Поиск
Шырав ĕçĕ:
Илеймесен, пирӗн пӗр ҫул ҫеҫ юлать: восстани тунӑ легионсем пирвайхи центурионӗсен хӑйсен чаҫӗсене таврӑнмалла, вара, чӗрӗк сехетрен хамӑрӑн гимнӑн сассине илтмесен, пурне те хӑйсен пӳлӗмӗсене шарламасӑр саланма хушмалла.
X сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Вӑл Римри Сенат ячӗпе пӑлхавҫӑсене хӑйсен пӳлӗмӗсене таврӑнма хушрӗ, иккӗмӗш хут кӑшкӑртса сигнал панӑ хыҫҫӑн та пӑхӑнмасан, вӗсене ҫар салатса ярасси ҫинчен пӗлтерчӗ.
X сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Вара алӑран алла туслӑх курки куҫса ҫӳрерӗ, курки ӑшне хӑш-пӗрисем роза ҫеҫкисем пӑрахрӗҫ; ун хыҫҫӑн хӑнасем те пӗр шарламасӑр, пӗрин хыҫҫӑн тепри, тайкалана-тайкалана, триклинирен тухса кайрӗҫ; пӗрисем хӑнасен пӳлӗмӗсене, теприсем Кумы хулинелле васкарӗҫ.
VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Лось Аэлита пӳлӗмӗсене пӗрремӗш хут курать; лутра, ылтӑн ҫавра тӳпемсем, мӗлкеллӗ ӳкерчӗксемпе, — китай сунчӑкӗ ҫинчи кӳлепесем тейӗн, — сӑрнӑ стенасем.
Ӑрӑм-сурӑм (тухату) // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Вӑл Пентагонӑн чи кирлӗ, чи вӑрттӑн пӳлӗмӗсене кӗме те ҫул уҫӗ, вӑл Джон Файна хуса ҫитсе иртсе кайӗ, ара, ҫав Джон Файн хӑйӗн долларӗсемпе, тусӗсемпе усӑ курса ҫеҫ пысӑк вырӑн йышӑннӑ вӗт, разведчиксем хушшинче вӑл ҫавӑн пек вырӑн йышӑнма тивӗҫлӗ мар, Кларкӑн малалла талпӑнмалла, никам пӗлмен ҫынсен путсӗр шурлӑхӗнчен, паллӑ мар ҫынсен хушшинчен ҫӗкленсе тухмалла.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Унӑн пӳлӗмӗсемпе сачӗ пысӑках та, пуянах та пулман, анчах вӗсем пурте типтерлӗ, таса тӑнӑран тата лайӑх вальс е полька ҫуратакан ансат савӑнӑҫа палӑртнӑран, хӑнасем мухтас шутпа усӑ куракан тетте сӑмах Анна Дмитриевна сачӗпе пӳлӗмӗсене ҫав тери килӗшет.
ХХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл вӗсен тӑвӑр, ҫынсемпе тулса ҫитнӗ пӳлӗмӗсене пуҫласа пырсан, вӗсем ӑна Диасӑн вӑрттӑн полицийӗн агенчӗ, шпионӗ пулӗ тесе шухӑшланӑ.
I // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
Вӗсем вара татах хӑйсен пӳлӗмӗсене, харпӑр хӑй пулемёчӗсем патне шуса кайнӑ.И они снова расползлись по комнатам, каждый к своей амбразуре.
Таракуль редучӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 103–115 с.
Пӳлӗмӗсене тыткаласа, чулсем ҫине лараҫҫӗ.
9 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
— Унтан пӳлӗмӗсене кӗрсе хӗрарӑмсене саламларӗ.
2 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Хальхи вӑхӑтра шыв ҫинче ишсе ҫӳрекен карапсем ҫинчи пекех, трюмӑн малти пӳлӗмӗсене шкиперсене вырнаҫтараҫҫӗ.В передних отсеках трюма разместится шкиперская, такая же, как на обычном корабле.
Ӗмӗтсем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Чиркӗвӗн яланах ҫурма тӗттӗм пулакан аяккисенчи пӳлӗмӗсене ҫуртасемпе тата монах орденӗсен факелӗсемпе ҫутатнӑ.
VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Алексейпе унӑн арӑмӗн хулара туссем пулман, анчах праҫник кунӗсенче унӑн якалса, чӗркеленсе пӗтнӗ кивӗ япаласем лартса тултарнӑ чӑлансем евӗрлӗ тӑвӑр пӳлӗмӗсене темшӗн шанчӑклах мар ҫынсем пухӑннӑ: унта фабрика тухтӑрӗ, ылтӑн шӑллӑ Яковлев, хаяр тата ҫынсенчен тӑрӑхласа кулма юратакан ҫын; ялан кӑшкӑрса калаҫакан Коптев техник, ӗҫке ернӗ тата картла выляма юратаканскер; Мирон учителӗ, студент, полици вӗренме чарнӑскер пулнӑ; унӑн каҫӑр сӑмсаллӑ арӑмӗ пирус туртнӑ, гитара каланӑ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Алексей хӑй те, унӑн арӑмӗ те тӗрлӗ кирлӗ мар япаласене юратакан пулса кайнӑ, вӗсем хӑйсен пӳлӗмӗсене улпутсен ҫуртӗнчи пек тӗрлӗрен чаплӑ сӗтел-пукансем лӑках лартса тултарнӑ, иккӗшӗ те вӗсем ҫав сӗтел-пукансене парнелеме юратнӑ: Натальйӑна фарфорпа илемлетнӗ кулӑшла шкап, хунямӑшне сӑранпа витнӗ пысӑк кресло тата Карели хурӑнӗнчен тунӑ, бронзӑпа эрешленӗ чаплӑ кравать парнеленӗ; Ольга тӗрлӗ тӗслӗ вӗтӗ шӑрҫасенчен тӗрлесе питӗ хитре картинӑсем тунӑ, анчах упӑшки хӑй кӗпӗрне тӑрӑх ҫӳренӗ чухне ун валли ҫавӑн пек тӗрӗсемех илсе килсе панӑ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӗсем мучи пӳрчӗ умне кивӗ ӑпӑр-тапӑра пыра-пыра йӑвантараҫҫӗ, мучие салтаксем валли атӑсем тӳрлеттереҫҫӗ, вӗсен пӳлӗмӗсене тасаттараҫҫӗ, картиш шӑлтарсах тӑраҫҫӗ.
28 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Одинцов чулӗсене ещӗк пӳлӗмӗсене вырнаҫтарса хурать.
11 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Вӑл Горевӑна Мария Терезӑн будуарне, ҫывӑрмалли тата тумланмалли пӳлӗмӗсене кӑтартма тытӑнчӗ, Австри династийӗн икҫӗр ҫул хушшинчи юрату енӗпе туса пынӑ мӗнпур хӑтланкаларӑшӗсем ҫинчен хӑвӑрт та йӗркеллӗ кала-кала кӑтартрӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫапла пӑртак ӑшӑнсан, пурте харкам хӑйӗн пӳлӗмӗсене саланчӗҫ.Потом, обогревшись таким образом, все разошлись по своим комнатам.
XIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Штаб пӳлӗмӗсене ҫынсем пырса тулчӗҫ.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ватӑ графиня хисеплӗ пан тухтӑртан горничная Верӑна тӗплӗн сӑнаса пӑхма ыйтать, мӗншӗн тесен графиня ҫав хӗре ҫамрӑк графӑн пӳлӗмӗсене «пӗрмай пӑхаканни» тума палӑртнӑ…
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.