Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

самантрах (тĕпĕ: самант) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
…Атте пирӗнтен вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ хыҫҫӑн кашни самантрах тенӗ пек, хам сисмесӗрех, пурнӑҫӑмри пулӑмсемпе малашнехи утӑма, вӑл каланӑ сӑмахсем тата унпа ҫыхӑннӑ ӗҫсем витӗр, атте майлӑ хакласа куҫ умне тӑтӑшах кӑларса тӑрататӑп.

Помоги переводом

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Пысӑк ушкӑн самантрах пӗчӗк ушкӑнсене пайланса кайрӗ, тарма пикентӗмӗр, анчах хирти ҫемҫе хура ҫӗре лакса лартӑмӑр.

Помоги переводом

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Пурте самантрах ҫухалса кайрӑмӑр, унтан тӑрук чӑл-пар саланса ҫул икӗ еннелле вирхӗнтӗмӗр!

Помоги переводом

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Самантрах маншӑн йӗри-тавралӑх тата илемленсе кайрӗ.

Помоги переводом

Кушак ҫури // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 3–4 с.

Самантрах пӗтерсе тӑкатӑп!

Помоги переводом

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Ку ҫеҫ-и, хӑйӗн сӑнне пин хут улӑштарма пултаракан ҫын ларни те ҫав самантрах курӑнчӗ!

Помоги переводом

Пӗр самантрах… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 6–7 с.

Самантрах сив тара ӳкет Хӗлӗх.

Помоги переводом

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Самантрах ҫӑварӗ типсе ларчӗ Раманӑн.

Помоги переводом

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫав самантрах ҫулӑм чӗлхисем пӳрте вӗри кӑшӑлпа кӑшӑлласа илчӗҫ.

Помоги переводом

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раманпа Тамарӑна тахҫан кӗрхи пӗвере ярӑннӑ чух уйӑх ҫутинче илемлӗн те илӗртӳллӗн курӑнса ларнӑ чӑрӑшсем самантрах ҫулӑмпа ҫатӑртатса хыпса илчӗҫ, лӑссисем кӗлленсе шыва тӑкӑнчӗҫ.

Помоги переводом

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Умрахчӗ вӑл, самантрах таҫта ҫухалчӗ.

Помоги переводом

41 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫав самантрах йывӑҫ та ҫӗре хаплатрӗ.

Помоги переводом

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Акӑ, самантрах тулчӗ — ҫамрӑк хӗрарӑмӑн йӑрӑс пӗвӗпе, асамлӑхӗпе, шухӑшӗпе, ӗмӗчӗпе…

Помоги переводом

15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Бригадир самантрах чупса ҫитрӗ.

Помоги переводом

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ним калама аптрарӗ каччӑ, пуҫра самантрах тахҫанхи аслатиллӗ каҫ, шкул вальсӗ ташлакан Стасикпа Тамара, пӗр хӗре ӑсатакан икӗ каччӑ вӗлтлетсе иртрӗҫ.

Помоги переводом

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Йӑкӑнат кусем камсем иккенне самантрах тавҫӑрса илет те ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа пӗрне хӑй айне пӗтӗрсе ӳкерет.

Помоги переводом

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫав самантрах пӑшал сасси янраса каять.

Помоги переводом

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Уҫӑ сывлӑш самантрах вӑй кӗртсе чӗртрӗ качча ҫапла, сывлӑшӗ ырӑ-ха кунта.

Помоги переводом

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫав самантрах упӑшки те персе ҫитрӗ.

Помоги переводом

2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫурхи чӗрӗ сывлӑш пите-куҫа самантрах уҫӑлтарса ячӗ.

Помоги переводом

2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней