗн кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: «пушхирте кӑшкӑрса чӗнекенӗн сасси илтӗнет: «Ҫӳлхуҫамӑр валли ҫул хатӗрлӗр, Ун валли сукмаксене тӳрӗ тӑвӑр; 5. айлӑм вырӑнсем пурте тулччӑр, тусемпе сӑртсем пурте лутраланччӑр, кукӑр ҫулсем тӳрленччӗр, тикӗс мар ҫулсем тикӗсленччӗр; 6. вара кирек кам та Турӑ ҫӑлнине курӗ» тенӗ.

4. как написано в книге слов пророка Исаии, который говорит: глас вопиющего в пустыне: приготовьте путь Господу, прямыми сделайте стези Ему; 5. всякий дол да наполнится, и всякая гора и холм да понизятся, кривизны выпрямятся и неровные пути сделаются гладкими; 6. и узрит всякая плоть спасение Божие.

Лк 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. «Пушхирте кӑшкӑрса чӗнекенӗн сасси илтӗнет: Ҫӳлхуҫа валли ҫул хатӗрлӗр, Ун валли сукмаксене тӳрӗ тӑвӑр» тенӗ.

3. Глас вопиющего в пустыне: приготовьте путь Господу, прямыми сделайте стези Ему.

Мк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Ун ҫинчен Исаия пророк урлӑ ҫапла каланӑ пулнӑ: «пушхирте кӑшкӑрса чӗнекенӗн сасси илтӗнет: «Ҫӳлхуҫа валли ҫул хатӗрлӗр, Ун валли сукмаксене тӳрӗ тӑвӑр!» 4. Иоанн тӗве ҫӑмӗнчен тунӑ тумтир тӑхӑнса, пилӗкне чӗн пиҫиххи ҫыхса ҫӳренӗ; ҫимӗҫӗ унӑн хӗрлӗ шӑрчӑкпа кайӑк хурт пылӗ пулнӑ.

3. Ибо он тот, о котором сказал пророк Исаия: глас вопиющего в пустыне: приготовьте путь Господу, прямыми сделайте стези Ему. 4. Сам же Иоанн имел одежду из верблюжьего волоса и пояс кожаный на чреслах своих, а пищею его были акриды и дикий мед.

Мф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Чӗнсе калани илтӗнет: пушхирте Ҫӳлхуҫа валли ҫул хатӗрлӗр, Туррӑмӑр валли ҫеҫенхирте сукмаксене тӳрӗ тӑвӑр.

3. Глас вопиющего в пустыне: приготовьте путь Господу, прямыми сделайте в степи стези Богу нашему;

Ис 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней