Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сачӗсемпе (тĕпĕ: сад) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Темиҫе регионра ача садне ҫӳренӗшӗн тӳлемелли хак ӑнланмалла мар ӳснине асӑрхарӑмӑр эпир. Вӗрентӳ комитечӗ тӳлеве палӑртмалли меслете уҫӑмлӑ турӗ. Ҫавна май халӗ ашшӗ-амӑшӗ мӗншӗн тӳлени паллӑ – апатланушӑн тата хуҫалӑхпа йӑла пулӑшӑвӗн тӑкакӗсемшӗн. Ача сачӗсенче те улшӑнусем пур, халӗ вӗсен тупӑш налогӗшӗн 0% ставкӑпа усӑ курма май пур. Кунсӑр пуҫне эпӗ ашшӗ-амӑшӗн тӳлевне НДС-ран хӑтармашкӑн РФ Налог кодексне улшӑнусем кӗртме ыйтса пуҫарупа тухрӑм. Раҫҫей ҫемйисен ача сачӗсемпе усӑ курмашкӑн майсем пулмалла», – палӑртать Алена Аршинова.

Помоги переводом

Алена Аршинова: «Ҫынсемшӗн усӑллӑ пулмалла!» // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Ҫӗнӗ производствӑсем уҫатпӑр, ача сачӗсемпе шкулсем, фельдшерпа акушер пункчӗсем, спорт тата культура объекчӗсем хута яратпӑр.

Помоги переводом

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ҫӗнӗ ҫулсем хута каяҫҫӗ, ача сачӗсемпе шкулсем, спорт тата медицина объекчӗсем, пурӑнмалли ҫуртсем ҫӗкленеҫҫӗ, территорисем капӑрланса илемленеҫҫӗ, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсем пурнӑҫланаҫҫӗ, ҫӗнӗ производствӑсемпе предприятисем уҫӑлаҫҫӗ, пысӑк технологиллӗ хушма ӗҫ вырӑнӗсем йӗркеленеҫҫӗ.

Помоги переводом

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

«Ачан тата амӑшӗн сывлӑхне сыхлани, ача сачӗсемпе шкулсем ҫӗклени, ача ҫуратнӑшӑн паракан сертификатсемпе, пособисемпе, амӑшӗн капиталӗпе тата патшалӑх пулӑшӑвӗн ытти мелӗпе тивӗҫтерни Чӑваш хутлӑхӗнчи ҫемьесене хӑват парать тата ҫирӗплетет. Пирӗн тӗллев: ҫитӗнӳсене никӗслесе ҫемье пуянлӑх-хаклавне тӗреклетесси», - палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ.

Помоги переводом

Уяв парни - патшалăх награди // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней