Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӳртелле (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Терен, Тамарӑпа ачине пӳртелле хӑваласа, Левене калать: — Э-э, кусем, чӑн та, ҫара ҫерҫисем мар иккен, — тет.

Помоги переводом

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Эй, санпа, — аллисене харӑссӑн сулать Ултутти аппа, — хӑвна лапра вӗренпе туртса ҫакмалла тусан та шӑл йӗрсех тӑратӑн пуль эс, — сых ятне турра асӑнса, шӑмпӑл-шампӑл банкӑна, виҫӗ литр кӗрекенскерне, шалти пӳртелле илсе кӗрсе каять вӑл.

Помоги переводом

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тахӑш вӑхӑтра алӑран вӗҫерӗнме ӗлкӗрнӗ Утаман тулхӑрса витенелле юртать, ҫыру тытнӑ ача — пӳртелле.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Пӗччен мар, пӗччен мар, хӑта! — шалти пӳртелле тӑсрӗ аллине Хумкка.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӑштӑртатса пӳртелле кӗчӗҫ Сантӑрккапа Укань, вуттисене хутман кӑмака умне шакӑртаттарса пӑрахрӗҫ.

Помоги переводом

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑрах та вӑхӑт иртмерӗ, ҫенӗк алӑкне шӑлтӑр-шалтӑр хупса вӑл пӳртелле чупса та кӗчӗ, кӗрӗкне урайнех пӑрахса, Ҫимун ҫумне лӑпчӑнчӗ:

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пысӑк чашӑкпа пӳртелле какай йӑтса кӗрекен Тютюбей аппа крыльца умӗнче чарӑнса тӑчӗ:

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Мӗн шухӑшласа пуҫ вататӑп-ха эпӗ ҫавӑншӑн? — тепӗр шухӑш пырса кӗчӗ ун пуҫне. — Ҫав кулакпа мӗн калаҫмалли пур? Районта хӑратса ячӗҫ пуль-ха, ҫавӑнпа капкӑнне те илмерӗ, кашкӑр шухӑшӗ мар пуль-ха ун. Перес те пӑрахас», — текелесе, ҫӗкленнӗ кӑмӑлпа пӳртелле кӗчӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑрҫӑран суккӑрланса таврӑннӑ салтак килнине пӗлсен, арманти хӗрарӑмсем пӳртелле васкарӗҫ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эсир кӗрӗр-ха, кӗрӗр, Ваҫук, пӳртелле, — Ваҫукӑн аллине ӑшшӑн чӑмӑртаса, ҫурӑмӗнчен лӑпкарӗ Иван пичче.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кулюкка пӳртелле кӗме тӑнӑччӗ, ӑна Петӗр чарчӗ:

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кулюкка, ҫенӗк алӑкне уҫса, палламан ҫынна пӳртелле кӗртрӗ, чӳречисене лайӑхрах карса, суккӑр лампине ҫутрӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫывӑртӑр, — терӗ Петӗр, пӳртелле кӗрсе.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Кала, кала, Куҫма, — вӑрӑм ҫӳҫӗнчен ачашласа, пӳртелле кӗртрӗ ывӑлне Кулюкка.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Манӑн санпа ҫӳреме вӑхӑтӑм ҫук, — пӳртелле кӗрсе каясшӑнччӗ мучи, анчах ӑна Ҫимун тытса чарчӗ, кӗсйинчи кӗленче пусне кӑтартрӗ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫунтарса ярӑпӑр, — пӳртелле кӗчӗ те таса кӗпе-йӗм илсе тухрӗ вӑл.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗр, эппин, часрах, — хӗрарӑм салтака пӳртелле ҫурӑмӗнчен тӗртрӗ.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шалти пӳртелле ирт.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хырса ҫуса тасатнӑ крыльца пусми тӑрӑх асӑрхануллӑн пускаласа, Хумкка мучи тараватлӑ кил хуҫи хыҫҫӑн пӳртелле кӗчӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫак сӑмахсене каласа пӳртелле кӗме пуҫларӑм.

Помоги переводом

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней