Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сисӗнмесӗр (тĕпĕ: сисӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Калава вуланӑ май йӑл кулмасӑр май ҫуках: «Ҫуллахи каникул сисӗнмесӗр иртрӗ, юратура вара манӑн пӗр ҫитӗнӳ те ҫук. Хӗре ыталама мар, ун ҫинчен пӗринпе те пырса калаҫман… Ҫуллахи каникул вӗҫленчӗ, чун савни пулма пултаракан кандидатурӑсем – хула хӗрӗсем – ялтан кайса пӗтрӗҫ, унпа пӗрлех юрату шырани те кӑштах сӗврӗлчӗ темелле», – юптарать герой.

Помоги переводом

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

Вӑхӑт сисӗнмесӗр те савӑнӑҫлӑ иртнӗ.

Время пролетело незаметно и весело.

Пишпӳлекри Культура керменӗнче караоке-каҫ иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... tn-3484793

Сисӗнмесӗр, хавассӑн иртрӗҫ ҫав кунсем.

Помоги переводом

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Пехил саманчӗ» пӗр сисӗнмесӗр хавассӑн иртсе кайрӗ.

Помоги переводом

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сисӗнмесӗр вӑшт кӑна турӗ…

Помоги переводом

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫулсем пӗр сисӗнмесӗр иртрӗҫ.

Помоги переводом

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ӑҫтан ҫапла, сисӗнмесӗр тенӗ пек, ҫитӗнчӗ-ха Якур?

Помоги переводом

Пролог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Лашасене пӑтратса парам тесе, вӑл вите маччине хӑпарма тӑнӑччӗ — ура айӗнчи чикмек сисӗнмесӗр айккинелле шуса кайрӗ те, Тимуш ҫӗре персе анчӗ.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Унтанпа пӗр сисӗнмесӗр 34 ҫул иртсе кайрӗ.

Помоги переводом

Ҫурхи уяв халӑха пӗрлештерчӗ // Лариса ЕВГЕНЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/05/c%d1%83%d1% ... 80%d1%87e/

Пирӗн вӑхӑт сисӗнмесӗр шурӗ, эпир ҫапла икӗ сехете яхӑн кайрӑмӑр…

Помоги переводом

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Вунӑ кун пӗр сисӗнмесӗр иртсе кайрӗ.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ҫав каҫхине Лавр, чылайччен ҫывӑрса каяймасӑр асапланса, хӑйӗн тахӑш вӑхӑтра ним уссӑр, сисӗнмесӗр иртнӗ ҫамрӑклӑхӗ ҫинчен шухӑшласа хурланчӗ.

Помоги переводом

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫын пурнӑҫне вӑл шыв ӗҫнӗ чухне куҫа курӑнман ҫӳпӗ пек сисӗнмесӗр лекет те, кайран пысӑкланса каять, тухмасть вара ҫын чӗринчен…

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Сисӗнмесӗр вӑхӑт иртрӗ, Канӑр, канӑр ҫӑлтӑрсем.

Помоги переводом

Ҫӑлтӑр витӗр ҫул выртать // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 59–68 с.

Тӗлӗкри пекех сисӗнмесӗр те сарӑмсӑр иртсе кайрӗ.

Как во сне прошла, незаметно и бестолково.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Нумай ҫул иртрӗ сисӗнмесӗр, Чечекӗн пурнӑҫ татӑлни.

Помоги переводом

XXXXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫитет, каять кун хыҫҫӑн кун, Иртет вӑл вӑхӑт сисӗнмесӗр.

Помоги переводом

XII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кам пӗлет, тен ҫак вӑхӑтра Маринене ыранхи ӗҫсем канӑҫ памаҫҫӗ-тӗр е вӑл хӑйен пурӑнса ирттернӗ пурнӑҫне, сисӗнмесӗр иртсе кайнӑ ҫамрӑклӑхне аса илет-тӗр.

Помоги переводом

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫакӑн хыҫҫӑн сисӗнмесӗр ҫулталӑк иртрӗ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫак кун Ятманшӑн та, Михалашӑн та ҫуллахи хӗрӳ ӗҫ вӑхӑтӗнчи пек сисӗнмесӗр иртрӗ.

Помоги переводом

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней