Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сивлек хыпар ҫав тери тӳсӗмсӗррӗн, хӑрушшӑн янӑрарӗ, ҫавӑнпа та Галеран тӳрех ҫӳле улӑхрӗ те — куляннипе сывлӑшсӑр антӑха-антӑха лазарет садӗнче тӑрать.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Эпӗ Джоанна Фиоритура герцогиньӑн ҫакӑнса ӳсекен садӗнче, Альвейт лорд паркӗнче, паллӑ сад ӑстин Ницца Кумахерӑн оранжерейисенче ӗҫленӗ, тата эпӗ…
Ҫапкаланчӑкпа тӗрме пуҫлӑхӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 132–135 с.
Ку таранччен Грэя хӑйӗн сад пахчин уйрӑм пайӗсем — ҫутӑ пайӑркисем, йывӑҫ мӗлки, чечек, тураттисем чӑлханса пӗтнӗ лаштра вулӑ — урӑххисен нумай-нумай садӗнче ҫеҫ курӑннӑн туйӑнатчӗҫ, сасартӑк вӗсем яр уҫҫӑн тухса тӑчӗҫ, пурте — ҫав тери илемлӗ, тӗлӗнсе каймалла килӗшӳлӗхре.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ҫӑтмахӑн сулхӑн садӗнче, тен, халӗ ҫӗр кӑмрӑк кӑларакансем патша вырӑнӗнче пулӗҫ, ҫӗр ҫинче патша пулса пурӑннӑскер, аллине шӑпӑр тытӗ, вӑл ҫилпе вӗҫсе ӳкнӗ ҫулҫӑсене тата эсир кашни кун ҫиекен канфет хучӗсене шӑлса тӑрӗ.
Республика королӗсенчен пӗри // Александр Алга. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 46–61 с.
Акӑ мӗншӗн тӗлӗнмелле ӗнтӗ: пирӗн харсӑр та ӗҫсе хавасланма юратакан помещиксем те пулнӑ, вӑл тӗрӗс; кучерла та тумланнӑ, хӑйсем ташланӑ, гитара каланӑ, дворовӑй ҫынсемпе, хресченсемпе пӗрле ӗҫсе-ҫисе юрланӑ; анчах та ку, Василий Николаич, ҫамрӑк хӗрача пек: ҫаплах кӗнеке вулать е ҫырать, тепӗр чухне тата сасӑпа сӑвӑсем вулать, — никампа та калаҫмасть, ютшӑнать, салхуланнӑ е кичемленнӗ чухнехи пек, пӗр хӑйӗн садӗнче ҫӳреме ҫеҫ пӗлет.
Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.
Чӑнах та ӗнтӗ, унӑн хӑшпӗр енчен ҫитменлӗхсем те пурччӗ: тӗслӗхрен, вӑл кӗпӗрнери пуян хӗрсене пурне те ҫураҫма хӑтланса пӑхнӑ, вара хӑйне хӗрне те паман, хӗрӗсем патне хӑтана ҫӳреме чарнӑ хыҫҫӑн та, хӑйӗн хуйхи ҫинчен тусӗсемпе хӑй паллакан ҫынсене чӗререн каласа панӑ, хӗрӗн ашшӗ-амӑшӗсем патне йӳҫӗ персиксем тата хӑйӗн садӗнче ҫитӗнтернӗ ытти тӗрлӗ чӗрӗ ҫимӗҫсем тӑтӑшах парне вырӑнне ярса тӑнӑ; хӑй яланах пӗр анекдот каласа пама юратнӑ, анчах таврара Полутыкина савса хисеплӗ ҫын вырӑнне хунӑ пулин те, унӑн анекдочӗ никама та култарман; вӑл Аким Нахимовӑн сочиненийӗсене тата Пинна повӗҫе мухтанӑ; тытӑнчӑклӑ калаҫнӑ, йыттине Астроном тесе чӗннӗ; однако тесе калас вырӑнне одначе тенӗ; хӑйӗн килӗнче французсен евӗрлӗ кухня тунӑ.
Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.
