Поиск
Шырав ĕçĕ:
Рота командирӗ Ильин чӑваш пулнӑ иккен, унӑн мӑшӑрӗ, вырӑс майри, Катя умӗнче ахальтен мар ырланӑ-мӗн чӑвашсене, пӗррехинче ӑна Антип Николаев кӗҫӗн лейтенантпа паллаштарнӑ.
Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24
Пиллӗкмӗш рота хуралласа тӑракан вырӑнта пӗр эрне каярах ҫапӑҫусем пулнӑччӗ.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
– «9 рота» кинора шӑпах салтаксене Афганистана яма хатӗрленӗ пай пур.— В фильме "9 рота" как раз есть та часть, где солдат собираются отправлять в Афганистан.
Виктор Петухов: «Тухсанах — мишень» // Ирина Кузьмина. «Сувар», 2019.02.15
Эп пынӑ тӗле УИР составӗнче: 5 УНР, 8 ВСО, 25 СМУ, 35 рота, 300 ытла офицер, 200 яхӑн прапорщик, 4000 ҫар строителӗ.
Сулахай флангра. Самана сатурӗсем // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 9.04.2011
Пӗтӗм рота ура ҫинче.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
— Аслӑ лейтенант юлташ, рота стройра! — рапорт пачӗ старшина.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Нумай выртаймарӗ, унта та кунта: «Рота, стройся!» — тесе кӑшкӑрни, салтаксем ҫӗрпӳртсенчен чупа-чупа тухни, кӑшкӑрашни илтӗнчӗ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
— Рота командирӗ ӑна штаба ячӗ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Вӑл — рота старшини.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Виҫӗ хут аманнӑ: 19.06.1942 ҫ., 03.01.1943 ҫ., 01.03.1944 ҫ. Гварди лейтенанчӗ Соколов Александр Невский орденне 26-мӗш гварди дивизийӗнчи 79-мӗш гварди полкӗнче рота командирӗ пулнӑ чухне 1945 ҫулта мартӑн 6-мӗшӗнче приказпа килӗшӳллӗн илме тивӗҫнӗ.
Александр Невский орденне тивӗҫнӗ офицерсем // П.ЗАЙЦЕВ. «Каҫал Ен», 2016.06.21
Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӗҫленичченех Корнил Акчурин рота политрукӗ пулнӑ, тӗрлӗ ҫӗре ҫитсе фронт валли салтаксем хатӗрленӗ.
Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06