Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кашни утӑмрах кӑмӑл тата хытӑрах сехӗрленет, юлашкинчен нимӗн пӗлмиех пултӑм.С каждым шагом страх мой все усиливался и превратился наконец в безумный ужас.
XIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Гусев кӑштах сехӗрленет.
Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Сӑмахпа вӑл ӑна шеллемен пек, анчах Мечислав уншӑн ҫапах та хаклӑ-ха, вӑл унӑн шӑпишӗн сехӗрленет.Она не хотела признаться, что ей страшно за его судьбу, что он ей все еще дорог.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Ну, халӗ ӗнтӗ мана ярать пуль тесе шухӑшлатӑп, ытти чухне пулсан яратчӗ те пуль, анчах халӗ пирӗн кил-ҫуртра темӗнле тӗлӗнтермӗш те пула-пула иртет те, вӑл кирек мӗнрен те хӑрать, хӑш-пӗр чухне ахалех сехӗрленет.
Хӗрӗхмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ку вӑл искусство произведенийӗ пулмарӗ, ҫавӑнпа та ун ҫине пӑхакансен кӑмӑлӗ пӑтранать, чунӗ сехӗрленет, ку вӑл пӗрре те художник кӑмӑлӗ мар, мӗншӗн тесен художник шиклӗ вӑхӑтра та хӑйне хай лӑпкӑ тытать.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Ҫӑлтӑр сапса тухнӑ пӗр хура пӑнчӑсӑр, пӗр пӗлӗтсӗр шуранка симӗс тӳпене пӑхсассӑн, сывлӑш мӗншӗн варкӑшманнине, ҫутҫанталӑк мӗншӗн хускалма хӑраса асӑрхануллӑ пулнине ӑнланса илетӗн: ӑна пурнӑҫӑн пӗр питӗ-питӗ кӗске самантне те ҫухатма шел иккен, ҫавӑншӑн вӑл чӑтма ҫук сехӗрленет, хӑрать.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Верочка чӗтресе йӗрет, сехӗрленет.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тӗрӗс сехӗрленет: хӗрӗ сӗм ухмах.
Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.
1. Ҫавна пула ӗнтӗ чӗрем сехӗрленет — сиксе тухасла тапӑлтатать.1. И от сего трепещет сердце мое и подвиглось с места своего.
Иов 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1