Вӑрмар поселокӗнче 1984 ҫултанпа ӗҫлекен «Зоренька» ача садӗнче ҫакӑн пек калӑпӑшлӑ юсав пӗрре те пулса курман.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев – Вӑрмар районӗнче // Э.МИХАЙЛОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2021.08.20, http://gazeta1931.ru/gazeta/8033-ch-vash-respublikin-pu-l-kh-oleg-nikolaev-v-rmar-rajon-nche
Лёша яланлӑха хулӑн имшер садӗнче, вӗсем ҫӳренӗ вырӑнта, штукатуркӑн кӑвак ванчӑкӗсене тӑкакан статуйӑсемпе йывӑҫсем хушшинче, хӗвелпе чӑпарланнӑ курӑксем ӑшӗнче, юлчӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Акӑ, ҫав ҫирӗм ҫул, иртсе ҫухалнӑ ҫирӗм ҫул, чаршав пек сирӗлчӗ те инҫетри вӑхӑта кӑтартрӗ: ун чухне вӑл хулан имшер садӗнче резинӑран тунӑ спорт пушмакӗ, кӗске пиншак тӑхӑннӑ каччӑпа ҫӳретчӗ…
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Ыран тухса каяс тенӗ кун колхозӑн сулхӑн садӗнче мана хисеплесе хӑна турӗҫ.Накануне моего отъезда в колхозном тенистом саду мне устроили торжественные проводы.
7. Каллех Ображеевкӑра // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Эпӗ Краснодонран пилӗк километрти шахтӑн ачасен садӗнче ӗҫлеттӗм.Я работала в детском саду шахты, в пяти километрах от Краснодона.
Улмуҫҫи // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
12-мӗш №-лӗ шахтӑн ачасен садӗнче пӗтӗмпех ҫемҫе пукан-тенкелсемччӗ.
Горький ячӗпе тӑракан шкул // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Эпӗ 121-мӗш №-лӗ шахтӑн ачисен садӗнче ӗҫлеттӗм, Олег Горький ячӗпе тӑракан 1-мӗш №-лӗ шкулта ҫиччӗмӗш класра вӗренетчӗ.Я работала в детском саду шахты No 12, Олег учился в седьмом классе школы No 1 имени Горького.
Горький ячӗпе тӑракан шкул // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Ачасен садӗнче пулнӑ чух эпӗ те сӗт нумай ӗҫнӗ, терӗм эпӗ.
Эпӗ кӗтӳрен хӑрани // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
— Унӑн садӗнче пурӑнать, — йӑмӑкӗшӗн ӑнлантарса пачӗ Абдулка, — вӑл кайӑкӑн хӳри хӗвел пек йалтӑртатать, ун ҫине пӑхсан суккӑр пулма пулать.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Вӗсене партизансем хӑйсен ҫывӑхӗнчех, юнашар ялта, е хӑйсен ялӗнче, е кӳршӗре, е вӑрманта, сӑрт тӑрринче, сурӑх витинче, иҫӗм ҫырли садӗнче пек туйӑна пуҫланӑ.
27 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ахаль-им садӗнче ҫулталӑкран ҫулталӑка тенӗ пекех ҫын улшӑнса тӑрать.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Анчах та ӑша-чикке чиксӗр савӑнӑҫ кӳртерекенни кунта, Виталипе Нина вӑйӑ саланнӑ хыҫҫӑн уҫӑлса ҫӳреме кӗнӗ колхоз садӗнче — ҫавра питлӗ янкӑр уйӑх ҫутипе шӗпӗл-шӗпӗл ҫулҫӑ калаҫӑвӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Малалла тӑснӑ алӑ та курӑнман сӗм тӗттӗм каҫсенче эпӗ сенкер куҫсене, улма садӗнче ҫамрӑклӑхпа сывпуллашнӑ чухнехи пекех кураттӑм.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ун чухне вара ҫав садсем ҫумӗнчен иртсе пынӑ вӑхӑтра, хӑй ӗҫлекен рудникри садӗнче темӗнле мичуринла грушӑсен уйрӑм сортне ӗрчетесси ҫинчен каласа пама пуҫларӗ.
Раштав каҫӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 156–171 с.