Поиск
Шырав ĕçĕ:
Бензин тултарнӑ бидонсем шартлата-шартлата ҫурӑлчӗҫ те, шӗвӗ вут ҫулӑмӗсем ҫӗр пӳртсем ҫине тӑкӑна пуҫларӗҫ; ҫӗр пӳртсенчен сехре хӑпнӑ фашистсем, йӗркесӗр, унталла-кунталла пере-пере, сиксе тухаҫҫӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ватӑ казаксем пӳртсенчен тухаҫҫӗ, пӳрт умне вырнаҫаҫҫӗ те тӗрмешекен салтаксем ҫине, вӗсем пурин ҫине те алӑ сулнӑ тата ҫакӑнтан мӗн килсе тухасса нимӗн те пӗлмеҫҫӗ пекех, тӗксӗммӗн те ним чӗнмесӗр пӑхса лараҫҫӗ.
X // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Чылай ҫуртсен ҫутӑ та пысӑк чӳречисем умӗнчи, пӗчӗк пахчисенче тӗттӗм симӗс раинсем, шурӑ та ырӑ шӑршӑллӑ чечеклӗ, ҫутӑ ҫулҫӑллӑ ачаш акаци йывӑҫӗсем пӳртсенчен те ҫӳлерех ҫӗкленсе лараҫҫӗ, ҫавӑнтах сӗмсӗррӗн йӑлтӑртатакан сарӑ хӗвелҫаврӑнӑш пуҫӗсем тата травянкӑпа виноград йывӑҫӗн явӑнса ӳсекен турачӗсем курӑнаҫҫӗ.
IV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Слободкӑри ҫырма хӗррине туса лартнӑ пӳртсенчен пӗринче ытла ҫуттӑн курӑннине асӑрхарӑм; вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе йӗркесӗр шавлани те, кӑшкӑрашни те илтӗнет, унта ҫар ҫыннисем ӗҫкӗ ӗҫеҫҫӗ ӗнтӗ.
Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Дворовӑйсем пурте пӳртсенчен тухса, ҫамрӑк улпута савӑнӑҫлӑн шавласа сырса илчӗҫ.Дворня высыпала из людских изоб и окружила молодого барина с шумными изъявлениями радости.
III сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пӳртсенчен ҫӳллӗ пӑр катӑкӗсем пӗр-пӗрне хире-хире шыв юххипе шӑваҫҫӗ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№