Поиск
Шырав ĕçĕ:
сиккисенче (тĕпĕ: сикӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑшпӗр кун ҫумӑрсӑрах иртет, анчах каҫа хирӗҫ, хӗвел анӑҫӗ сӳнсен, шыв сиккисенче кӑпӑкланса юхакан шыв ҫӗрлехи шиклӗхпе шӑпӑлтатма тытӑнсан, шыв кӳлленчӗкӗсем типме ӗлкӗреймен тӗттӗм урамсенче ҫутӑ ялкӑшма пуҫласан, — таҫта инҫетре, ту леш енче, пӗлӗт кӑвакарать, курӑк шӑршипе тата нӳрлӗ ҫилпе пӗрле станицӑна аслати хытӑ мар, анчах ҫывӑхра кӗмсӗртетни килсе ҫитет.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Шыв хӗрринчи урамран хӑвасемпе ҫӳҫесен чӑтлӑхӗ витӗр Кубань сарӑлса кайни лайӑх курӑнать; купаласа тунӑ ҫӳллӗ ҫулӑн айккисене шыв ҫийӑнтарса илнӗ; унтан инҫерехре — чул кӗпер курӑнать; хӑмӑр тӗслӗ шыв юххи кӗрлесе выртать: ҫав юхӑм шыв сиккисенче кунӗн-ҫерӗн йынӑшать, урнӑ пек алхасса аялалла ӳкет, вара, кӑпӑкланса, пӑлханса, анлӑ юханшыв тӑрӑх вирхӗнет.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Страницы:
- 1