Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

страницӑна (тĕпĕ: страница) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлашки страницӑна тепӗр хут вуласа тухатӑп: кулӑшла! — Эпӗ вилме шутланӑ; вӑл пулма пултарайман: эпӗ хамӑн асаплӑх савӑтне типӗтеймен-ха, сисетӗп халӗ, манӑн тата нумай пурӑнмалла.

Перечитываю последнюю страницу: смешно! — Я думал умереть; это было невозможно: я еще не осушил чаши страданий, и теперь чувствую, что мне еще долго жить.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫак страницӑна ҫине-ҫинех вуласа тухнӑ май эпӗ хам тӗп шухӑшӑмран ытла аякка пӑрӑннине асӑрха пуҫларӑм…

Перечитывая эту страницу, я замечаю, что далеко отвлекся от своего предмета…

Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Иккӗмӗш страницӑна ҫитсенех чунра тем йӑшӑлтатса илчӗ: таҫта курнӑ-ҫке-ха ара эп хам та тухнӑ ӳкнӗ ҫакнашкалскере.

Помоги переводом

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Чӑн та, машина хуҫисем ҫав пӗлтерӳ «скриншотне» ӳкерсе илме ӗлкӗриччен страницӑна тӗп тунӑ.

Правда, пока хозяева машины не успели сделать "скриншот" объявления, страницу удалили.

Прокат Грознӑя та илсе ҫитерет // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

«Ratel.kz» страницӑна Фейсбукра вулакансенчен пӗри хӑйӗн шухӑшне ҫапла палӑртнӑ.

Один из читателей в Фейсбуке страницу «Ratel.kz» так обосновал свое мнение.

Казах хӗрӗсем ют ҫӗршыв каччисемпе ҫемье ҫавӑраҫҫӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

2014 ҫулта тухнӑ «Энциклопедия чувашской журналистики и печати» ятлӑ 600 страницӑна яхӑн наукӑпа тӗпчев ӗҫне вара Раҫҫей Федерацийӗн Журналистсен канашӗ халӗччен пулман тулли тӗпчев тата пӗтӗмлетӳ вырӑнне хурса йышӑнчӗ.

Помоги переводом

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней