Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сайра сăмах пирĕн базăра пур.
сайра (тĕпĕ: сайра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сайра хутра юрра юрлать унӑн чӗлхи (Ӗҫҫыннишӗн юрӑн пит паха сӑмаххи): «Аслӑ улӑхра утӑ ҫултӑмӑр Ҫавасем ҫине эпир тайӑлса, Ҫитӗнсе ҫитсе арӑ пултӑмӑр Атте-апписем ҫине тайӑлса».

Помоги переводом

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӑвак хӑю кӑкри урлӑ ҫакса ҫыхнине Сайра хутра тытса илет сылтӑм аллипе.

Помоги переводом

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сайра хутра пулса иртнӗ тӗлпулусенче вӗсем революци юхӑмӗн ӗҫӗсем ҫинчен кӑна сӑмахланӑ вӗт-ха.

Ведь во время немногочисленных и коротких встреч они говорили о делах революционного движения.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Сайра килкелетӗн эсӗ, тусна манатӑн…

Помоги переводом

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Сайра килен хӑнана чыслӑ кӗтсе илме хушнӑ.

Помоги переводом

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Сайра мар пушар шӑпах та ачасен айӑпӗпе алхасать.

Помоги переводом

Ашкӑнсан инкек тухать... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10811-as ... kek-tukhat

Сайра сухалне яка хырнӑ.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Сайра, ҫулталӑкра та иккӗ ҫех кастарать, теҫҫӗ.

Помоги переводом

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Сайра ҫын кӗрет хуралҫӑ килне.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Сайра калаҫать вӑл, пӑт-пат ҫеҫ перкелешет.

Помоги переводом

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Сайра ҫапать, — терӗ Иван пичче.

Помоги переводом

Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Сайра ҫеҫ тупӑнакан ерҫӳллӗ кунсенче Укка пиччӗшӗсене курма тесе каять те ытларах вӑхӑтне Микулай ашшӗ-амӑшӗ патӗнче ирттерет.

В редкие свободные часы Укка навещает братьев, но больше времени проводит у родителей Мигулая.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сайра ҫынна ҫеҫ шанса паракан ӗҫсемпе ҫӳрекене, ҫар губернаторӗпе калаҫма пултаракан паллӑ чиновнике!

Его, которому доверяют самые сложные дела, его, знатного чиновника, имеющего доступ к самому военному губернатору!..

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сайра хутран ура айне тӗттӗм хыт-хура тӗмӗсем лекмесен ҫынсем утмаҫҫӗ, пӗр пӗчӗк уҫланкӑра тапӑртатса тӑраҫҫӗ темелле.

Если бы изредка не попадались под ноги темные кучки бурьяна, можно было подумать, что люди не идут, а топчутся на одном месте.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сайра пӗрре ҫех тахҫан иртнӗ ӗҫе аса илсе вӑл пӳрт тулли хӑна-вӗрле умӗнче шӑллӗне хӑраткаласа пӑхнӑ:

Правда, в иной час, вспомнив былое, он пытался взбунтоваться, хотелось ему попугать братца в присутствии целой избы гостей.

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сайра пӗрре пушӑ кунсем те килсе тухкаланӑ ӗнтӗ.

Изредка, конечно, выпадал день посвободнее.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сайра вӑрман, ҫырма, уҫланкӑ, Ак, кукӑр ҫулӗ лӑнкӑ-ланкӑ, Тилли ун урлӑ вӑрт та вӑрт, Умра, хыҫра та тайлӑм, сӑрт: Ӑҫта пӑхатӑн — илӗртет, Илет те тыткӑна йӗртет…

Помоги переводом

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Сайра хутран ҫемьере уяв пулатчӗ — мӑнкунра, ҫӑварнире тата тӑвансенчен кам та пулин авлансан е качча тухсан.

Помоги переводом

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сайра килсе ҫӳрет ку таврана юрӑ ӑсти Янтуш.

Помоги переводом

19. Чалӑм ҫинчен хунӑ легенда // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сайра тӗл пулакан экспонат мар-и репрессие ҫакланса чӗрӗ юлнӑ кӗнеке.

Помоги переводом

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней