Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗчченҫӗ вӑйӑҫ тарҫи ҫине йӑпӑрт пӑхса илчӗ те лешӗ ҫавӑнтах куҫ хупанкисене антарчӗ.Одинокий игрок мельком взглянул на слугу, тотчас опустившего ресницы.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Детрея пӗчченҫӗ шӑплӑх хуравлать темелле; вӑл ҫакна тӗрӗсех ӑнланать, ҫавӑнпах хӑйне ятласа тӑкрӗ те картинӑна сӗтел ҫине хучӗ, халӗ — каллех итлеме хатӗр.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Сӑмахран, Аскортӑн «Пӗчченҫӗ чиперккине» е…
IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— Тоббоган сире пӗлтерме ыйтрӗ, — терӗ те Дэзи ҫавӑнтах пӗчченҫӗ кӑвак куҫӗпе манран тирӗнчӗ.— Тоббоган просил вам передать, — сказала Дэзи, тотчас вперяя в меня одинокий голубой глаз.
XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Вилекенӗн кравачӗ патне юлашки хӑнасем ҫывхарчӗҫ — пӗчченҫӗ старик тата хӗрарӑм — тин ҫеҫ пурӑнма пуҫланӑскер, чунӗнчи вилӗмпе.
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Пӗрлехи камерӑсенче ларуҫӑсен хӑйсен ҫӑлӑнӑвӗн тӗшмӗртӗвне ыттисемпе пайлама май пур хӑть; пӗри ҫакна пӗлет, тепри — ҫавна, шанӑҫӗсене пӗр-пӗринпе сӳтсе явни пурнӑҫлайми ӗмӗте те логика тӗлӗшӗнчен тӳрлетсе ҫитерме, хушма-улӑштарма пулӑшать; критикӑпа оптимизм ӗҫленин иллюзине карталаҫҫӗ; анчах пӗчченҫӗ арестант яланах хӑйӗнпе хӑй кӑна, унӑн арпашӑвӗсемпе йӑнӑшӗсене никам та шутлавпа тӳрлетеймест.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
«Тристан Бурле секретарь — вӗреннӗ ҫын, хытанка шатен, кӑвак куҫлӑ, вуласа каланине хӑвӑрт ҫырса пыма тата хушусене тӗрӗс пурнӑҫлама пултаракан, пӗчченҫӗ, тирпейлӗ, сӑпайлӑ тумланакан ҫын — кирлӗ.
Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.
Операци шутсӑр ӑнӑҫлӑ иртнине пӗлсен Дэзи хӑйӗн пӗчченҫӗ тасалӑхӗ сывлакан пӳлӗмне таврӑнчӗ, ларса шӑппӑн макӑрчӗ; халичченхине чӗрсе хуратакан юлашки тӗл пулӑва сапӑр хӑюлӑхпа каймашкӑн ҫуллахи чи капӑр кӗпине тӑхӑнчӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 114–118 с.
Аттем, ӗҫченӗм манӑн, мӗн тери пӗчченҫӗ эсӗ!
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 74–80 с.
Вӑтӑр, хӗрӗх, тен, ҫӗр хӗрӗх ҫултан, — ҫакна чӑннипех ӑҫтан пӗлейӗпӗр? — ирӗксӗрех пӗчченҫӗ пулса тӑнӑскерсем чатах суккӑрланса лараҫҫӗ.
Йӑр-йӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 10–14 с.
Эпӗ пӗчченҫӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Пӗчченҫӗ чунра, шухӑшламасӑрах туртӑна-туртӑна… аса илӳ-ши — асра юлмалли юрӑ шырать… анчах, шел, пуш хирте ҫухалса кайнӑ такама питӗ шел пек…
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
— Эпӗ Аш утравӗн пӗчченҫӗ манахӗ пире кӗтсе илессе шаннӑччӗ, — терӗ Гнор.— Я думал, — сказал Гнор, — что отшельник Аша устроит нам маленькую встречу.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Чи малтанах — пӗчченҫӗ пулмалла.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Кӑвакал нартлатрӗ; ҫунатсем васкавлӑн шӑхӑрни шӑплӑха хускатрӗ; унтан вара кӗсменсем тикӗссӗн, тӗттӗмре самаях вӑйлӑн чӑмпӑлтатни каҫхи юхан шывра пӗчченҫӗ сасса куҫса саланчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Пӗчченҫӗ те выҫӑ ҫынсен калаҫӑвне итлер, мӗншӗн тесен пӗлтерӗшлех мар сӑмахсенче сӑмса ҫинче ҫакӑнса тӑракан паллӑ мар пуласлӑх умӗнчи теветкеллӗх хӗлхемӗпе хӑрав ҫулӑмӗ сисӗнме пултараҫҫӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 177–180 с.
Тӗлӗрекен, пӗчченҫӗ карап кӑвак тӗтрере йӑрӑс пӳллӗ те хуп-хура.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Яланхи вӑхӑтра вӑл заводран килне, пӗчченҫӗ пӳлӗме таврӑнать.В обычный час он возвращался с завода домой, в одинокую квартиру.
Юрату сасси // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Пуҫ мимине пӑр пек сивӗ сехӗрлев хӗстерет: Лось хӑйне ют пуш хирте тимӗр ешчӗк ҫинче ларнӑн уҫӑмлӑн курать, — Ҫӗр Сывлӑшӗ кӑларса пенӗ, пӗчченҫӗ шуйттан пек…
Лось ҫӗре сӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ҫук, ӳкмелле те чечекленмелле, тӳсмелле мар тертленӳ патне вӑранмалла: пурӑнма; касӑху патне — юратма, пӗрлешме, манӑҫӑнма, пӗчченҫӗ вӑрӑ пулмашкӑн чарӑнма.
Ыйхӑсӑр ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
- 1
- 2