Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗтӗм лаптӑк ҫирӗп йӗркене пӑхӑнать: паркӑн аялти шайӗнче лутра самшит йывӑҫҫисене лартнӑ, вӗсен хыҫӗнче (керментен пӑхсан) пысӑк ҫулҫӑллӑ йывӑҫсем хӳме пек тухса тӑраҫҫӗ.
Тюильри (сад) // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A2%D1% ... %B0%D0%B4)
Ас тӑватӑп-ха: унӑн икӗ енӗпе олеандр, шӑлан, тамариск, уртӑш тӗммисем ешереҫҫӗ, вӗсен хушшинче ӗретӗн-ӗретӗн яштак, вӗшлеке тирексем, магноли, груша, персик, туя, самшит, мирт, сандал йывӑҫҫисем мӑнаҫлӑн, кӑтраланса, ытарлӑн лараҫҫӗ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Пирӗн таврара ҫулҫӑллӑ йывӑҫсенчен чи ҫирӗппи юман, кӑнтӑрта — самшит.
Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.
Урамӗ-урамӗпе лавровишня; ку енче пысӑк ҫӗлӗклӗ самшит кӑтраланать, лере кӗмӗл-симӗс, ҫурма шанклашка вулӑллӑ эвкалиптсем тӳпене кармашнӑ.
5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Унта тӗрлӗ йывӑҫсем ӳсеҫҫӗ; альгаробо качака мӑйраки ӳсекен йывӑҫсенчен пӗри пулать, унӑн хуппине типӗтсе лайӑх авӑртсан, вӑл индеецсем валли ҫӑнӑх вырӑнне пулса тӑрать; авкаланса тӑракан вӑрӑм туратлӑ шурӑ квайрахо, вӗсенчен тир йӑваламалли япала тухать; хӗрлӗ квабрахо, — самшит пекех хытӑ йывӑҫ; питӗ ҫӑмӑл тивсе каякан наудубай, вӑрмансенчи пысӑк пушарсем час-часах ҫавсенчен тухса каяҫҫӗ; вираро, унӑн тураттисем ҫинче хӗрлӗ-кӑвак ҫеҫкесем пӗр пек пирамида евӗрлӗ кӑларса тӑраҫҫӗ; юлашкинчен, тимбо, ҫӳллӗшӗпе сакӑрвунӑ фут пӗлӗтелле тӑсӑлса ӳсекенскер, унӑн сулхӑнӗнче пӗр кӗтӳ ҫаплипех вырнаҫса тӑрать.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫумӑра пула хальхинче лару Мичо байӑн садӗнче пулмарӗ, садра улмуҫҫипе ҫӳллӗ самшит йывӑҫҫи нумайччӗ, ҫынсем хуҫа пӳлӗмӗнче пуҫтарӑнчӗҫ.
VII. Комитет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Марко самшит йывӑҫӗ хӳттинчи хӗрлӗ витӗпе витнӗ тахта ҫине пырса ларчӗ, вӑрӑм чӑпӑклӑ чӗлӗмне тивертсе ячӗ.
I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хуҫа кӗреки, яланхи пекех, йӗсӗм курланкисен хӳттинче, кунӗн-ҫӗрӗн чӗкеҫ пек чӗвӗлтетсе юхса выртакан тӑп-тӑрӑ та сивӗ юхан шывпа анкарти ҫумӗнчи ӗмӗр ешӗл самшит йывӑҫӗ хушшинче.
I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Сулахай енче, ту тӑррисенче, халь-халь ҫумӑр ҫуса ярас пек, хура йывӑр пӗлӗтсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсен мӗлкисем симӗс тайлӑмсем тӑрӑх шӑваҫҫӗ; ту тайлӑмӗсенче имшер самшит йывӑҫӗ ӳсет; ватӑ буксемпе ҫӑка хӑвӑлӗсенче «сим-пыл» тупма пулать, — ҫав «сим-пыл» ӗлӗк-авал Аслӑ Помпей салтакӗсене кӑштах пӗтерсе хуман, хӑйӗн ӳсӗртекен пылакӗпе вӑл тимӗр пек ҫирӗп римлянсене пӗр легионӗпех ураран ӳкернӗ; пыл хурчӗсем ҫав пылака лаврпа азали чечекӗсем ҫинчен пухаҫҫӗ, «иртен-ҫӳрен ҫынсем» вара ӑна, йывӑҫ хӑвӑлӗнчен илсе, лаваш ҫине — тул ҫӑнӑхӗнчен пӗҫернӗ ҫӳхе пашалу ҫине сӗрсе ҫиеҫҫӗ.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Марко апатланнӑччӗ ӗнтӗ, самшит хӳттинчи тенкелӗ ҫинче канса кӑна кофе ӗҫсе ларатчӗ.Марко уже отобедал и сидел на скамейке под самшитом, попивая кофе.
IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
- 1