Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӑхса илчӗ те хӗл ҫилленсе кайрӗ, вара хула ҫине юра пӗрчӗпе мар, касӑк-касӑкпа ывӑтма пуҫларӗ — ӑна темле улӑпсем пӗлӗтрен кӗреҫесемпе тӑкнӑ тейӗн: хӗллен пур ҫурт-йӗрсене те, урамсене те, бульварсене те, садсене те витсе лартса: «Пӑхӑр-ха: хула тин ҫеҫ пурччӗ, халӗ авӑ, ҫук — ҫеҫенхир варринче пӗр шурӑ сӑрт кӑна выртать…» тесе каласси килнӗ пулмалла.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫанталӑк мӗнлине пӗлме урама тухсан Наталья Павловна йӗпеннӗ урамсене, ҫаралса юлнӑ садсене, сӑрӑ ҫатансене, мӑрьесенчен площаде йывӑррӑн ӳкекен тӗтӗме курчӗ — кирек ӑҫталла пӑхсан та, пур ҫӗрте те тарӑн кӗркуннен салхуллӑ палли выртать.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Лампочкӑсем хальчченхи пекех ҫуттӑн ҫунаҫҫӗ пулсан та, вӗсен ҫути ҫуртсене, садсене тата картасене кирек хӑш каҫри пекех ҫутатнӑ пулин те, Сергее тарӑн ыйха кайнӑ станица ҫинче ҫутӑсем шӑпах ҫак сехетре тӗксӗммӗн йӑлтӑртатнӑ пек туйӑнать; ӑна юпасем ҫинчи, пӳртсем умӗнчи хунарсем ун ҫине савӑнӑҫлӑн мар пӑхнӑ пек, кула-кула куҫӗсене хӗснӗ пек туйӑннӑ.
XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Сергей саламатӑн шерепеллӗ аврипе станица тавра тӗллесе ҫаврӑнсан, ҫынсем сасартӑк симӗс садсене курчӗҫ — вӗсем Родниковскине йӗри-таврах хупӑрласа илнӗ, площадьрен садсем еннелле, тротуарлӑ тата виҫӗ рет йывӑҫ лартса тухнӑ турӗ урамсем пур еннелле те, хӗвел пайӑркисем пек, тӑсӑлса выртаҫҫӗ.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Эпӗ садсене, вӑрмансене, водопровода тата пурнӑҫа ҫӑмӑллатакан ытти ҫавӑн пек япаласене хирӗҫ мар.Я не против садов, лесов, водопроводов и там разного удобства.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хӗвел аннӑ вӑхӑтра, халӑх кӗлечӗ умӗнче, хутортан кӑларса янӑ хӑйӗн тусӗн, Тимофей Рваныйӑн хут купӑсне каласа ларать, анчах садсене, лапамсене тӗксӗм-кӑвак тӗс ҫапсанах, ҫынсен шӑв-шавӗпе выльӑх-чӗрлӗх макӑрни-мӗкӗрни шӑпланса ҫитсенех, вӑл тӑкӑрлӑкпа васкамасӑр Фектюша картишӗ еннелле утать, ҫав вӑхӑтра вара пӗр-пӗринпе салхуллӑн пӑшӑлтатса ларакан тирек тӑррисем ҫийӗн, шӑпланса ларнӑ хутор ҫийӗн, Дымок пекех пӗччен, ун пекех ҫап-ҫавра сӑн-питлӗ уйӑх шӑвӑнса иртет.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӑш чухне тата ҫав пӑр катӑкӗ пӗр-пӗр енчен ҫырмана юхса кӗрекен шыв юхӑмӗ илсе кайнипе садсене пырса кӗрет те, йывӑҫ вуллисем ҫине качӑртаттарса тӑрӑна-тӑрӑна, садра ҫитӗнекен ҫамрӑк хунавсене тӗшӗрсе пӗтерсе, улмуҫҫисене шӑйӑрса амантса, ытла та ҫӑра чиелӗхри вӗтлӗх темисене пуса-пуса антарса, йывӑҫсем хушшипе ишсе ҫӳрет.
26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫулсем ҫинче тарӑн путса кӗнӗ ура йӗрӗсем хуралса выртаҫҫӗ; кӑнтӑрла ҫитеспе сӑртлӑ-тӳпеллӗ вырӑнсенчен шӑнкӑртатса юхса анакан куҫҫулӗ евӗр тӑп-тӑрӑ шыв васансемпе ҫырма-ҫатрасем тӑрӑх хаяррӑн кӗрлесех ыткӑнса юхма тытӑнчӗ; вӗсем хисепсӗр нумай ҫӗрте шарлатса выртакан юхӑмсем пулса чиелӗхсенчи йывӑҫсен йӳҫек тымарӗсене чӳхе-чӳхе, ҫырма хӗрринчи хӑмӑшсене путара-путара, айлӑмсене, лапам вырӑнсене, садсене капланса анчӗҫ.
26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Унтан ҫил ҫеҫенхирти тӗмескесем ҫинче шартлама сивӗпе ӗнсе кайнӑ армутин йӳҫенчӗк шӑршине садсене варкӑштарса килет, кӑнтӑрлахи шӑршӑ-маршӑсемпе тӗрлӗрен сасӑсем таҫта кайса ҫухалаҫҫӗ.
1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хулана шыв паракан пур ҫырмасене те тӑшман вилӳтсем пӑрахса тултарнӑ, виноград сачӗсене ҫунтарса янӑ, хирсене таптаса пӗтернӗ, садсене касса тӑкнӑ — хула, йӗри-тавралӑх ҫаралса юлнипе, пур енчен те уҫҫӑнах курӑннӑ, тӑшман тупписемпе йывӑр пӑшалӗсем ун ҫине кашни кунах, чугунпа тӑхлан сапнӑ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Эпир Туркестанра ҫӑкӑр мар (кунта ӗнтӗ вӑл ҫук), ҫӗнӗ ҫӗршыв, хӗвеллӗ хула, пысӑк-пысӑк садсене тупма каятпӑр.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тӑррисене касса тикӗсленӗ ҫӑкасемлӗ тата тӑватӑ кӗтеслӗ пӗвепе тӳрӗ аллейӑсемлӗ кивӗ сад ӑна килӗшмен; вӑл акӑлчансенни пек садсене, Англири пек ҫутҫанталӑка юратнӑ.
XIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
«Юпитер», «Заря» садсене кӑҫал ҫунтарчӗҫ.
Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18
Влаҫа Горбачев киличчен мелиораци организацийӗсем пысӑк ӗҫ турӗҫ: анлӑ пӗвесем курӑнса кайрӗҫ, шурлӑхсене типӗтрӗҫ, пахча-ҫимӗҫе, садсене шӑварма тытӑнчӗҫ т.ыт.те.
Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18
- 1
- 2