Поиск
Шырав ĕçĕ:
Агропромышленность комплексӗнче чылай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлесе пынӑшӑн Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Тав хучӗпе алла ҫыхмалли сехете Владимиров хресчен-фермер хуҫалӑхӗн бухгалтерӗ Людмила Владимирова тата Протасов хресчен-фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫи Иван Протасов тивӗҫрӗҫ.
Ял хуҫалӑхӗн тӑрӑшуллӑ ӗҫченӗсене чысларӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2021/10/29/%d1%8f%d0% ... 0%d1%80ec/
— Эсир хушнӑ пекех: вунӑ сехете.
XXX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Унӑн сехете туртса илчӗҫ, вара ҫак тӗттӗм пӳлӗмре вӑхӑт пӗр пек вӗҫӗмсӗр тӑсӑлса пычӗ; таҫта ҫӳле, мачча патнех вырнаҫтарнӑ, решеткеллӗ чӳрече витӗр пӗлӗт те курӑнман, нимӗн те пӗлсе илме май пулман — кая пулнӑ-и, пӗлӗтлӗ-и ҫанталӑк, ҫурхи вӑхӑта-и е хӗллехи хӗвел сивӗре ҫав тери ҫутатса пӑхнӑ-и.
XXVII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
«Эпӗ пӗлетӗп, кулӑшла пултӑр тесе, эсир юриех пире пӗр сехете яхӑн ухмаха хутӑр, анчах мораль тӗлӗшӗнчен вӑл аванах мар».
XXIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Вӗсем монастырь башни ҫинчен майӗпен те хыттӑн пӗррене ҫитесси ҫур сехете пӗлтерсе пӗр хут чан ҫапса ярсан, демонстраци пачах пулас ҫуккине ӗненсе илнӗ, вара Тверской урамӗ тӑрӑх анаталла, урам варрипе, сапаланса утса кайнӑ, революциллӗ юрра мар, студентсем юрлакан яланхи юрра юрланӑ вӗсем.
XI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Кил хуҫи старикки, кӗрӗк пиншак уртса ярса, урама тухрӗ, таврари шӑплӑха сӑнаса, хутор тӑрӑх ҫур сехете яхӑн ҫӳрерӗ.Дед накинул кожух, вышел из избы, побродил с полчаса по хутору, настороженно прислушиваясь к тишине.
XXV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Конференцин черетри — тӑваттӑмӗш заседанийӗ пулса иртмелли ҫурт патне ҫывӑхарнӑ чухне, ҫур сехете кая юлса пыракан Бауман урамра ҫынсем темшӗн ытла хыпаланса ҫӳренине асӑрхарӗ, ахаль ҫын ҫавна сӑнаса илме те пултараймасть; ун пек япаласем пӗр-пӗр ҫурта полици ҫавӑрса илес умӗн е ҫынсене нумайӑн арестлес умӗн яланах пулаҫҫӗ.
XIX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Эпӗ ачасем патне пырса ларни виҫӗ сехете яхӑн иртрӗ.Уже более трех часов протекло с тех пор, как я присоседился к мальчикам.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Ывӑннӑ урасене хӗнпе хускатса, эпӗ ҫур сехете яхӑн утрӑм.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Эпир тягӑра сехете яхӑн тӑтӑмӑр, пӗрер мӑшӑр кӑрӑпчак тытрӑмӑр, вара, хӗвел тухиччен татах хамӑрӑн телее сӑнаса пӑхас тесе (тягӑна ир енӗпе те кайма юрать), ҫывӑхри арманта ҫӗр каҫма шут тытрӑмӑр.
Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.
Ватӑ Тарас, хӑйӗн пуҫӗ ҫинчи пӗр пайӑрка ҫӳҫ пӗрчине туртса кӑларса, ашшӗне намӑс кӳрекен ывӑлне ҫуратнӑ куна та, сехете те ылханӗ.
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Тӑватӑ сехете яхӑн ҫапӑҫрӗҫ вӗсем.
Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Ҫур сехете вӑхӑтӑм пур, ҫанталӑк вара — Прошин тӗрӗс каларӗ-ҫке — ҫемҫе те лӑпкӑ.Полчасика времени есть, а погодка — правду Прошин сказал — мягкая.
X сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Инспекторпа, директорпа, учительсемпе пирӗн кашни кунах вӑрҫӑ пырать, пӗр куна та, пӗр сехете те чарӑнмасть.
VIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Мана хисеплетӗр пулсан, пӗр сехете те ан ҫухатӑр.
VII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Бандитсем мана тата аннене шыраса стена ҫинчи сехете те тӑпӑлтарса антарнӑ.
V сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Тӳррипе каласан, ҫав фиксажшӑн ҫакӑ ырӑ сехете ҫухатма та шел: симӗссӗн курӑнакан ҫӳллӗ тӳпене те, вӗлтрентӑррин чӑр-чар сассине те, тӳпене кӑлт ҫеҫ сӑхса ирӗке тухнӑ ҫӑлтӑрсене те самантлӑха та ҫухатма шел.
Иккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Заведующи вӑчӑри ҫумне пульӑ ҫакса янӑ сехете ывҫи ҫине хурса, халӑха кӑтартрӗ.Заведующий положил на ладонь часы с прикреплённой к цепочке пулей и показал публике.
Хаклӑ хӑна // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
— Ака, сӑмах май, Люба, эс ҫакна асӑрха, — калаҫма тытӑннӑ Тарас, сӗтел енне ҫурӑмпа тӑрса сехете пӑхнӑ май, — пессимизм таврашӗ англосакссен расине пӗтӗмӗшпех ют…
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сехете вырӑнти вӑхӑтпа лартнӑ пулнӑ.
Эпир килелле вӗҫетпӗр // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.