Поиск
Шырав ĕçĕ:
Яхта кӳлепи ҫине ӑнтӑлуллӑ сӗртӗнӳсем сапакан шыв юххин шавӗ; ҫӳлте урасем тӗпӗртетни; урӑх тӗнчерен вӗҫсе килнӗн туйӑнакан уҫӑмсӑр кӑшкӑру; алӑк хӑлӑпӗн чӗтревӗ; мачтӑсен юлхав чӗриклетӗвӗ; ҫил улавӗ; парӑс вӗлкӗшӗвӗ; стенаран ҫакнӑ календарь ташши — карап ҫинчи кунӑн пӗтӗм кӗвви-ҫемми; хаяр тимлӗхпе тулнӑ шӑплӑх саманчӗсем, тинӗс ҫул ҫыравӗсен фантазие, паттӑр ӗҫсемпе хӑрушлӑхсене, савӑнӑҫпа катастрофӑсене чӗртсе тӑратакан океанӑн тӗрӗс мар хӑтлӑхӗ — кӑмӑла хускатакан ҫак япаласен капламӗ Гнора чаплӑ лару-тӑрура пӗр пилӗк минут пек тытрӗ; вӑл ури ҫине тӑрасшӑнччӗ, палуба ҫине тухасшӑнччӗ, анчах, иллюминатор ҫинче пӑтранчӑк шӗвеке куҫса юхакан шыв сирпӗнчӗкӗсен вӑййине сӑнанӑ май, малтанхи пирки тӳрех манса кайрӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Пусмине аялти картлашки стенаран вунӑ фут аяккарах пулмалла туса сӗвентерсе тӑратса паратчӗҫ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Шинеле хам ҫине аран-аран урткаласа ятӑм, ҫӗлӗк тӑхӑнтӑм, пистолета кӗсьене чикрӗм те, стенаран тыткаласа, ҫывӑрса выртакан юлташсем урлӑ каҫкаласа тулалла тухрӑм.
Ултавлӑ шӑплӑх // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Эпӗ ҫав териех хӑрушӑ-им? — терӗ вӑл ҫинҫе те кӑшт чӗтрекен сасӑпа, стенаран тытса ерипен ман паталла ҫывхарса.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Сылтӑм енчи стенаран, асӑрханса та хуллен ҫеҫ, вӑрттӑн шаккарӗҫ.В стенку справа, у самого бока, — осторожный, чуть слышный, крадущийся стук.
XXXII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Вӑл ӗнтӗ стенаран тытӑнмасӑр утма та пултараймасть…
XIX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Кӗтсе илмелли пӳлӗмре пӗр решетке ҫеҫ мар, иккӗ; вӗсене иккӗшне те пӗр стенаран тепӗр стени ҫумне тӗктерсе тыттарнӑ, решеткесен хушшине пӗр аршӑн хушӑ хӑварнӑ.
XXXV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ултӑ ураллӑ слон чӑнахах та хускалса илчӗ, стенаран тытӑнмаллах пулчӗ.Шестиногий слон в самом деле заколебался, пришлось придержаться за стену.
XXXI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Сильвер, аллисемпе стенаран тытса сасартӑк сиксе тӑчӗ.
XXIX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Хӑшпӗр чухне вӑл, тинӗс сывлӑшне сывлас тесе, пуҫне алӑкран тулалла кӑларатчӗ, анчах аллипе стенаран тытса тӑратчӗ.Иногда он высовывал нос за дверь — подышать морем, но хватался при этом за стену.
III сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Вӑл ерипен, аллипе стенаран тытса утса ҫӳрерӗ.
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Шахтӑн тепӗр енче, купол аркки айӗнче, стенаран Лось сӗвенсе тӑрать.По ту сторону шахты, под аркой купола, привалился к стене Лось.
Магр майра патша лабиринчӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Гусев ӑна стенаран туртса уйӑрчӗ, аллинчен ҫирӗппӗн ҫатӑрласа тытрӗ.)
Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Вӑл ҫаврӑнчӗ, стенаран уйрӑлчӗ те сывлӑшра ҫакӑнса тӑрать, шапалла авкаланать, усал сӑмахсемпе шӑппӑн ятлаҫа-ятлаҫа стенаран тытасшӑн.
Хура тӳпере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Анчах шултӑрканӑ ҫак стенаран пӑтасемпе ҫапса хунӑ пӗлтерӳ ӑна ҫав тери ыратуллӑн витӗм кӳчӗ.
Тӗлӗнмелле пӗлтерӳ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Алӑ сӗмӗпе стенаран тытса, картлашкапа чул пӳрт алӑкӗ патнелле хӑпарчӗ.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вертикаллисене пурне те туртрӑм та тӗлӗнсе карӑм, ҫурт сӑнӗ-пичӗ темле улшӑнса тӑчӗ: чӳречисем чӳрече хушшисем тӗлне куҫса ларчӗҫ, пӗр чӳречи стенаран тухса кайса сывлӑшра, ҫуртпа юнашар ҫакӑнса тӑрать.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Сулахай енчи стенаран шӑршлӑ чӗрӗ сывлӑш кӗрет, нӳр тумламӗсем хул тӑрӑх ҫӗрелле патлатса ӳкеҫҫӗ.Из стены слева проступает зловонная сырость, и ленивые капли скатываются но руке на пол.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Шурса кайнӑ хӗрарӑм ура ҫине тӑнӑ, аллисемпе стенаран тытӑнса, йӗрсе хӗрелнӗ, курайманлӑхпа тулнӑ куҫӗсене ҫӗклесе, ҫын ҫине пӑхнӑ та: — Ман патӑмра нимӗнле ҫыхӑ та ҫук. Эпӗ нимӗнле партизансене те курман!.. — тесе ответленӗ.
145 полк ялавӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 145–155 с.
Хӗрӗн сӑн-пичӗ шурӑ стенаран та ытларах шуралчӗ.
Эпир — совет ҫыннисем // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 127–144 с.