Поиск
Шырав ĕçĕ:
саккунӗнче (тĕпĕ: саккун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
11. Ӗнтӗ ман хуҫамӑма хирӗҫ тӑраймӗҫ, унӑн ӗҫӗ те ӑнӑҫсӑр пулмӗ, вӗсене вара вилӗм ҫитӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ҫылӑх ӑшне кӗрсе ӳкнӗ, тума юраманнине туса хӑйсен Туррине ҫиллентереҫҫӗ; 12. халь вӗсен апат-ҫимӗҫӗ пӗтсе ҫитнӗ, шывӗ те тумлам юлман, ҫавӑнпа ӗнтӗ вӗсем выльӑх-чӗрлӗхне пусма шут тытнӑ, Турӑ Хӑйӗн саккунӗнче хытарсах ҫиме чарнӑ ҫимӗҫе ҫиме шутлаҫҫӗ.
Иудифь 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вара Иоседек ывӑлӗ Иисуспа унӑн священник тӑванӗсем тата Салафиил ывӑлӗ Зоровавельпе унӑн тӑванӗсем тӑнӑ та, Турӑ ҫынни Моисей саккунӗнче ҫырнӑ пек, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем кӳме Израиль Турри валли парне вырӑнӗ туса лартнӑ.
1 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Иосийӑн тӗрлӗ ӗҫӗсене, Ҫӳлхуҫа саккунӗнче каланӑ пек тунӑ ырӑ ӗҫӗсене, 27. унӑн ытти ӗҫӗсене, малтанхисемпе кайранхисене, Израильпе Иудея патшисенӗн кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫӳлхуҫа саккунӗнче ҫырнӑ пек, патша хӑй пурлӑхӗн пайне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли, — ирсерен те каҫсерен пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли, шӑматкун тата уйӑх пуҫламӑшӗнче, уявсенче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли, — парса тӑнӑ.
2 Ҫулс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Иодай ӗнтӗ, Давид хушса хӑварнӑ пек, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тимлесе тытса тӑма священниксемпе левитсене хушнӑ, [священниксемпе левитсем унччен кунсеренех черетленсе ӗҫленине те каялла тавӑрнӑ,] вӗсен, Моисей саккунӗнче ҫырнӑ пек, Ҫӳлхуҫана пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем кӳрсе тӑмалла пулнӑ, Давид хушса хӑварнӑ пек, парнесене савӑнса, юрласа кӳмелле пулнӑ.
2 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Давид Асафпа унӑн тӑванӗсене ҫавӑнта, Ҫӳлхуҫа халалӗн арчи умӗнче, яланах, кунсеренех арча умӗнче ӗҫлесе тӑма хӑварнӑ, 38. вӗсемпе пӗрле ӗҫлесе тӑмашкӑн Овед-Эдомпа унӑн тӑванӗсене — утмӑл сакӑр ҫынна — хӑварнӑ; Идифун ывӑлӗ Овед-Эдом тата Хоса вара хапха хуралҫисем пулнӑ, 39. Садок священникпа унӑн тӑванӗсене, священниксене, Гаваон сӑрчӗ ҫинчи кӗлӗ чатӑрӗ умӗнче ӗҫлесе тӑма хӑварнӑ: 40. вӗсен пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне вырӑнӗ ҫинче яланах, ирхине те, каҫхине те, парне кӳрсе тӑмалла пулнӑ, тата ытти ӗҫсене те, Ҫӳлхуҫа саккунӗнче ҫырнисене, Турӑ Израиле панӑ ӳкӗтсене, пурнӑҫласа тӑмалла пулнӑ; 41. вӗсемпе пӗрле Еманпа Идифуна та, ытти ҫынсене те, кашнине ятран каласа, суйласа илнӗ; вӗсен Ҫӳлхуҫана аслӑласа мухтаса тӑмалла пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Унӑн ырӑлӑхӗ — ӗмӗрлӗхе.
1 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Давидӑн вилес вӑхӑчӗ ҫывӑхарса ҫитнӗ, вара вӑл хӑй ывӑлне Соломона ҫапла каласа пехил парса хӑварнӑ: 2. акӑ ӗнтӗ эпӗ пӗтӗм ҫӗр ҫулӗпе уйӑрӑлса каятӑп, эсӗ вара тӗреклӗ пул, ҫирӗп пул; 3. пӗтӗм тытас-тӑвас ӗҫӳнте — пур тӗлӗшрен те, кирек ӑҫта кайсан-пырсан та — пур ҫӗрте те ӑслӑ-тӑнлӑ пулас тесессӗн, эсӗ, Моисей саккунӗнче ҫырнӑ пек, Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫулӗпе ҫӳресе, Вӑл панӑ йӗркесемпе Унӑн ӳкӗчӗсене, Вӑл кӑтартнӑ йӗркесемпе Вӑл хунӑ йӗркесене тытса пырса, хӑвӑн Турру хывнӑ халала астуса тӑр; 4. ҫапла вара Ҫӳлхуҫа мана мӗн каланине, «эхер те санӑн ывӑлусем Манӑн умра хӑйсен пӗтӗм чунӗ-чӗринчен килекен чӑнлӑхпа ҫӳресессӗн, хӑйсен ҫулӗнчен аташмасассӑн, Израилӗн аслӑ пуканӗ ҫинче сан йӑхунтан ҫуралнисем ларасси татӑлмӗ» тесе каланӑ Хӑйӗн сӑмахне, вырӑна килтерӗ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1
- 2