Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

савӑннипе (тĕпĕ: савӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Савӑннипе шӑхӑрса юрласа ҫеҫ ҫӳрет вӑл.

Помоги переводом

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ку та аван, — савӑннипе ачинчен уйрӑлма пӗлмест Раман.

Помоги переводом

40 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Арӑмӗ ывӑл ача ҫуратнине пӗлсен, савӑннипе вӑл ниҫта кайса кӗре пӗлмерӗ, хайне калама ҫук телейлӗн туйрӗ.

Помоги переводом

40 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эп, ухмах, савӑннипе ҫемҫелсех кайрӑм.

Помоги переводом

2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Аллисемпе урисене выляттарчӗ, хырӑмне сӑтӑркаларӗ, пӗчӗкскер савӑннипе кулма пуҫларӗ, часах ҫывӑрса кайрӗ.

Помоги переводом

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Санӑн ҫухалнӑ Ванюшу тупӑнчӗ ахӑр! — кӑшкӑрчӗ вӑл савӑннипе, хаваслӑн виҫкӗтеслӗх тыттарчӗ.

Помоги переводом

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле пепкешӗн савӑннипе ниҫта кайма пӗлмест.

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Астуса юласчӗ вӗсене, — савӑннипе йӑл кулчӗ Ванюш.

Помоги переводом

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ванюш ӑна ҫепӗҫҫӗн аллисенчен тытрӗ, савӑннипе пулас арӑмне ҫӗклесе илчӗ те хӑй тавра ҫавӑрчӗ.

Помоги переводом

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Савӑннипе сыхӑлӑх пирки пачах манса кайнӑ, часовойсене те тӑратман.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Тухатӑп, — ҫепӗҫ сассипе хуравларӗ хӗр, савӑннипе кӑшкӑрса ярасран хӑйне аран тытса чарса.

Помоги переводом

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Иккӗшӗ те ку япалана курсан савӑннипе ахӑлтатса кулса яраҫҫӗ.

Помоги переводом

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тӗнче, хӑй теме пула савӑннипе, каҫса кайса тем калать, тейӗн.

Помоги переводом

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ача савӑннипе каҫӑхсах каять.

Помоги переводом

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Куртӑн-и, никам та ҫукчӗ, ҫемье пухӑнса та ҫитрӗ, — савӑннипе чупкаларӗ, ӑшталанчӗ Якур.

Помоги переводом

XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӗрарӑм ҫав тери савӑннипе полицейскисене тав туса ЧР шалти ӗҫсен министрӗ ячӗпе тав хучӗ ҫырнӑ.

Женщина была так рада, что написала благодарность полицейским на имя министра внутренних дел ЧР.

Участовӑй хӗрарӑма ӗнине тупма пулӑшнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35874.html

— Ҫавӑн пек ҫынна шыратӑп та эпӗ! — савӑннипе пӗҫҫине шарт! ҫапрӗ директор.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Каҫару ыйтатӑн? — савӑннипе пичӗ ҫинчи пӗтӗм шатра-путӑка хускатса елпрерӗ, сарлака кӑкӑрне вӗркӗч пек хӑпарта-хӑпарта сывларӗ Турунов.

Помоги переводом

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ача чухне вӑл шӑнкӑрч йӑви туса ҫакнӑ та, аякран килсе ҫитнӗ кайӑксем ҫӗнӗ йӑвана мухтаса юрланине курсан, макӑрсах янӑ савӑннипе.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Анчах Анюк савӑннипе ах! та темерӗ, вӑл кӗтмен ҫӗртен ҫапла килнишӗн ним чухлӗ те тӗлӗнмерӗ.

Помоги переводом

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней